Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таран сăмах пирĕн базăра пур.
таран (тĕпĕ: таран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасене мӗн пӗчӗкрен ырӑ пулма вӗрентмелле, чӗр чунсене пӗчӗккӗ чухне кӑна юратни ҫителӗксӗр пулнине, вӗсене ӳссе ҫитӗнсен те май пур таран пулӑшма тӑрӑшмаллине ӑша хывтармалла.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Тепӗр тесен, пирӗн регионта хӑмла лартса ҫитӗнтерме ҫителӗклӗ таран условисем пурри те производство калӑпӑшне ӳстерме витӗм кӳрет», - тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» cӑрапа хӑмла фестивальне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/chav ... -msh-festi

«Подрядчиксен хальчченхи пек ӗҫлеме юраманнине ӑнланмалла. Ӗҫлесшӗн мар тӑк — вӗсем тӗлӗшпе май пур таран ҫирӗп мерӑсем йышӑнмалла», — терӗ Олег Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

«Кӑҫал 17 бизнесплана пурнӑҫа кӗртме 125 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫӗнӗлӗхсем те пур. Пулӑшу сурӑх ӗрчетекенсене те лекӗ. Хӑйсен ӗҫне аталантарма ҫӗр ӗҫченӗсем 10 миллион тенкӗ таран илме пултарӗҫ», — тенӗ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.

Куҫарса пулӑш

Укҫа фермерсем патне ҫитнӗ // Вера МИХАЙЛОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/ukca-fermers ... atne-citne

Производствӑна уйрӑмах пысӑклатнӑ предприяти те йышлӑ — В.Чапаев ячӗллӗ пӗрлешӳрен пуҫласа «Элара» таран.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хураҫҫӗ — уйра ҫум ҫумланинчен тытӑнса промышленноҫ предприятийӗсенче пулӑшакан рабочисем таран.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Эпир унта ӑсатакан продукци ассортименчӗ те самай анлӑ — кондитер изделийӗсенчен пуҫласа хими продукцийӗ таран.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Фестиваль ӳлӗмрен те вӑй илсе пытӑр тесе Чӑваш Ен Правительстви хӑй енчен пулӑшса пыма, вӑл кӑсӑклӑ ирттӗр тесе ҫулсерен май килнӗ таран лайӑх условисем туса пама тӑрӑшасси пирки те каланӑ республика ертӳлӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Курӑка хатӗрлемелли чи лайӑх вӑхӑтран пӗр кун кая юлни те ӗнен ҫулталӑкри продуктивлӑхне 180 килограмм таран чакарнине шута илмелле.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

1-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссен шучӗ 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 40 единица таран пулӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — резервра.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта транспорт реформине хатӗрленеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35599.html

Шыв ҫумне сӗртӗнсен, ачасем унӑн сулхӑнне туйса илнӗ, ҫулла кунта температура +10 градус таран тытӑнса тӑрать, хӗлле +4 градус.

Прикоснувшись к воде ребята ощутили ее прохладу, температура летом держится до +10 градусов, а зимой +4 градуса.

Интереслӗ те пӗлӳллӗ ҫулҫӳрев // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/t-van-tavral ... ev-3354977

Йӑван ҫапр тит те пилӗк таран кӗртсе лартрӗ, касса вакларӗ те, пӗр пуҫ хӑварчӗ те ыйтать:

Йыван как ударил — тоже по пояс вогнал в землю, зарубил змея, одну голову оставил и спрашивает:

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Ҫӗлен ҫапр те Йӑвана пилӗк таран антарса лартрӗ.

Змей ударил Йывана и вогнал по пояс в землю.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Йӑван ҫӗлене ҫапр те — пилӗк таран кӗртсе лартрӗ.

Йыван ударил змея — по пояс вогнал его в землю,

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Ҫӗлен Йӑвана ҫапр тит те — Йӑвана чӑрпуҫ таран кӗртсе лартрӗ.

Змей ударил Йывана — по колено вогнал в землю.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Йӑван ҫапрӗ те ҫӗлене — чӑрпуҫ таран антарса лартрӗ.

Йыван ударил змея — по колено вогнал,

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Ҫӗлен Йӑвана ҫапрӗ те — пакӑлчак таран антарса лартрӗ.

Змей Йывана ударил — по щиколотку вогнал в землю.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Йӑван хӗҫӗпе сулса ячӗ те виҫҫӗ ҫухрӑм ҫурӑ пакӑлчак таран ҫӗрӗмӗнӗпе вистерӗ.

Йыван шашкой махнул и снял слой земли три с половиной километра, глубиной по щиколотку.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Филологи куҫарӑвне май пур таран оригинала ҫывӑх туса пырӑпӑр.

Филологический, максимально приближенный к оригиналу.

Редколлегирен // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 4с.

Асанкасси территори уйрӑмӗ вӗсене май килнӗ таран хутшӑнма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех