Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаплах сăмах пирĕн базăра пур.
ҫаплах (тĕпĕ: ҫаплах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр пуҫне кӑштах чалӑштарса кантӑк витӗр пӑхать, амӑшӗ ҫаплах ун ҫинчен пуҫне илмест.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аликов хӑйӗн бригадирне май ҫук мухтаса-хӳтӗлесе калаҫрӗ пулсан та, тӗрӗслӗх ҫыру авторӗсен енче тесех шутлас килет манӑн, ҫаплах шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ те ҫаплах ҫырнӑччӗ очеркра.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унтанпа сехет те вӑтӑр ҫичӗ минут иртрӗ — бетон ҫаплах ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫаплах, ара, ҫаплах, кучченеҫрен кам ютшӑннӑ, — вӗткеленчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чее Варӑш ҫакна, ыттисем ӗҫменнине, асӑрхаман пек пулчӗ, кунта вӑл кирлӗ мар ҫын пулнине ҫаплах туйман-сисмен пек малалла калаҫрӗ, калаҫса, ҫын кӑмӑлне ҫавӑрасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анюкпа Надя куҫӗсем хаярччӗ, сивӗччӗ, Улюк ҫаплах пуҫа ҫӗклемесӗр ларатчӗ, Улюк ӑна асӑрхаман та пек, ун сассине илтмен те пек пуҫне усса ларатчӗ, апла пулин те, Ҫтаппан аптраса тӑмарӗ, вӗсем ҫине те тунсӑхлӑн, ҫепӗҫҫӗн пӑхма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эпӗ те ҫаплах каларӑм аҫуна: «Мӗн тӗлӗнмелли пур, хӑвӑн ҫумӑнта мӗнле пурӑннӑ, халь те ҫаплах пурӑнать, — терӗм. — Тӗлӗнтерекенни эпӗ мар, эсир мана тӗлӗнтертӗр, хӗрӳ мӗнле ӳснине пачах та пӗлмесӗр», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унтан вӑл, ҫаплах чӗрнисене якатаканскер, тутлӑн карӑнчӗ те халь ҫеҫ курнӑ лайӑх тӗлӗке аса илнӗн кулкаласа, васкамасӑр калаҫса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем ҫаплах алӑкӑн-тӗпелӗн кумаҫҫӗ, ахаль те тулли сӗтел ҫине ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ апат-ҫимӗҫ йӑтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫын тени ҫаплах вылянчӑк шухӑшлӑ пулмалла мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫумӑр ҫаплах ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Комбайн ҫаплах шӑвать-ха, шырлан пекки урлӑ каҫать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Калаттӑмччӗ пуль, ҫаплах калаттӑмччӗ пуль, анчах Елюк курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫаплах юрататӑн-и комбинатри ӗҫе?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пӗрле ӳснӗ тантӑшӑм, — ӑна ҫаплах куҫӗнчен вӗҫертмерӗ Ҫтаппан, — Ҫеркей Карпов теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫаплах ҫитеймен-ха вӑл ярмарккӑна, кусми пулнӑ велосипедне сӗтӗре-сӗтӗре шутсӑр асапланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чи малтанах ачасем ҫинчен шухӑшласа кӗрешнӗ аслӑ ӑрусем, халь те ҫаплах, малашне те ҫапла пулӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫак чӳречесенчен хула ҫинелле пӑхса илетӗп те вара варринче — пурте ҫутӑ сӳнтернӗ, пӗтӗм чӗрӗ чун тутлӑ ыйӑхра, эп пур ҫаплах салтӑнса выртаймастӑп, ҫаплах пушанаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ксюша тутине хӗретнӗ вӑхӑтра Настя косметичкӑна ҫаплах тӗпчерӗ.

Пока Ксюша красила губы, Настя продолжила изучать косметику.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех