Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ик (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пахчаналла ик чӳрече тухать.

В сторону огорода выходит окно.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑвӑрпа пӗрле ик пунеттей тупатӑр.

Еще с вами двое понятых пойдут.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ик хутлӑ чул ҫурта хирӗҫ.

Напротив двухэтажного каменного дома, говорил…

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ик хутлӑ чул ҫурт лартрӗ те рехетленсе кӑна пурӑнать, мулӗ кутӑн кӗрет тейӗн ҫав, тупата.

Поставил двухэтажный дом и живет себе поживает; поневоле скажешь, богатство к нему само так и прет.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Пӗлетӗп, пӗр сурпана ик хӗрарӑм сырӑнмасть тесшӗн эсӗ, — аллинчи черккине тутанса пӑхмасӑрах сӗтел ҫине лартрӗ Тухтар.

— Понял, понял — ты хочешь сказать, что одним сурбаном две женщины не подвяжутся, так? — Тухтар, даже не пригубив стопку, поставил ее на стол.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫулӑн ик енӗпе ешӗл курӑк пуснӑ, кӗрхи сулхӑна пула вӑл тата ытларах ешернӗн курӑнать.

По обочинам дороги зеленеет густая трава, на фоне подступающей осени она выглядит прямо-таки изумрудной.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫавӑнта кӑҫал эпӗ хам та ик уйӑх тӑрмашса пӑхрӑм, тӑвар туянмалӑх укҫа пекки пултӑр тесе мар-и.

Нынешним летом я тоже туда подрядился, мол, хотя бы на соль малость денег заработать.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тулли питҫӑмарти унӑн ик енӗпе те йӑлт ҫулланса пӗтнӗ, вӗтӗ шӑлӗсем шап-шурӑ та пӗр тикӗс, какая мар, тимӗре ним мар ватма пултарӗҫ.

Его пухлые щеки быстро двигаются вверх-вниз, а мелкие белые зубы разжуют не то что любое мясо — железо нипочем раскусят…

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Паянхипе сакӑрвун ик кун…

— С нынешним восемьдесят два дня назад…

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Йӑваннӑ, шыва ик пая ҫурса, йӑранлӑн.

Залегла, просторы надвое порвав.

Нетте юлташа — пӑрахута-этеме // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 50–53 с.

Ик уйӑхшӑн малтан тӳлемелле.

И плату за два месяца вперед.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кунта халь ик енне те кайма пулать, хӑш енне кайсан ӑнтарӗ-ши?

В какую же сторону ему теперь пойти?

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Лешӗн пӗчӗк куркипе тултарас пулсан, ик виҫепе те ун курки тулмасть пуль.

Того стакана, что видел в руках злого продавца Тимрук, — в нее смело войдут три, а то и больше его стаканчиков.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кунта ик хӑлаҫ тарӑнӑш чавмалла, тепӗр.

К тому же, ты сам сказал, мол, глубиной не менее двух сажен надо копать.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Вӑхӑтлӑха пуль темелле ҫав ӗнтӗ, ик эрне ӗҫлерӗр, тата виҫ кунтан пӗтерӗр тесе шухӑшлатӑп, ун пек тӑкака чӑтма та пулӗ.

— Ну, можно так сказать, на пока… две недели уж вы отработали, еще, говорите, делов на три дня остается, ну да это мелочь…

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ик эрне ӗҫлерӗр-ха ман патӑмра.

Вы ведь две недели на меня работали?

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ак вӗсене ик эрне ӗҫленӗшӗн вуншар тенкӗ парӑп та, хӗрлӗ хак мар-и?

Вот я сейчас им выдам по десять рублей за две-то недели — и красная им цена!

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ик эрнешӗн!

За две недели!

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ӗҫлеме тытӑннӑранпа ӗнер шӑпах ик эрне ҫитрӗ.

— Вчера исполнилось ровно две недели, как начали работать.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Халь вӑл темӗн ӗлӗкхи пек хавхаланса калаҫмасть, тетӗшне курманни ик эрне ҫитет пулсан та, курас килсе тунсӑхлани палӑрмасть.

Куда девалась его веселость, разговорчивость, они столько дней не виделись, а он, кажется, и не соскучился по нем?

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех