Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таран сăмах пирĕн базăра пур.
таран (тĕпĕ: таран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхи смена ултӑ сехет те ҫирӗм минутра улшӑнать, анчах сменщицӑсем пурте цеха пӗр вуппилӗк-ҫирӗм минут малтан килеҫҫӗ — станок умне тӑриччен ҫителӗклӗ таран пуш ҫӗрӗ хатӗрлесе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

— Мартин Мартынч, ма ҫапла хӑтлантӑн эсӗ? — терӗм, туса пӗтернӗ ҫенӗк чӑланӗ ҫумне таянса, чӗркуҫҫи таран турпас ӑшӗнче тӑракан Мартина.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Панӑ тет Надя аппи Гальӑна виҫелӗх туйӑмӗ хӑй пама пултарнӑ таран.

Отдала тетя Надя Гале столько меры, сколько смогла:

Виҫелӗхе пӗл // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/382

Халь чупайсен ҫӗрӗ гектар пуҫне 50 — 60 центнер таран тырӑ парать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

— Салам-алейкум, Александра Петровна, — карттусне хывса, пилӗк таран тайӑлчӗ, аллине шыв пӑтратнӑ пек сулкаласа илчӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Шурӑ кӗпеллӗ, тухъяллӑ хӗрсем ура ҫине тӑчӗҫ те, пилӗк таран авӑнса, пуҫ тайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Павӑл, тен, Чӗкеҫе аса та илмест пуль, ӗҫре-мӗнре шухӑшламалли тупӑнмарӗ-ши ун? — хӑй пултарнӑ таран лӑплантарма тӑрӑшрӗ ӑна Праски инке.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Павӑл тӗпеле иртрӗ те куҫкӗски умӗнче кӗпе тӳмисене ҫаклатрӗ, йӗпкӗн хура ҫӳҫне тураса якатрӗ, — вӑл ҫӑл кутӗнче пилӗк таран ҫӑвӑннӑ, ӳчӗ хӗп-хӗрлӗ пуличчен шӑлӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Курам эпӗ хамӑн куҫ мӗн курма тивӗҫлине, шутласа пӑхам ватӑ пуҫӑм шутлама пултарнӑ таран, вара — калӑп ӑҫта мӗнле савӑт лартса чечек чӗртсен аванрах пулассине.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл кӗске ҫанӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, шӑлавар пӗҫҫисене ура хырӑмӗ таран тавӑрнӑ, сӑран саппун ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кур-ха ӗнтӗ: тулта та, пӳртре те самаях сивӗ, вӑл пур — кӑвапа таран ҫӳхе кӗпепе.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пултарнӑ таран пулӑшӑп, — калаҫса утрӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ушкӑн умӗнче Турунов такамӑн калама ҫук пысӑк кӗлеткине йӑтса пырать, пуҫне асаплӑн пӑркала-пӑркала, сасси тухнӑ таран кӑшкӑрса калаҫать:

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗн хӑтланатӑн?! — тетӗп, хам та сасӑ тухнӑ таран ҫухӑрса.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗнле бандит эсӗ! — сасси тухнӑ таран кӑшкӑрса ячӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ансӑр питне таран пӗркеленчӗксем йӗрлесе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Блоксене ятарласа тунӑ конвейер ҫинче пухса майлаштаратпӑр та тӑхӑрвунӑ тонна таран йӑтма пултаракан крансемпе ҫӗклесе, кирлӗ ҫӗрте вырнаҫтарса, ҫирӗплетсе лартатпӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пуянлансах пырать техника паркӗ, анчах унпа усӑ курма кадрсем кирлӗ таран хатӗрлесе ҫитереймерӗмӗр-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав туртӑма пула пурнӑҫӑмӑр малалла кайса пырать, халӑх ӗҫне кашниех вӑй-хал ҫитнӗ таран хутшӑннине пула.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сенӗкпе хӑмӑл хӑпартасси кашни ҫул пулмӗ, анчах этем йыш ӗҫне вӑй-хал ҫитнӗ таран хутшӑнас туртӑм нихӑҫан та пӗтмӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех