Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсен (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та тавлашу фрончӗн ертекенӗсем, ун пеккисем кашни урамрах ҫителӗклӗ, хӑйсен шухӑшне хушаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсен юратнӑ ывӑлне вӗсем хӗрӳ салам яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмсем пӗрле нӑшиклерӗҫ, хӑйсен чирлӗ чӗрисене лӑплантариччен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни кун тенӗ пек ун патне салтак арӑмӗсем ҫӳрерӗҫ, вӑрҫӑра ӑнсӑртран хӑйсен упӑшкисене, ывӑлӗсене, ашшӗсене е пиччӗшӗсене курман-и тесе тӗпчерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсен шуйттанла ухмахӗпе, Ваҫилене нуша кӑтартас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр каҫхине, каллех иккӗн улахланса ларса, вӗсем хӑйсен ҫурчӗ пирки калаҫу пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсен Татаринов варӗнчи пирвайхи тӗлпулӑвне аса илчӗҫ, унтан — ыттисене.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Татайсан вӗсен ушкӑнӗнчен пӗр ҫынна хӑйсен енне илсе каҫать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Миҫе ӑру ҫитӗннӗ кунта, ҫакӑнта хӑйсен пӗрремӗш юратӑвне тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чее басмачсем тусемпе сӑртсенче чавнӑ тоннельсенче хӑйсен лашисемпе пытаннӑ, ҫӗрле кӗтмен хӑнасем ҫине тапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле (шӑпах ҫапла, вӑрӑ-хурахла, коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене пуҫлӑхӗ вӗрентнӗ пек ҫӗрле тунӑ) Кузнецовсен чӳречинчен хыттӑн шаккарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫӗсене уснӑ арҫынсем хӑйсен кутамккисене лаша урапи ҫине хунӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗсене ыталарӗҫ, арӑмӗсене чуптурӗҫ, ачисене аллисене илсе лӑпкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темле хӗсӗрлесен те хӑйсен мӑн аслашшӗ-асламӑшӗсем вӗрентсе хӑварнине манман, ҫухатман вӗсем, вӑрттӑн-хӗрттӗн те пулсан май тупса упранӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темиҫе ӗмӗр урлӑ сыхласа, упраса хӑварма пултарнӑ вӗсем хӑйсен ҫав тери пуян культурине.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арпашса ан пӗтчӗр тесе хӑйсен ялӗ ҫумне «Ешӗл» сӑмах хушнӑ вара вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем иккӗшӗ те — Ванюш та, Ваҫиле те — юлташӗсенчен вӑрттӑн пылаккӑн ассӑн сывлӗҫ, хӑйсен юратӑвӗшӗн савӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсен пирвайхи тӗлпулӑвӗн вырӑнӗнчен вӗсем пачах урӑхла ҫынсем пек хӑпарчӗҫ — телейлӗ те ҫӑмӑлкка, калӑн тин кӑна сӑваплӑ шыва кӗрсе тухнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсен калаҫӑвӗпе киленсе утаканскерсем, иртсе пыракансем ӗмӗрхи йӑмра айӗнчи ҫамрӑксене курмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Колхоз ҫамрӑкӗсем, пӗтӗмпех ватма-ҫӗмӗрме хӑнӑхнӑскерсем (хӑйсен марҫке!) паян ҫак илемрен нимӗн те хӑварман.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗпеле асламӑш тата хастар ача Тимуш хӑйсен садне тухрӗҫ те ҫупкӑм-ҫупкӑм паланне пухрӗҫ хуп кушеле.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех