Шырав
Шырав ĕçĕ:
28. Финеес та — Елеазар ывӑлӗ — мухтавӗпе виҫҫӗмӗш ҫын: вӑл, Ҫӳлхуҫаран хӑраса, Уншӑн ҫирӗп тӑнӑ, халӑх Турӑран хӑпнӑ чухне вӑл хӑй чунӗн тасалӑхне ҫухатман, Израиль тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне ҫырлахтарнӑ; 29. ҫавӑнпа унпа килӗшӳ халалӗ хывнӑ: ӑна сӑваплисем умӗнче — хӑй халӑхӗ умӗнче — тӑма, ӑна тата унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулма халалланӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ӑслӑлӑхлӑ ҫынна хӑй халӑхӗ шанса тӑрать, унӑн ячӗ ӗмӗре пырать.29. Мудрый приобретет доверие у своего народа, и имя его будет жить вовек.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кам-ши вӑл? эпир ӑна мухтӑпӑр: вӑл хӑй халӑхӗ хушшинче тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ.9. Кто он? и мы прославим его; ибо он сделал чудо в народе своем.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх хӑйне чапа кӑларӗ, ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинче мухтавлӗҫ.1. Премудрость прославит себя и среди народа своего будет восхвалена.
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хула халӑхӗ ҫинчен усал ан шухӑшла, йыш умӗнче чысна ан ҫухат.7. Не греши против городского общества, и не роняй себя пред народом.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тата ҫут тӗнчере акӑ мӗнле ӑслӑлӑх куртӑм, вӑл мана пысӑк пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнчӗ: 14. акӑ пысӑках мар хула, унта халӑхӗ те нумаях мар; ун патне аслӑ патша ҫитсе тӑнӑ та, хӗссе хурса, вӑйлӑн хупӑрласа илнӗ; 15. анчах хулара пӗр ӑслӑ чухӑн тупӑннӑ, ҫав хулана вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫӑлса хӑварнӑ; апла пулин те ҫак чухӑн ҫынна никам та аса илмен.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Акӑ ҫӗр ҫинчи тӑватӑ пӗчӗкскерӗ, анчах вӗсем ӑслисенчен те ӑслӑрах: 25. кӑткӑ — халӑхӗ вӑйлӑ та мар, анчах апатне ҫулла янтӑлаҫҫӗ; 26. сӑрт-ту шӑшийӗ — хавшак халӑх ҫеҫ, анчах йӑвине чул ту ҫинче ҫавӑраҫҫӗ; 27. хӗрлӗ шӑрчӑкӑн патша ҫук, анчах вӗсем кар тапранаҫҫӗ, йӗркен-йӗркен пыраҫҫӗ; 28. эрешмен урисемпе ҫакланкалать ҫеҫ, хӑй вара патша керменне те ҫитет.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патшанӑн чапӗ — халӑхӗ йышлӑ пулни, халӑхӗ сахал пулни — патшанӑн инкекӗ.28. Во множестве народа - величие царя, а при малолюдстве народа беда государю.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Хӑй валли Иакова суйласа илнӗ, Израиле Хӑйӗн халӑхӗ тунӑ.4. Ибо Господь избрал Себе Иакова, Израиля в собственность Свою.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иерусалим тавра — тусем, Ҫӳлхуҫа вара — малашне те ӗмӗр-ӗмӗрех Хӑйӗн халӑхӗ тавра.2. Горы окрест Иерусалима, а Господь окрест народа Своего отныне и вовек.
Пс 124 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хам асӑннине Ҫӳлхуҫана Унӑн пӗтӗм халӑхӗ умӗнче, 10. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче, эй Иерусалим, санӑн хутлӑхунта кӳрем!
Пс 115 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хам асӑннине Ҫӳлхуҫана Унӑн пӗтӗм халӑхӗ умӗнче кӳрем.
Пс 115 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль Египетран тухсассӑн, Иаков килӗ ют халӑх хушшинчен тухсассӑн, 2. Иуда — Унӑн сӑваплӑ халӑхӗ, Израиль Унӑн еткерӗ пулса тӑнӑ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне, пире Вӑл пултарнине, эпир Унӑн иккенне, Унӑн халӑхӗ, Унӑн кӗтӳлӗхӗнчи сурӑхсем иккенне пӗлсе ҫитӗр.3. Познайте, что Господь есть Бог, что Он сотворил нас, и мы - Его, Его народ и овцы паствы Его.
Пс 99 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. [Манӑн] йӑхӑм Уншӑн ӗҫлесе пурӑнӗ, ӑна ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа халӑхӗ тейӗҫ: 32. килӗҫ те — ҫуралакан этемсене Ҫӳлхуҫа тӳрӗлӗхӗ ҫинчен, Вӑл мӗн туни ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗҫ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав кунсене, адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗшпе вунпиллӗкмӗш кунӗсене, Турӑ умӗнче Ун халӑхӗ — Израиль — ӗмӗр-ӗмӗрӗпе чаплӑн та савӑнӑҫлӑн уявлӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ ҫапла икӗ шӑпа пултарнӑ: пӗри — Турӑ халӑхӗ валли, тепӗри — суя тӗнпе пурӑнакансем валли; ҫак икӗ шӑпа сут кунӗнче пӗр сехетре, пӗр вӑхӑтра Турӑ умне тата суя тӗнпе пурӑнакансем умне тухнӑ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗтӗм Израиль халӑхӗ те чун-чӗререн тархасланӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйсен вилӗмӗ куҫ умӗнчех тӑнӑ.И все Израильтяне взывали всеми силами своими, потому что смерть их была пред глазами их.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсфирь, Мардохей хытарнине асра тытса, унчченхи пекех хӑй тӑванӗсем ҫинчен те, хӑй халӑхӗ ҫинчен те нимӗн те шарламан; вӑл Мардохей сӑмахне халӗ те ун килӗнче пурӑннӑ чухнехи пекех итленӗ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсфирь хӑй халӑхӗ ҫинчен те, хӑйӗн тӑванӗсем ҫинчен те нимӗн те шарламан, мӗншӗн тесессӗн Мардохей ӑна нимӗн те калама хушман.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.