Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

казаксем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехӗрленсе ӳкнипе хайне хӑй тыткалайми пулнӑ полк командирӗ дивизи штабӗнчен полка фронта таврӑнма чӗнсе янӑ телеграммӑна тутине чӗтрентерсе вуласа парать те, тин вара казаксем вакунсем ҫине вырнаҫса лараҫҫӗ.

Полк только после того погрузился в вагоны, когда взволнованный, не владеющий собой командир полка, дрожа губами, вслух прочитал полученную им из штадива телеграмму о вызове полка на фронт.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем виҫҫӗмӗш сотня урядникӗн сӑмахӗсене ним хускалмасӑр тенӗ пек тимлӗн итлеҫҫӗ.

Казаки с неослабным вниманием слушали речь урядника третьей сотни.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темӗнле пысӑк станцире, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех, казаксем вакунсенчен кӗпӗрленсе тухаҫҫӗ те, полк командирӗ ӳкӗтлесе те хӑратса ҫухӑрашнине пӑхмасӑрах, митинг уҫаҫҫӗ.

На какой-то узловой станции казаки, как сговорившись, высыпали из вагонов и, не слушая увещаний и угроз командира полка, открыли митинг.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иккӗмӗш сотня, ҫула тапранса тухасшӑн мар пулса, чӗрре кӗрсех хирӗҫет, казаксем пӑравуса составран кӑкарттарма памасӑр тӑраҫҫӗ.

Вторая сотня отказалась было ехать, казаки не разрешили прицепить к составу паровоз.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вырӑнтан вырӑна куҫнипе службӑра туса тӑнӑ яланхи ӗҫсенчен хӑпнӑ казаксем тавар турттармалли вакунсенче тӗмсӗлсе лараҫҫӗ, хӑйсене Дон тӑрӑхӗнчи хуторсене ярасса кӗтеҫҫӗ (иккӗмӗш черетпе ҫара илнисене киле яраҫҫӗ текен хыпара пурте хытӑ ӗненсе лартнӑ), лашисене ӳрӗк-сӳрӗккӗн ҫеҫ пӑхаҫҫӗ, кунӗ-кунӗпе пасар тӑрӑх янкӑртатса ҫӳреҫҫӗ, халӑх хӑвӑрт туянакан япаласене — нимӗҫ утиялӗсене, штык, пачка, шинель, сӑран сумка, табак таврашӗсене тата позицире тӑнӑ чух пухса хатӗрленӗ ытти ӑпӑр-тапӑрсене сута-сута яраҫҫӗ…

Вырванные переброской из обычного круга обязанностей, казаки томились в теплушках, ждали отправки на Дон (слух о том, что второочередников будут распускать по домам, держался весьма упорно), небрежно ухаживали за лошадьми, дни насквозь толкались на базарной площади, торговали запасенными с позиций ходкими предметами продажи: немецкими одеялами, штыками, пилами, шинелями, кожаными ранцами, табаком…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темиҫе кун иртнӗ хыҫҫӑн казаксем ҫакӑнтах, станцире, Вӑхӑтлӑх правительствӑна присяга параҫҫӗ.

Здесь же на станции спустя несколько дней присягали Временному правительству.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лутака самӑр хура ут ҫине утланнӑ бригада командирӗ полк командирӗпе пӗрле казаксем патне ҫитсе чарӑнать.

Командир бригады на вороном трехвершковом коне, в сопровождении командира полка, подъехал к казакам.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксенчен нумайӑшӗ пӑлтанса ӳкнӗ — сотньӑсемпе строя йӗркеленсе тӑракан казаксем ҫине шиклӗн пӑхкаласа илеҫҫӗ.

Многие из солдат были возбуждены, опасливо поглядывали на строившихся посотенно казаков.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Евгений, казаксем тавӑрасран шикленсе, переворот пуличченех хӑйӗн полкран пӑрахса кайма тивни ҫинчен тата Петроградра хӑйӗн куҫӗ умӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ.

Евгений рассказал о том, как еще до переворота он вынужден был бежать из полка, опасаясь мести казаков; о происходивших в Петрограде событиях, свидетелем которых был.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем Баланда сӑмахне пуҫӗсене усса, именчӗклӗн, ӑхлаткаласа, кулма чарӑнса итлерӗҫ.

Казаки слушали Баланду, смущенно потупясь, покряхтывая, тая улыбки.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуторти площаде хура тӑлӑплӑ казаксем пухӑнса тӑнӑ; хӗрарӑмӗсем, хӑмӑр ӑтӑр тирӗ хурталаса тыттарнӑ кӗрӗкӗсене тӑхаласа, тапӑра тӑратнӑ сурӑхсем пек кӗшӗлтетеҫҫӗ.

А в хуторе на площади чернела тулупами толпа казаков, овечьим порядком кучились бабы, запахнув донские шубы, опушенные бурым поречьем.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кун стариксемпе ҫамрӑк казаксем каҫ пуличченех Моховсен хупӑ лавкки умӗнче эшкерленсе тӑчӗҫ.

В этот день у закрытой моховской лавки толпились до вечера старики и казаки помоложе.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем переворот пирки сарӑлнӑ сас-хурана чӑтӑмлӑн хумханса итлерӗҫ, малашнехи ӗҫсене кӗтрӗҫ.

Казаки отнеслись к известию о перевороте со сдержанной тревогой и выжиданием.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах Митька, полкра чи япӑх казак шутланать пулин те, инкек-синкекрен ҫӑлӑнмалли майсене тупма пӗлетех ҫав; казаксем ӑна хӑйне ялан хаваслӑ тытса шӑл йӗрме юратнӑшӑн, киревсӗр юррисемшӗн (ку енӗпе Митька никамран та ирттерет темелле), юлташлӑх туйӑмӗпе уҫӑ кӑмӑлӗшӗн юратаҫҫӗ; офицерсем тата вӑрӑ-хурахла чӑрсӑрлӑхӗшӗн килӗштереҫҫӗ.

Но как-то умел Митька выкручиваться из бед, и, хотя и был в полку на последнем счету, — любили его казаки за веселый улыбчивый нрав, за похабные песни (на них был Митька мастер не из последних), за товарищество и простоту, а офицеры — за разбойную лихость.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Окопсенчи казаксем служба хушакан ӗҫсене туса пынӑ хушӑрах нимӗҫсем ҫине перкелеҫҫӗ, вахмистрсемпе ӑшӑ тумтирсем илес пирки хирӗҫеҫҫӗ, тӑраниччен апат ҫисе курмасӑр тӗмсӗлсе курӑнаҫҫӗ.

В окопах отбывали казаки наряды, стреляли по неприятелю, ругались с вахмистрами за теплое обмундирование, впроголодь ели.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав самантра вара нимӗҫсем пралук тӑрӑх пулеметран пӗр черет кӑларса янӑ та, казаксем каялла шӑвӑнса тарнӑ.

Но брызнула тут по проволоке пулеметная струя, и уползли казаки.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем, часовой помощникне чиксе пӑрахса, Степан йывӑр чышкипе ҫапнӑ анкӑ-минкӗлентернӗ нимӗҫ часовойне пӗрле сӗтӗрсе кайнӑ.

Казаки закололи подчаска, обеспамятевшего немца, сбитого Степановой кулачной свинчаткой, уволокли.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапах та ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрнех казаксем унта ҫӗмӗрттерсе кӗме.

Успели казаки прорваться к нему.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унпа пӗрле пулнӑ казаксем каласа панӑ тӑрӑх, ӗҫӗ ҫапларах пулнӑ иккен: нимӗҫ часовойӗ, такамсем йӗплӗ картана татнине илтнӗ те, тӳрех граната ывӑтнӑ, имӗш.

Рассказывали казаки, ходившие с ним, будто услыхал немецкий часовой, что режут они проволочные заграждения, кинул гранату.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ вӑл, жалмерка пулнӑ майӗпелен, якарах ҫӳреме тӑрӑшакан пулчӗ; питне писевпе хӗретсе хитрелетет, шукӑль ҫӳрет, хуторта вӑй питти казаксем ҫитменнипеле, вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи арҫын ачасене те кӗретех йышӑнать.

А по жалмерскому своему положению усиленно ухаживала за собой: румянилась, наводила красоту и за недостатком взрослых казаков принимала ребятишек лет по четырнадцати и больше.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех