Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтса (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑртак лӑплансан, Ванькка ялти пурнӑҫ ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, кирлӗ пулӗ тесе, Антун хӑна ҫурчӗн хуҫинчен ун ашшӗ Ҫӗпӗрте ӑҫта пурӑнни, унта чӑвашсем татах пурри-ҫукки ҫинчен ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Таврӑнсан, енчен эпӗ кирлӗ пулсан, Канашра хӑна ҫурчӗ тытакан Волковран ыйтса пӗл, — терӗ ҫеҫ юлашкинчен Валет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урмаелӗнче чи пирвай Курносов амӑшне ыйтса тӗпчерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнтӗ вӑл мӗн кирлине ыйтса пӗлчӗ те-ха, тепӗр нуша пирки сӑмах ниепле те пуҫлаймарӗ, ҫавӑнпа тухса кайма васкамарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Стрелукӗ патӗнче ҫар ҫыннисем ҫук-тӑк, унран ӑна-кӑна ыйтса пӗлме шанчӑклӑрах та.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, кунтан иртмелле те малалла утмала, пӗр-пӗр яла ҫитсе, мӗн кирлине унта ыйтса пӗлмелле?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, пуринчен те ыйтса тухаймарӑм, хам шанаканнисемпе кӑна калаҫрӑм…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, вӑрманта каннӑ самантсенче кӑмпа пухма тесе, пӗр конвоиртан кивӗ салтак кутамкки ыйтса илчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫӑкӑр ыйтса пӑхас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун пуҫӗнче самантрах шухӑш ҫуралчӗ: енчен столовӑйра ҫиекенсенчен ҫӑкӑр е ытти ҫимӗҫ ыйтса пӑхсан?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах халӗ ыйтса чӑрмантарма аван мар…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, кайран темле пулӗ тесе, Телегин кирлине тӳрех ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫул ҫинче ӑна ҫуран ҫын, — ҫитмелли вырӑна хӑш енчине ыйтса пӗлесшӗн ҫунаканскер, тӗл пулчӗ; Ассоль ӑна уҫӑмлӑн ӑнлантарса пачӗ те — ҫакӑн ҫинчен ҫавӑнтах манса кайрӗ.

По дороге ей встретился пешеход, желавший разведать какое-то направление; она толково объяснила ему, что нужно, и тотчас же забыла об этом.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӑштах тӑхтама ыйтса Грэй пуҫне сӗлтрӗ, унтан мӗн чухлӗ кирлине хут ҫинче кӑранташпа шутласа палӑртрӗ.

Грэй кивнул, приглашая повременить, и высчитал карандашом на бумаге требуемое количество.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Синопӑн ҫакӑн ҫинчен те тӗплӗн ыйтса пӗлесси килнӗ, анчах унӑн куҫӗсем хупӑннӑ, ӑна вара ҫывӑрма вырттарнӑ.

Синопе хотелось расспросить об этом поединке, но глаза у него слипались, и его уложили спать.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Унӑн старикрен мӗн те пулин ыйтса пӗлес килнӗ.

Ему хотелось кое о чем спросить старика.

Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Темиҫе хутчен те ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырчӗ — стипенди укҫи пурӑнмалӑх ҫитменни ӑна ҫурма хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ахаль те ывӑлу ун ҫинчен питӗ тӗпчесе ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Унта Сергей Лукишин хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ.

На было рассмотрено заявление Сергея Лукишина об отставке.

Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫрен кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30729.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех