Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хальхинче сăмах пирĕн базăра пур.
хальхинче (тĕпĕ: хальхинче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхинче ӑна хирӗҫлекенни пулмарӗ.

На этот раз ему никто не возразил.

Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Хальхинче яланлӑхах пуль.

Теперь уж, вероятно, навсегда.

Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Анчах хальхинче чӑтнӑ, хуллен кула-кула ҫеҫ йӗкӗлтенӗ ӑна:

Но сейчас терпел тихо, посмеиваясь, подтрунивая над ней:

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Хальхинче Тумлам Наҫтаҫран сахӑр йӑкӑртса пыл хурчӗсене ҫӑлса хӑварма шутланӑ.

Теперь он решил похитить у Настасьи сахар и спасти пчел.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Ну, Марья Николаевна, ху ҫине темӗн чухлӗ шансассӑн та, хальхинче эсӗ выляса яратӑн пуль тесе шутлатӑп эпӗ.

— Ну, на этот раз, как ты на себя ни надейся, Марья Николаевна, а я полагаю, что проиграешь-то ты.

XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Хальхинче вӑл аллисене уснӑ, ҫавӑнпа вырӑн нумай йышӑнмасть, мӗншӗн тесен пӗр енче унпа юнашар — Костя вожатӑй, ҫап-ҫамрӑк кӑна ҫын, тепӗр енче директор, ырӑ кӑмӑллӑ ватӑ ҫын, тӑраҫҫӗ.

Руки его были на этот раз опущены и не занимали много места, так как рядом по одну сторону от него стоял Костя-вожатый, человек еще совсем юный, а по другую — директор, старый и добрый человек.

XVII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Хальхинче вӑл вӑйлӑрах пулчӗ, юханшыв тӑршшӗпех янраса кайрӗ.

Этот был уже громче и прошелся по всей реке.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Тепӗр самантран Таня каллех пӳрт умӗнче курӑнчӗ, хальхинче пӗччен.

Через мгновение Таня снова показалась на пороге дома, уже одна.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ҫапах та мӗскӗн Тигр хальхинче Таньӑпа пӗрле кайрӗ.

И все же бедный Тигр на этот раз пошел с ней.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Акӑ унӑн урисем, паян кӗрт тӑрӑх темӗн чухлӗ чупнӑскерсем, каллех хускалчӗҫ, хальхинче ӗнтӗ тикӗс урай тӑрӑх шума тытӑнчӗҫ.

И вот ноги ее, так много пробежавшие сегодня по сугробам и по снегу, снова начали двигаться — теперь уже по гладкому полу.

XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Вӑл пӗрре Таня ҫине, тепре Коля ҫине тӗмӗн пӗлесшӗн пулса пӑхрӗ, хальхинче ӗнтӗ унӑн сӑнӗнче савӑнни палӑрмарӗ.

Он пытливо смотрел то на Таню, то на Колю, и беспечное лицо его на этот раз не выражало радости.

XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Хальхинче Коля тиркесе нимӗн те каламарӗ.

На этот раз Коля ничего не сказал дурного.

XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ан тив, хӑш те пӗри Филькӑна йытӑ тетӗр, ан тив, кирек те мӗн чухлӗ кулччӑр унран, хальхинче вӑл пурпӗр хӑй пӗлнӗ пек тӑвать.

Но пусть Фильку считают собакой кому это угодно и пусть смеются над ним сколько хотят, а на этот раз он все-таки сделает по-своему.

XI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Салли аппа пире иксӗмӗре те мӑйӑр йывӑҫӗн хуллипе вӗтелерӗ, тепӗр пӗр-ик сехетрен эпир тата вунпилӗк йӗкехӳре тытрӑмӑр, — мур ачи-пӑчи ма пур ҫӗре те сӑмсине чикет-ши, — акӑ ӗнтӗ ырханнисем ҫеҫ лекнӗ хальхинче, малтан тытнисем пит селӗмччӗ, унашкал мӑнтӑр йӗкехӳресем эпӗ ӗмӗрне те курманччӗ.

Тетя Салли схватила ореховый прут и отстегала нас обоих так, что пыль летела, а потом мы часа два ловили еще пятнадцать штук — провалиться бы этому мальчишке, везде лезет! — да и крысы-то попались так себе, неважные, потому что самые что ни на есть отборные были в первом улове, я отродясь не видел таких здоровенных крыс, какие нам попались в первый раз.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Ак тата — хальхинче вуннӑшӗ те пур! — тет.

— Вот еще напасть — опять их десять!

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хальхинче акӑ мӗн тӑвасшӑн вӑл: Джим патне кукӑль ӑшне вӗрен пусма чиксе ярасшӑн.

Он сказал Джиму, что мы доставим ему пирог с лестницей.

Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах кун пек чухне манӑн чун сӗмленекенччӗ; хальхинче те эпӗ пӑрахут анатран, Орлеантан, хӑпармалла пулӗ-ха тесе туйса илтӗм.

Но я всегда больше руководствуюсь чутьем; а тут чутье подсказало мне, что пароход должен идти снизу — от Орлеана.

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӗчӗк старик Эб Тернер еннелле ҫаврӑнчӗ, унӑн куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, хальхинче вӑл короле тытрӑм терӗ пулас.

Новый старичок живо повернулся к Эбу Тернеру с приятелем, глаза у него засветились, как будто на этот раз он поймал короля, и он спросил:

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ну, тетӗп, мӗн пулать те мӗн килет, хальхинче пӗтӗм чӑнлӑха пӗр пытармасӑр каласа паратӑп; кун пек туни тар пички ҫине ларса ӑна, ӑҫталла ыткӑнтарса ярать-ха тесе, вылямалла хыптарса янипе пӗрех пулин те, ҫапла йышӑнтӑм эпӗ.

Ну, думаю, была не была; возьму да и скажу на этот раз правду, хотя это все равно что сесть на бочонок с порохом и взорвать его из любопытства — куда полетишь?

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хальхинче вӑл ӗненчӗ пулас.

Она как будто поверила.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех