Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑҫал сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑҫал (тĕпĕ: кӑҫал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал эпӗ пирвайхи ҫул шкула каякан этем.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗмӗр-ӗмӗрхи ырӑ хӗвел кӑҫал тӑшман пек типӗтсе хӑртать ҫӗр илемне.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑҫал тырӑ пулмасть, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ваттисем кӑҫал питӗ йывӑр ҫул пулать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Патшана кӑҫал февраль уйӑхӗнче вӑркӑтнӑ, хальхи революцире кама вӑркӑтнӑ? — ыйтать аппа.

Куҫарса пулӑш

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑҫал ҫӗре арҫынне-хӗрарӑмне пурне те пӗр тан уйӑрттарас пулать, — терӗ ман аппа.

Куҫарса пулӑш

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑҫал республикӑра ача ытларах ҫуралассипе тата пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗ чакассипе ҫыхӑннӑ ырӑ пулӑм малалла вӑй илет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch

Кӑҫал «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» проектсемпе ӗҫлеме 4 млрд тенкӗ уйӑрнӑ, «Демографи» проекчӗпе ӗҫлеме 3 млрд, «Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ», «Вӗренӳ» проектсемпе ӗҫлеме 1,7 млрд тенкӗ кашнин валли пӑхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче вӑтам ӗҫ укҫине илес пулсан, вӑл 42,6 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Кӑҫал икӗ уйӑх хушшинче промышленность производствин калӑпӑшӗ самай ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Промышленность пайӗнче кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ӳсӗм пурри куҫ кӗретех тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине малтанласа палӑртса хунӑ тӑрӑх пӗтӗмлетессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва, кашни эрнере пулакан планеркӑра, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле пӑхса тухнӑ, кӑҫал епле аталанса пырса вӑй илсе пыни пирки канашланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

«Хаваслӑ компани» компаньонӗсем, йӗплӗн, хӗрхӳ епресе, елпӗркелесе, пуҫӗсене кӑҫал аша ҫавӑрмалли сысна пек уха-уха, хупах алӑкне нӑри-и-и-ик! ҫихӗрттерсе ҫеҫ хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Кӑҫал сысна ҫулӗ вӗт!

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

— Каччи эп пулап! — шыҫмак кӗске аллине чанк! ҫӗклесе-силлесе, ҫӑварне хурчкан йӑвари шампа хырӑм чӗппи пек карса, ачасен умне вӑлт! тухса тӑчӗ ҫак вӑхӑтра пӗр кӗрӗ сӑн-питлӗ, пулӑнни пек ҫавра куҫлӑ арҫын ача, такана хырӑм, Павӑл ятлӑскер, вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнине пула кӑҫал улттӑмӗш класра иккӗмӗш ҫула юлнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кӑҫал унӑн шкула каймалла, хӑй вара никампа та курнӑҫасшӑн-хутшӑнасшӑн мар, юлташӗсенчен те, ытларах арҫын ачасенчен, саҫим писрӗ, урама ачасемпе выляма та тухмасть, ларать пӳртре пӗччен кунӗ-кунӗпе, пӗчӗк кӗл чӑх ҫуриех тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кӑҫал ӗнтӗ ҫав «выҫкӑн ҫӑрттана» эпир инфекци уйрӑмне виҫҫӗмӗш хут ӑсататпӑр!..

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пухать вӑл, пухать укҫа ҫӑмарта сутса, кӑҫал пухать, килес ҫул пухать, пӗр сумран ҫӗр сум тӑвать — ҫӗнӗ пиншак туянатех!

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пар-ха талӑклӑха хӑвӑн кӑҫал вӗренӳ ҫулӗнче ҫырнӑ сочиненӳна.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑй кӑҫал ҫеҫ медсестрана вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех