Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куҫ сăмах пирĕн базăра пур.
Куҫ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Усал куҫ хывнӑ сирӗн ачасем ҫине.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Петя куҫ харшине кӑмӑлсӑррӑн вылятса илчӗ те пуҫне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пичӗ типсе шурӑхнӑ, куҫ айӗ путса кӑвакарнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӗсем хушшинче Верук упӑшкин, Иллян, пысӑклатнӑ сӑнӗ тӳрех куҫ умне пулать.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Халӗ вӑл ҫапкаланса ҫӳренине куратӑп та, — аппан куҫ харшийӗ ҫиллессӗн пӗрӗнчӗ, — хӑш чух чун тарӑхса каять.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫемье пуҫлӑхӗ Анатолий ман куҫ умӗнчех нумай ачаллӑ, ӗҫчен те туслӑ ҫемьере ӳсрӗ, унта тӑватӑ арҫын ача тата икӗ хӗрача ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыв ҫемьерен пуҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... at-3804939

Анатолийпе Наталия Трофимовсен ҫемйине суйласа илнӗ, вӗсем унпа юнашар тата яланах куҫ умӗнче пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыв ҫемьерен пуҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... at-3804939

Куҫ тулли ытарми тӑван ен, Илемпе чун-чӗре хӗпӗртет. Ҫуркунне чечекпе пӗркенет, Кӗркунне тырӑ-пул чӳхенет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ен // Светлана Яруткина. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... en-3807203

Ӗненекенсем Мӑнкун умӗнхи каҫ куҫ хупмаҫҫӗ, чиркӳри службӑна хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун уявӗ // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ankun-uiav

Пурнӑҫӑмӑра электричество энергийӗсӗр пуҫне куҫ умне кӑларса тӑратма та пулмасть Редакци почтине коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлевсем, электричествӑн шут-хисем оборудованине улӑштарас тӗлӗшпе ыйтксем час-часах кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир усӑ куракансем // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... kurakansem

Шкулта тӗрлӗ класра пӗлӳ пухаканскерсем унран куҫ вӗҫертмерӗҫ, кашни сӑмаха ӑша хывма тӑрӑшрӗҫ, ыйту пама та пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Пирӗн пата пулӑшу ыйтма килекен ҫынсенчен хӑшӗ-пӗри юн пусӑмӗ пысӑк чухне пуҫ ыратнине, ҫаврӑннине, куҫ хуралса килнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Инсультпа инфаркт патне илсе ҫитерет // Э.КУЗНЕЦОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %b5%d1%82/

Чир вӑраха тӑсӑлни чӗре, пӳре ӗҫӗ ҫине япӑх витӗм, куҫ ҫинче йӗр хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Инсультпа инфаркт патне илсе ҫитерет // Э.КУЗНЕЦОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %b5%d1%82/

«Иккӗмӗш ҫӑкӑра» лартакан агрегатӑн пӗр пайӗ ҫӗмӗрӗлнӗччӗ те, ӑна куҫ умӗнчех хӑвӑрт юсарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%bf%d1%8 ... %ab%d3%97/

Таврари ҫынсенчен пӗлнӗ информаципе, куҫ хӗррипе курнӑ пулӑмсемпе тимлӗ пулӑр.

Будьте внимательны к той информации, которую можно узнать из разговоров окружающих, обрывков краем глаза увиденных сообщений.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пирӗн хушӑмӑрта ҫакӑн пек пуҫаруҫӑсем хӑйсен хастарлӑхӗпе вӑрҫӑ ахрӑмне куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшни, ял, округ ҫыннисемшӗн, ҫитӗнекен ӑру валли пысӑк парне туни пархатарлӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

Ман куҫ умӗнчех вулакансем ҫитӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Унсӑр пуҫне куҫ шурри хӗрелет, шӑнтать, 3-5 кунран ҫын аташма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран асӑрханмалла // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %bb%d0%b0/

Ушкӑнпа ӗҫ ӑнни куҫ кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Комбайнер вырман ыраш уйӗ ҫине пӑхса: — Павӑл, — терӗ, — кала кама та пулин, эпӗ халех илейместӗп пуль, укҫа ҫитмест, — куҫ кӗрет суйрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех