Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрушӑ (тĕпĕ: хӑрушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анна! — терӗ Гелли йӑмӑкне — хӑйӗн вун пилӗк ҫулӗн, паянтан ҫирӗп те хӑрушӑ вӑрттӑнлӑхпа ҫыхӑнакан ҫулсен, тӳпинчен туйӑмсӑр ҫынна тӗсесе пӑхаканскере.

— Анна! — сказала Гелли сестре, смотревшей на бесчувственного человека с высоты своих пятнадцати лет, причастных отныне строгой и опасной тайне.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хула хӗррине ҫитсен — малтанхи тӑкӑрлӑк тӗлӗнчех — Нок тӑруках чарӑнчӗ, хула урамӗсенче курӑнма хӑрушӑ иккенне туллин тӗшмӗртрӗ.

Приближаясь к городу, Нок у первого переулка внезапно остановился с полным соображением того, что на городских улицах показываться опасно.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Мӗн тери хӑрушӑ!

Какой ужас!

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл ҫулташне шеллет те, хисеплет те, мӗншӗн тесен Трумвик унӑн куҫӗ умӗнче — каялла чакмасӑр — хӑрушӑ шӑпапа мӗн мехел ҫитернӗ таран кӗрешет.

Она жалела и уважала своего спутника, потому что он на ее глазах боролся, не отступая до конца, как мог, с опасной судьбой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Йывӑҫ айӗнче тӑма хӑрушӑ.

Опасно стоять под деревом.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Юлашкинчен хӑрушӑ сенкер ҫулӑмлӑ, ҫав тери капмар ҫиҫӗм сикрӗ-хуҫӑлчӗ те — ҫумӑр ҫӗре хаяррӑн ҫапа-ҫапа ҫума пуҫларӗ; пуш хир тилӗрет, аҫа-ҫиҫӗм сассипе янӑрать.

Наконец, скакнула жутким синим огнем гигантская молния, по земле яростно хлестнуло дождем, и взрывы неистового грома огласили пустыню.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Унӑн ҫивӗч сӑнарлавӗнче хӑрушӑ вун-вун пулӑм чӗрӗлсе тӑчӗ.

Десятки страшных историй ожили в ее напряженном воображении.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Мӗншӗн хӑрушӑ?

Почему опасно?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫакна та чухлать: арҫынпа куҫа-куҫӑн юлни, ҫитменнине тата хӑйне евӗрлӗ ҫак лару-тӑрура, пуш хирпе каҫ сӗмлӗхӗ ҫеҫ хуҫаланакан вырӑнта, — хӑрушӑ шутланать.

Она знала также, что оставаться наедине с мужчиной, и еще при таких исключительных обстоятельствах, как пустыня и ночь, считается опасным.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Капитанпа унӑн юлташӗ пирӗнпе ҫӗрӗпех калаҫса ларчӗҫ, пире — хумханса, тӗлӗнсе, аптӑраса ӳкнӗскерсене — хӑрушӑ та тӗлӗнмелле ӗҫ-пулӑма тӗпӗ-йӗрӗпе уҫса кӑтартрӗҫ.

Всю ночь капитан и его товарищ беседовали с нами, посвящая нас, взволнованных, потрясенных и зачарованных, в самые глубины событий.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

— Эпир хумсен шӑмпӑртатӑвне тата чечекленекен туратсен кӑштӑртатӑвне ҫеҫ илтетпӗр, Европӑра вара хӑрушӑ вӑрҫӑ кӗрлесе иртнӗ иккен, эпир ҫакӑн пирки пачах пӗлмесӗр юлнӑ.

Он объявил, что пережила Европа страшную войну в то время, когда мы, не подозревая ничего такого, слышали только плеск волн и шелест цветущих веток.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Усал та хӑрушӑ вӗлерӳҫӗ ентешӗсене наркӑмӑшлантарнӑ вӑхӑтра ачасем, паллах, ҫывӑрнӑ ахӑр.

Дети, разумеется, могли спать в то время, когда свирепый убийца отравлял земляков.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

— Унта мӗн курни, — хӑйӗн калавне пӗтӗмлетет Тарт капитан, — питех те килпетсӗр: ҫыхса пӑрахнӑ ҫынна пирӗн куҫ умӗнчех чиксе вӗлернӗ евӗрлӗ; эпир май пур таран хыпалантӑмӑр та такелажа юсарӑмӑр, тепӗр кун ирех хӑрушӑ Фарфонтран пӑрахса кайрӑмӑр.

— Общее впечатление от всего этого, — заключил свой рассказ капитан Тарт, — было таково, как если бы на наших глазах зарезали связанного человека; мы поторопились, как могли, починить такелаж и утром следующего дня покинули страшный Фарфонт.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Нумай йӑнӑшлӑ, анчах вӑрттӑнлӑхлӑ, хӑрушӑ сӑмахсене вулать Тарт.

Малограмотные, но загадочные, ужасные строки прочел Тарт.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫӗнӗ Зеландирен Ахуан-Скапа таврӑннӑ Тарт капитан каласа панипе тата вӑл вырӑнти влаҫсене пӗлтернипе, пӑрахут команди ӗнентерсе ҫирӗплетнипе килӗшӳллӗн — Лӑпкӑ океанӑн кӑнтӑр пайӗнчи Фарфонт ятлӑ пӗчӗк утрав ҫинче питех те хӑрушӑ ӗҫ пулса иртнӗ: унта килӗшсе татӑлса мӗн пур ҫын хӑйне хӑй пӗр харӑс вӗлернӗ; виҫӗ тата ҫичӗ ҫулти икӗ ачана шутламасӑр, — вӗсене Тарт капитан тытса пыракан «Виола» пӑрахут ҫине илнӗ.

По рассказу капитана Тарта, прибывшего из Новой Зеландии в Ахуан-Скап, и согласно заявлению его местным властям, заявлению, подтвержденному свидетельством пароходной команды, в южной части Тихого океана, на маленьком острове Фарфонте, произошел случай повального и единовременного, по соглашению, самоубийства всего населения, за исключением двух детей в возрасте трех и семи лет, оставленных на попечение парохода «Виола», которым командовал капитан Тарт.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Чӑнах та, Кассет шутсӑр хӑрушӑ, Вард тавра ҫаврӑнас марришӗн ҫула кӗскетес тӗллевпе ун урлӑ кайма хӑтланакансем ҫукпа пӗрех; анчах вӑл, Дюк, хӑранипе пӑрӑнса ҫӳренӗ-им вара «Ӑссӑр Пыртан»?

Правда, Кассет очень опасен, и не многие ради сокращения пути рискуют идти им, дабы не огибать Вард; но он, Дюк, разве из трусости избегал «Безумный пролив»?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Дюк Бильдерӑн кашни кӑтартӑвне ҫураҫнӑ хӗр чуп тунинчен те ҫывӑхарах илетчӗ чӗри ҫумне; Вӑл — Дюк — икӗ хут хӑрушӑ инкек тӳснине, шлюпка ҫине чи юлашкинчен аннине пӗлекен Бильдер, ҫак Бильдер… куҫран пӑхса мар, хыҫӗнче, пӗтӗм гаване ахӑртмалӑх, ҫапла тӑрӑхласа кулнӑ иккен унран!

Бильдер, каждое указание которого Дюк принимал к сердцу ближе, чем поцелуй невесты; Бильдер, знающий, что он, Дюк, два раза терпел крушение, сходя на шлюпку последним; этот Бильдер заочно, а не в глаза высмеял его на потеху всей гавани.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Пулӑсен хӑрушӑ шӑмми-шакки евӗр курӑнакан бригсен ҫап-ҫара тимберсӗсемпе баржӑсен кӑшкарӗсен хушшинче унта та кунта ҫурри таран хӑйӑрпа хупланнӑ карап хӳрисем курӑнкалаҫҫӗ.

Среди остовов барж и бригов, напоминающих оголенными тимберсами чудовищные скелеты рыб, выглядывала изредка полузасыпанная песком корма.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Атьсемӗр, эпӗ латсӑр пурӑннӑ тата — шухӑшлама та хӑрушӑ — чӑн мар тӗнпе айкашнӑ.

Жил я, братцы, плохо и, страшно подумать, был настоящим язычником.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Кассет пырӗ тӗлӗнче; унта вара, пӗлетӗр тӗк — хӑрушӑ рифсем; ҫав ӑҫтиҫука, тӗрӗссипе каласан, ҫакса вӗлерни те сахал пулатчӗ, анчах вӑл — тӑмсай, ҫавӑнпа эпӗ ӑна пуҫӗнчен канатпа темиҫе хут шаплаттарнипех ҫырлахрӑм.

Около пролива Кассет, а там, если вы знаете, такие рифы, что бездельника, собственно говоря, мало было бы повесить, но так как он глуп, то я только треснул его по башке линьком.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех