Шырав
Шырав ĕçĕ:
Валет пӑхма кӑна ҫӑмӑлттай иккен, пуҫӗ самай ӗҫлет унӑн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Конвойлаканнисем вӑл костел пекех ӗҫлет тенӗ-ши, тыткӑнри салтаксене яла каҫпа кӑна илсе кайрӗҫ, анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле каҫхи кӗлӗ вӗҫленнӗччӗ ӗнтӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Паллах, каларӑм ӗнтӗ, пуҫу чипер ӗҫлет пулсан…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗрӗнкӗ пулин те, пуҫӗ ӗҫлет умӑн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ялта юлташлӑхсем, кооперативсем чӑмӑртанаҫҫӗ, темиҫе совхоз ӗҫлет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шупашкарти 41-мӗш маршрутпа ИП Василев ӗҫлет.
Шупашкарта 41-мӗш мартшрут автобусӗсем 3 сехет ҫӳремен // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31305.html
Психиатри экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, усалланнӑ арҫын пуҫӗ йӗркеллех ӗҫлет.Психиатрическая экспертиза установила, что у мужчины признаков невменяемости не имеются.
Шӑллӗне вӗлерсе путвала пенӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31245.html
Хулара тӗнчепе ҫыхӑнтаракан аэропорт ӗҫлет, чукун ҫулпа Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ Массава портпа лекме пулать.
Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html
Хулара 1967 ҫулта никӗсленӗ университет ӗҫлет.
Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Россия 1» телеканалпа кӑтартакан «Вести недели» кӑларӑмӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ ӗҫлет.
Раҫҫей журналисчӗсем Мӑкӑр кӗперне ӳкернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31071.html
Унта Федорова Зоя Афанасьевна ӗҫлет.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Афанасьев Владимир Константинович Мускаври Н. Бауман ячӗллӗ аслӑ шкула пӗтернӗ, Красноармейскинчи газ комплексӗнче ӗҫлет.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Афанасьев Константин Афанасьевич Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ 35 ҫул ӗнтӗ шкулта ӗҫлет, ачасене математикӑпа физика вӗрентет.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Дюпин господин ун чухне парти ертӳҫи «хӑйне лайӑх туять, вӑл малалла ӗҫлет» тесе каланӑччӗ.Господин Дюпин тогда говорил, что лидер партии «чувствует себя хорошо и продолжает работать».
Владимир Жириновские ӳпке вентиляцийӗн аппарачӗпе ҫыхӑнтарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30988.html
«Атӑл.Тӑлмач» каларӑмӑр ӗнтӗ, нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлет.«Адыл.Толмач», как мы сообщили ранее, работает на нейронном алгоритме.
Куҫару сайчӗ ҫӗнелнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30840.html
Патшалӑх пулӑшӑвне тата ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен кал-кал ӗҫне пула отрасль тупӑшлӑ ӗҫлет.
Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/13/news-3954139
Хутлам-хутлам уҫса вуланӑн Хура тӑпра кӗнекене Ӗҫлет ҫӗрпе вӑл пӗр тӑванлӑн, Курса тӑран ҫуталнине.
Сухаҫӑ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 6 с.
Вӑл юмахсем, легендӑсем, балладӑсем ҫырас тӗлӗшпе сахал мар ӗҫлет.
Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.
Шӑп ҫав ҫын ӗҫлет те эрехпе сутӑ тунӑ ҫӗрте.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Тамара, пӗр тусан пӗрчи те хӑварас марччӗ тесе тимлесе ӗҫлет.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.