Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял халӑхӗ юн пусӑмӗ пысӑк пулсан та 4 сехетре тӑрса ӗне сӑвать, выльӑх-чӗрлӗх пӑхать, ачисене шкула ӑсатать тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Чӑваш Республикинчи ял тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ муниципаллӑ культура учрежденийӗсенчен тата вӗсенче ӗҫлекенсенчен чи лайӑххисене палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Хальхинче те ҫак кунхине Патӑрьел, Тӑрӑн, Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗсен ӗҫчен халӑхӗпе пултаруллӑ ывӑл-хӗрӗсем, ҫамрӑксемпе аслӑрах ҫулхи хисеплӗ ӗҫ паттӑрӗсем район центрӗнчи «Паттӑр» стадиона пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

2015 ҫул кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Чӑваш Ен Раҫҫейри чи лайӑх 21 шкул йышне кӗнӗ, вун иккӗшӗ вара ТОП енӗпе Раҫҫейри чи лайӑх ял шкулӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вара ял советне хапха умне карта тытма юранипе юраманни пирки калаҫма кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫавӑн пекех канашлӑва хутшӑнакансем умӗнче 2016 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫне ирттерес енӗпе яваплӑ уполномоченнӑй Марс Абдуллин хӑш-пӗр ӗҫ йӗркисемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйтусем: ҫурхи шыв-шур тапхӑрне ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси, ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру, районта Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне кирлӗ пек хатӗрленесси, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнас ӗҫе ҫивӗчлетесси тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Мартӑн 9-мӗшӗнче район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов предприяти, организаци, мӗн пур харпӑрлӑх формиллӗ учреждени руководителӗсемпе, район администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисемпе, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе анлӑ канашлу ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Иккӗмӗш вырӑнта - райадминистраци, виҫҫӗмӗш - Курнавӑш ял тӑрӑхӗн коллективӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Елчӗксен командине Тӳскелтен суйланнӑ депутатсем, ял старости хавхалантарса тӑни те ҫӗкленӳллӗ вӑй-хӑват парнелерӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кӑҫалхи фестиваль ҫӗнтерӳҫисем - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсем.

Победители нынешнего фестиваля — женщины из Яльчикского сельского поселения.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Калас пулать, мӗн кӑна тума пӗлмест паян ял хӗрарӑмӗн алли.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче - районти тӗп больница тата Елчӗк ял тӑрӑхӗн коллективӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫавӑн пекех Елчӗк ял тӑрӑхӗн хӗрупраҫӗсем, уйрӑмах Тӳскел хӗрӗсемпе арӑмӗсем маттуррине палӑртмасӑр иртеймӗн.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫав вӑхӑтра ял хӗрӗсем ҫурлапа тырӑ выраҫҫӗ, кӳме урапи ҫинче кӑкӑр ачи выртать, трактор ҫинче Петрушка ларса пырать...

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Иккӗмӗш призерсем - райадминистрацинче ӗҫлекенсем, виҫҫӗмӗшсем - Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Хӑйсен спортри ӑсталӑхне, юрӑ-ташӑ пултарулӑхне кӑтартма кашни ял тӑрӑхӗнче, райадминистрацинче, районти тӗп больницӑра, тӗп библиотекӑпа НФЦра ӗҫлекенсем йышлӑн килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑх арӑмне Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Трофимов РФ Президенчӗн саламне вуласа панӑ, культура ӗҫченӗсем юбиляр ячӗпе илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранне чысланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Тӑрӑм ял тӑрӑхӗнче хальхи вӑхӑтра 90 ҫултан иртнӗ тӑватӑ ватӑ пурӑнать.

На сегодняшний день в Сабанчинском сельском поселении живут 4 старожила, которым больше 90 лет.

Ӗҫ ветеранне чысланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кашни ял тӑрӑхӗнчен килнӗ фольклор ушкӑнӗсен, Елчӗкри искусство шкулӗн преподавателӗсен юрри-ташши инҫете саланчӗ...

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех