Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫут сăмах пирĕн базăра пур.
ҫут (тĕпĕ: ҫут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен ӗҫ тивӗҫӗпе, чӗри ыйтнипе ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне сыхласа хӑварас, экологи культурине аталантарас, тавралӑха тасарах тӑвас тӗлӗшпе вӑй хуракан кашни ҫынна тав тӑватӑп.

Выражаю благодарность всем, кто по роду службы и зову сердца, широкому кругу общественного экологического движения трудится во имя сбережения нашего природного богатства, развивает культуру ответственного отношения к природе, помогает делать окружающую среду чище и лучше!

Олег Николаев Эколог кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/06/05/glav ... aet-s-dnem

Ҫут ҫанталӑк саппасӗпе пӗлсе усӑ курас, пурӑнмалли таса тавралӑха сыхласа хӑварас ыйтусемпе республика Правительстви тимлӗ ӗҫлет.

Вопросы рационального, грамотного использования природных ресурсов, сохранения чистой среды обитания находятся в центре внимания Правительства республики.

Олег Николаев Эколог кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/06/05/glav ... aet-s-dnem

Ҫут ҫанталӑк мӗн панине упраса хӑварасси тата аталантарасси — пирӗн пӗрлехи тивӗҫ.

Сохранить и приумножить то, что дала природа — наша общая задача.

Олег Николаев Эколог кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/06/05/glav ... aet-s-dnem

«Хамӑн тӑван аттене нимпе те пулӑшма пултарайманнине пӗлсе тӑратӑп пулсан, мӗнле, мӗнле пурӑнас ман ҫут тӗнчере?..»

«А мне, как же мне жить на свете, если я знаю, что ничем не могу помочь ему, моему родному отцу?»

Тынэт хуйхи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Анчах пирӗн, ҫавна пӗличчен, ҫут тӗнчене ҫуралма та кирлӗ марччӗ…

Но лучше бы нам на свет не родиться, чем знать такое…

Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Петька турра ӗненнине нихҫан та сисмен эпӗ, вӑл ҫут тӗнчере хуть те мӗне те кӗтсе илме хатӗрччӗ.

Петька никогда не отличался набожностью и вообще-то готов был ко всему на свете.

25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ҫут хӗвел юра ирӗлтерчӗ.

Яркое солнце растопило снег.

Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Унсӑрӑн сана ҫут тӗнчере пурӑнма йывӑр.

Иначе трудно будет жить на свете.

Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Мана ҫут тӗнче парнелемесӗр катӗртсе, хӑвна икӗ хут вӗлертӗн вӗт эсӗ, анне.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Акӑ ӗнтӗ вӑл — пурнӑҫ карчӗ, ҫут тӗнче шухӑшласа кӑларнӑ? вӗҫсӗрлӗх.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫут тӗнчене йӗр хӑварма килнӗ Нина ятлӑ этемӗн вилтӑприйӗ те вара кашни ҫулах курӑкпа кӗҫҫеленсе, пусӑрӑнса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑруках, туххӑмрах, пӗр самантрах пурте хӑй виҫине кӗрсе ларӗ: Нина хӑй валли хӑй суйласа тупнӑ хурлӑ хыпӑнчӑк та, никамӑн хуйхи-суйхине ӑнланма тӑрӑшман шелсӗр ҫут тӗнче те.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сывӑ пул, ҫут тӗнче, тӑван-пӗтен, Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш!…

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина, йывӑҫ хушшинче ҫухалса пыракан ҫынна ни кӑшкӑрса тытса чарма, ни ӳлесе макӑрса яма чухлаймасӑр-пӗлеймесӗрех, кӑвак ҫут хӑпаракан тӗнче варринче чылайччен хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр, Ҫиччӗшӗ те ҫут ҫӑлтӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурӑнас, ҫут тӗнче илемӗпе хӗпӗртенӗҫемӗн хӗпӗртес, юратвӑ ҫыннуна юратнӑҫемӗн юратас килсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вавила, вырӑн ҫинче урисене ҫут хуҫса ларчӗ, аллисене кӑкӑрӗ ҫумне хӗреслетсе тытрӗ, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсене пӳрнисемпе ҫатӑрласа илчӗ.

Вавила сел на постели, подобрав под себя ноги, скрестил руки на груди, а пальцами вцепился в плечи свои.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Пӗтерет вӑл пире, матушка, ҫут тӗнчере пурӑнма памасть.

— Сгубит он нас, матушка, со света божьего сгонит.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

— Асатте, ҫут хӑйӑ…

— Дедушка, свет…

ХII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Хӑйӑ ҫут, асатте.

Задуй огонь, дедушка.

ХII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех