Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑпӑшка юр ҫинче ҫакна тӳрех пӗлме йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Михаил Игнатьев ҫакна та пӗлтернӗ: юлашки ҫулсенчи экономикӑри лару-тӑрӑва пула мероприятисене пурнӑҫлас ӗҫе финанспа тивӗҫтерессине пӗчӗклетме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пӗрлӗх президенчӗпе Максим Забалуевпа иккӗшӗ ҫакна ҫирӗплетекен документа алӑ пусрӗҫ /сӑнӳкерчӗкре/.

Куҫарса пулӑш

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӑл ҫакна та ҫирӗплетнӗ: влаҫӑн тӗрлӗ шайри органӗсем хӗрарӑмсем тӗлӗшпе яланах тимлӗ пулӗҫ тата вӗсене пулӑшса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсемпе мухтанма пултарайманнине пӑхмасӑр эпир конкурентлӑ тавар кӑларма пултаратпӑр. Ҫакна Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ - «Единая Россия» парти ертӳҫи Дмитрий Медведев тата РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов пысӑка хурса хакларӗҫ», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫакна та палӑртас килет: экономикӑшӑн тата социаллӑ пурнӑҫшӑн пӗлтерӗшлӗ пысӑк организацисен 2015 ҫулти йышне 2014 ҫулхинчен 26,5% ытларах кӗртнӗ.

Хочется отметить следующее: по сравнению с 2014 годом, в 2015 году значимых для экономики и социальной жизни крупных предприятий стало на 26,5% больше.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Олег Иванович ҫакна та пӗлтерчӗ: спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптакан Лилия Степановӑпа Николай Сергеев пирвайхи хут Раҫҫей спорт мастерӗн шайӗнчи кӑтартусемпе савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫакна ҫамрӑксем тӳрех приговор вырӑнӗнче йышӑнман.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Нӑрваш Шӑхалӗнчи Узалуковсен ҫемйинче пулнӑ хыҫҫӑн ҫакна тепӗр хут туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Статистиксем ҫакна тӗпчесе пӗлнӗ, вӗсемпе шӑпах сире паллаштарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ҫакна министр ытти регионра вӑй хунӑ ентешсем тӑван ҫӗрсене каялла таврӑннипе ӑнлантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫакна вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫут тӗнчене килнӗ, Чӑваш Енӗн сумлӑхӗпе ырӑ ячӗшӗн сывлӑх сыхлавӗнче, ҫырулӑхра, ӳнерпе культурӑра, вӗрентӳпе ӑслӑлӑхра, ытти сферӑпа отрасльте палӑрнӑ, республикӑри, ҫӗршыври, Европӑри, тӗнчери ӑмӑртусенче, Олимп вӑййисенче чемпионка ятне ҫӗнсе илнисемпе призерсен йышне кӗнӗ спортсменкӑсем, патшалӑх тытӑмӗнче пултаруллӑ, мал курӑмлӑ ӗҫлекен ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсем тивӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Пытармасӑр каласан, кӗтнӗ, мӗншӗн тесен хӑй лайӑххисен шутӗнче пулнине пӗлнӗ, ҫакна вӑл ҫӗнсе илнӗ наградӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫакна Тӑрӑнти шкулта вӗренекенсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хам енчен ҫакна хушса калатӑп: чунпа та профессионал, художник пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫакна ӑнланса, тӗпе хурса ӗҫлесен пирӗн уй-хирте пысӑк тухӑҫлӑ тыр-пул ҫитӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

«Паян эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ҫамрӑк яшсен ячӗсене асра тытса ӑмӑрту ирттеретпӗр. Яланах малта пыракан ҫакӑн пек ҫамрӑксенче пирӗн пуласлӑх. Сирӗн те ҫар ретне тӑма вӑхӑт ҫитӗ. Ҫакна валли вара паянах хатӗрленмелле», – терӗ Александр Степанович шкул ачисене пурнӑҫра, спортра хастар пулма чӗнсе каланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Ҫакна асра тытса пирӗн хамӑрӑн халӑха ытларах сума сумаллине аса илес пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Инҫетри тӑрӑх патриотлӑхне вӑратма пулать (паянхи пурнӑҫ ҫакна лайӑх кӑтартса парать), анчах вӑл ытла та кӗске вӑхӑта тӑсӑлӗ, ҫын пуҫӗнчен хӑвӑрт сӗвӗрӗлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех