Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Испанецсем тахҫан пӗрре Арауко хулине илнӗ пулнӑ, анчах унӑн ҫыннисем пусмӑр аллине кӗмен, ҫавӑнпа та питӗ хаярланса кӗрешнӗ.

Сам город Арауко некогда был захвачен испанцами, но население его не покорилось угнетателям и ожесточённо боролось с ними.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав пусма чӑмӑрккисене, калаҫу ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, тӳрем ҫӗрсенчи кациксене парне пама илнӗ.

Куски материи были предназначены в подарок равнинным кацикам для облегчения переговоров.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Господин Паганель, — тесе ыйтрӗ Элен, — сирӗн шухӑшпа инкек курнӑ ҫынсене тыткӑна илнӗ индеецсем вӗсене вӗлермен-ши вара?

— Господин Паганель, — спросила Элен, — вы думаете, что индейцы, к которым попали в плен потерпевшие крушение, сохранили им жизнь?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та ӑна Англи ҫарӗнчи служба нихӑҫан та илӗртме пултарайман, ахальтен мар майор чинне те вӑл пӗтӗмпех Шотланди ҫыннисенчен тӑракан хӗрӗх иккӗмӗш полкра, сӑртсен хушшинче тӑракан гвардире илнӗ.

Поэтому его никогда не соблазняла служба в английской армии, и свой майорский чин он получил в 42-м полку горной гвардии, состоявшем целиком из шотландцев.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван хӑй те, Элен та, майор та, хуҫасене ҫавӑрса илнӗ йышлӑ тарҫисем те, замокра пурӑнакансем те, пӗри те сӑмах хушма хӑват ҫитереймерӗҫ.

Ни Гленарван, ни Элен, ни майор, ни многочисленные слуги замка, окружавшие хозяев, не решались нарушить это молчание.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак вӑхӑтра ӑна пӗр хӑюллӑ шухӑш ҫавӑрса илнӗ, ҫав шухӑш вара ӑна пӗтӗм Шотландире паллӑ ҫын пулса тӑма пулӑшнӑ.

В это время его осенила смелая мысль, создавшая ему популярность в Шотландии.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Документсене вӑл хӑйпе ахальтен илмен, вӗсене адмиралтействӑра ларакан лордсене кӑтартса, часрах Грант капитана шырама судно ярасшӑн илнӗ.

Он захватил с собой эти документы, чтобы, предъявив их лордам адмиралтейства, добиться немедленной посылки судна на поиски капитана Гранта.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Камсем-ха тыткӑна илнӗ вӗсене?

Чьи же пленники?

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑнтах тата, телее пула, икӗ саспалли тӑрать: pr; вӗсем пире хӗн-хурлӑ ҫынсемпе мӗн пулнине каласа параҫҫӗ: ку вӑл pris — илнӗ сӑмахӑн пуҫламӑшӗ, атту prisonnies — тыткӑнрисем сӑмахӑн.

Какова же их судьба? К счастью, две буквы рг говорят нам о ней. Бедняги! Они pris onniers, пленники.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӗленчерен кӑларса илнӗ хут листисем тинӗс шывӗпеле ҫурри ҫийӗнсе пӗтнӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче хӑш-пӗр сӑмахсене ҫеҫ уйӑрса илме пулать, вӗсем те, пӗр-пӗринчен уйрӑм тӑнипе, ӑнланмалла мар.

Вынутые из бутылки клочки бумаги были наполовину уничтожены морской водой, из почти стертых строк можно было разобрать лишь немногие слова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӑлатук та ярса илтермелле пулчӗ, мӗншӗн тесен кӗленчене сӑрса илнӗ сий гранит пекех хытса ларнӑ.

Так как каменистый нарост на ней приобрел твердость гранита, пришлось прибегнуть к молотку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сехре хӑпнипе чӗтрекен пулнӑ шургвардеецсем, пӗтӗмпех арпашӑнса кайса, пристаньсенчен каякан пароходсене хупла-хупла илнӗ.

Охваченные судорожным страхом, белогвардейцы в панике осаждали уходящие от пристаней пароходы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кӑкӑрне ҫурса яракан вӗри пӗҫерсе илнӗ еннелле тайӑлнӑ; сулӑнса кайнӑ, нимӗн сас кӑлармасӑр сывлӑша ыталаса илнӗ, кӑкӑрне вӗри аллисемпе ярса тытнӑ, малалла сикес тенӗ чухнехи пек пӗкӗрӗлнӗ, хытса кайнӑ пӗвӗпе ҫӗре ӳкнӗ, вара кӑвак куҫӗсем чикӗсӗр аслӑ ҫеҫенхир анлӑшне пӗр сиккеленми тӗллесе пӑхнӑ.

Шагнул навстречу жгучей боли, разорвавшей грудь, покачнулся, не закричал, обнял воздух, горячо прижал к груди руки и, наклонившись, будто готовился к прыжку, ударился оземь очугуневшим телом, и в степную безгрань устремились недвижно голубые глаза его.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Серёжа чӗтресе илнӗ.

Сережа вздрогнул от удара.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павела хӑйӗн тӑванӗсемпе тусӗсене курма май килмерӗ, мӗншӗн тесен Шепетовка хулине каллех шур поляксем илнӗ, халӗ вӑл вӑхӑтлӑха фронтӑн чикки пулса тӑнӑ.

Павлу не пришлось увидеться со своими, так как городок Шепетовка опять был занят белополяками и стал временной границей фронта.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павелӑн тӑнлавӗсене темӗн хӗссе илнӗ пек туйӑнчӗ.

У Павла застучало в висках.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Конвертра унӑн ҫакӑн пек документсем: Украинӑри ҫамрӑксен Коммунистла союзӗн лучӑрканса пӗтнӗ 967-мӗш номерлӗ билечӗ, красноармеец кӗнеки, ҫурӑлнӑскер, тата полкри приказран ҫырса илнӗ хут, унта Корчагина разведка ӗҫне паттӑр ирттернӗшӗн тав туни ҫинчен ҫырнӑ.

Там были: затрепанный билетик № 967 Коммунистического союза молодежи Украины, изорванная красноармейская книжка и выписка из приказа по полку, в ней говорилось, что красноармейцу Корчагину за боевое выполнение разведки объявляется благодарность.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эсир ӑна вилӗм аллинчен тытса илнӗ пекех ҫӑлса хӑвартӑр.

Вы его буквально выходили.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вокзалра поездсене тытса илнӗ.

На вокзале захватили поездные составы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах хулана ҫапах та илнӗ, поляксен ҫӗмӗрӗлнӗ ҫарӗсен юлашкийӗсем тарнӑ.

Но город был взят, и остатки разбитых польских войск бежали.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех