Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахаль сăмах пирĕн базăра пур.
ахаль (тĕпĕ: ахаль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укҫана ахаль тӑкаклас килӗ, анчах хӑвӑра тытса чарӑр.

Соблазн потратить деньги впустую будет велик, но вы держитесь!

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахаль ӗҫпе аппаланӑр.

Занимайтесь привычной работой.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахаль чухнехи обстановкӑна улӑштарни усса кайӗ.

Пойдет на пользу смена обстановки.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укҫа-тенке ахаль ан тӑкаклӑр, кайран ӳкӗнетӗр.

Не тратьте деньги на пустые желания, потом пожалеете.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахаль, никама кирлӗ мар ӗҫсем тӑватӑр – ку эрне пирки ҫапла калама пулать.

Пустые и никому не нужные хлопоты - увы, так можно охарактеризовать для вас это время.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахаль чухнехинчен ытларах ӗҫлеме тивӗ.

Работать придется больше, чем обычно.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑх ҫынсем, паллах, пулӑшӗҫ, анчах ахаль кӑна мар.

Близкие, конечно, окажут вам помощь и поддержку, но сделают это небескорыстно.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратакан Ухӑҫӑсем савнишӗн ахаль тус ҫеҫ пулнине ӑнланса илеҫҫӗ.

Влюбленные представители этого знака зодиака осознают, что для своего избранника являются просто приятелем.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫалтӑрсен шухӑшӗпе, вӑл ахаль те лайӑхах.

Она весьма гармонична, по мнению звезд.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑхӑта тӗрӗс пайлама вӗренӗр, ахаль калаҫусемпе ан аппаланӑр.

Учитесь планировать время, и не отвлекайтесь на пустые разговоры.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлашкинчен старик пӗтӗм чун хавалне пухрӗ пулмалла, никам пулӑшмасӑрах тӑрса ларчӗ те ахаль те нимӗн те шарламан ҫынсене шӑпланма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп сана ахаль тумӑп.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те Булат Ширин унта ахаль каймарӗ…

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах, ан ҫиллен те, политикӑна эс, Иван Никитич, дипломат чухлӗ мар, ахаль смерд чухлӗ те пӗлместӗн.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сулейман Хусанпа Цистрахан патне аллине ахаль тӑсмасть.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр куна юлнӑ ӗҫ пин куна юлнӑ тесе ахаль каламан.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль мар, пӗр-пӗр каччӑ ячӗпе.

Куҫарса пулӑш

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль алманчӑран мӑрса пуласси мӗн тери чӑрмавлӑ ӗҫ пулнине, Карамыш уншӑн тӑрӑшса Булат Ширинпа темиҫе хутчен сӑмах хускатса калаҫнине вӑл пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫуната вӗҫме сараҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль мар Стамбулта пурӑннӑ чухнех вӗсене Геммель-Гирейпе иккӗшне вырӑссем хӑйсем майлӑ ҫавӑрма тӑнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль мар пӗркун Эхмемет ун килне ним хӑрамасӑр чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех