Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑнта, тахҫанах ӗлӗк урӑх пурнӑҫпа пурӑннӑ кил-ҫуртӑн хапхи умӗнче, Сима хӑйне хӑй лайӑхрах туйнӑ пек: хӑйӗн шухӑшӗсене вӑл пӗр кӳренмесӗрех тата чыслӑн тепӗр ҫын ӑшне пытарать, ҫав шухӑшсене кунта ыттисем пек сиввӗн кӑна илтсе пӗлме тӑрӑшса мар, авторне хӗрхеннипе кӑна, ҫапла вара унӑн чунне йышӑнмасӑр, мар кӗтсе илеҫҫӗ, темле урӑхларах итлеҫҫӗ, ҫакӑ ӑна килӗшет, унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерсе мӑнаҫлантарать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Нимӗнех те мар! — тесе хучӗ ҫамрӑк йӗкӗт лӑплантарма тӑрӑшса тата савӑнӑҫлӑн.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Покивайко, кӑкрине маттур йӗкӗтле каҫӑртса ҫӳреме тӑрӑшса, хырӑмне карӑнтарса хурать, пуҫне хулпуҫҫисем ҫумне лӑпчӑтать те пӗрӗхтерсе кулать:Покивайко, желая молодецки выправить грудь, надувал живот, прятал голову в плечи и фыркал:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫак ӗҫ пирки тӑрӑшса ҫӳреме Столыгин ун чухне Мускавра ҫав тери пысӑк чапра тӑнӑ стряпчие, отставкӑна тухнӑ статски советнике, Валерьян Андреевич Трегубскине хушнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Князь кахал тата сӳтӗк пулни Мишӑна хавхалантарнӑ, вара Миша, хӑй ӑмсаннине пула тата мала тухас ӗмӗтпе тулса, ҫав тери тӑрӑшса вӗренме тытӑннӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Марфа Петровна, хӑй енчен, ҫавӑн пекех парнесем янӑ, анчах вӗсем пахалӑх енӗпе мар, вӗсене тӑрӑшса ярса панӑшӑн хаклӑ пулнӑ; монастыре вӑл кӗрен тата мятнӑй шыв, кӑткӑ спирчӗ, типӗтнӗ хӑмла ҫырли (иноксем, унпа мӗн тумаллине пӗлмесӗр, ӑна кӑпӑкланакан эрех ӑшне ярса шӳтернӗ), темиҫе банка уксуслӑ кӑмпа ярса панӑ (кӑмписене ҫав тери ӑста вырнаҫтарнӑ, хуть те хӑш енчен пӑхсан та шурӑ кӑмпасем курӑннӑ, анчах кашӑкпа темле ӑссан та е хурӑн кӑмпи е маҫлинкка лекнӗ).
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Хушмалли нимӗн те ҫук, — терӗ князь, пит-куҫне кӑмӑла каймалла тума тӑрӑшса, — ҫакӑн пек куҫсене хушма май пур-и вара: вӗсем хӑйсем хушмалла.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Вӑл, ура ҫине тӑрса, тусанпа вараланнӑ чӗркуҫҫине шӑлкаларӗ, унтан, хӑй пит пысӑк, хӑрамалла ҫын пулнӑ пек кӑтартма тӑрӑшса пулас, кӑкӑрне каҫӑртрӗ те ҫиллессӗн кӑшкӑрчӗ:
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл, хӑйӗн ҫиллине пытарма тӑрӑшса, лӑпкӑ та ҫирӗп утӑмсемпе утса пычӗ.Он шел размеренными шагами, стараясь скрыть охватившую его злобу.
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ильсеяр, тытнӑ кайӑк пек, ун аллинчен вӗҫерӗнме тӑрӑшса, туртӑнкалама пуҫларӗ.
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ильсеяр мӗн тери тӑрӑшса ишсен те, пысӑк кимӗ хуллен кӑна малалла шурӗ.Как старательно ни гребла Ильсеяр, большая лодка двигалась неторопливо.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл килтех юлнӑ та, амӑшӗпе пӗрле, Мигеле тӳлесе илмелӗх укҫа пухас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗҫленӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Эпир каятпӑр, кунтан хӑтӑлма тӑрӑшса пӑхӑпӑр.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пирӗн хӗҫпӑшалсем пур, — тухар та, садран кайма тӑрӑшса пӑхар!
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Шанатӑп, сирӗн величество унӑн святейшестви патне янӑ ҫырӑвӑрта, — тата аяларах тайӑлнӑ прелат, — эпӗ, Рим престолӗн чури, хамӑн тивӗҫлӗхе пурӑнӑҫа кӗртес тесе тӑрӑшса ӗҫлени ҫинчен палӑртӑр пулӗ тетӗп; сирӗн величествӑпа унӑн святейшестви тата пӗтӗм Рим чиркӗвӗн ячӗпе Испани престолӗ йывӑр ҫухату тунӑ майпа хурланса пӗлтернине те палӑртӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл, аса илме тӑрӑшса ларнине тин астуса илнӗ майлӑ, курӑк ҫинчен тӑрать те, хӑй пекех кивӗ те ҫурӑк шлепкине пуҫран хывса, садалла каять.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Апла мар тесе калама ҫӑмӑл-ха иккен, анчах мӗнле — кала, тӑрӑшса пӑх!Оказывается, куда проще изречь, что это не так, а вот как — скажи попробуй!
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Маншӑн хамшӑн вара ку пӗтӗмпех питех те кирлӗччӗ те хаклӑччӗ, мӗншӗн тесен Владимиртан илтсе пӗлнине пӗрремӗш хут хам тӗллӗн пуҫӑм тавра лайӑххӑн ҫавӑрса илме тӑрӑшса пӑхрӑм-тӑр.
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анчах, хамӑн такам та ӑмсанмалла вӑйӑма ҫирӗпрех пухса, пултаруллӑн тепре тӑрӑшса пӑхсассӑн — кӗмӗлех те пулмӗ-ши аллӑмра?
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Маринкӑн ҫав хатер тӑрӑшса типтерленӗ ҫӳҫне хайхи вӑл пӗррех тӑпӑлтарса лӑскарӗ те хӑй пӗлнӗ пек тураса якатрӗ.
13 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.