Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Амӑшне (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан вара: — Анне, алӑк уҫ! — тесе чӗнчӗ амӑшне.

 И позвал мать: — Мама, открой!

26 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ун вӗсем ҫинчен амӑшне каласа памалла; Лида амӑшӗ ӗҫрен часах таврӑнмасть, ҫавӑнпа пухура мӗн-мӗн пулнисене амӑшне каласа параймасан та, кама та пулин урӑх ҫынна каласа памаллах.

Об этом необходимо рассказать маме, а если не маме, которая еще не скоро придет с работы, то хотя бы кому-нибудь.

18 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Нумай ҫӑмӑлтарах! — пӗлтернӗ Сева хӑйӗн амӑшне кашни кунах.

Куда лучше! — каждый день заявлял ей Сева.

16 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Эсӗ яланах ҫавӑн пек… ӳкерчӗк тӑватӑн та паратӑн… кайран вара тунсӑхлама тытӑнатӑн, питех те хытӑ тунсӑхлатӑн… — тенӗ амӑшне юлашкинчен.

И говорил матери: — Я всегда так… нарисую, отдам… и скучно, скучно мне делается…

16 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Вӑл манӑн ывӑла та пӗтӗмпех пӑсса яма пултарать, — тенӗ Русаков ашшӗ сассине хытарсах Мазина амӑшне.

Он и моего вконец испортить может, — внушительно говорил Русаков-отец матери Мазина.

8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

«Сывӑ мар амӑшне пӑхса усрама ывӑлӗн вӑйӗ ҫитейӗ-ши?», тенӗ вӗсем хӑйсен ӑшӗнче, Кольӑна хӗрхенсе.

«Хватит ли у него-то сил ухаживать за такой больной матерью?» — думали они про себя, жалея мальчика.

8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Саша сӗтел хушшинчен тухрӗ те амӑшне хулпуҫҫинчен шӑлса ачашларӗ:

 — Саша встал из-за стола и погладил мать по плечу:

2 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Сасартӑк вӑрт каялла ҫаврӑнать те амӑшне курах каять.

Потом вдруг оборачивается и видит мать.

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Хӗрсе кайнӑскер, малтанах амӑшне асӑрхамасть.

Разгоряченная схваткой, она сначала не замечает Мать.

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

(Амӑшне.)

(Матери).

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Ун ҫинчен вӑл амӑшне ним те пӗлтермерӗ.

Матери она ничего об этом не сообщила.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Эпӗ Ленӑн амӑшне сирӗн ҫинчен каласа патӑм та, лешӗ пӑсӑк кӑмӑлпа мӑкӑртатма пуҫларӗ:

— Я как сказала ейной мамке — та с катушек долой:

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Ку вӑл хулана пӗтӗм халӑх вӑйӗпе юсаса ура ҫине тӑратмалли движени… субботник пекскер, анчах кашни кулленех пилӗк сехетрен пуҫламалла… ӗҫ умӗн икшер сехет… — хывӑннӑ май ӑнлантарчӗ амӑшне Леночка.

— Это такое движение, чтобы город общими силами восстановить… вроде субботника, только каждый день с пяти… два часа перед работой… — объяснила матери Леночка, раздеваясь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— У-у, питӗ хастар, — терӗ мӑнкӑмӑллӑн Степка, амӑшне урӑхла хак парасран хӑраса.

— У-у, отчаянная, — задохнувшись от гордости, вымолвил Степка, боявшийся иной оценки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Амӑшне ӗнсинчен, ҫурӑмӗнчен тӗртрӗҫ, хулпуҫҫинчен, пуҫӗнчен ҫапрӗҫ, таврара кӑшкӑрма, ӳлӗме, шӑхӑрма тытӑнчӗҫ, куҫ умӗнче пӗтӗмпех ҫаврӑнма, пӑтранма тытӑнчӗ, хӑлхана темле хупласа лартакан ҫӑра япала кӗчӗ, вӑл пыра та кӗрсе кайрӗ, пӑвма тытӑнчӗ, унӑн ури айӗнче урай путса анма пуҫларӗ, кӗлетки ыратнипе ҫунса тӑчӗ, йывӑрланса кайрӗ, вӑйсӑрланса ҫитнипе сулкаланчӗ.

Ее толкали в шею, спину, били по плечам, по голове, все закружилось, завертелось темным вихрем в криках, вое, свисте, что-то густое, оглушающее лезло в уши, набивалось в горло, душило, пол проваливался под ее ногами, колебался, ноги гнулись, тело вздрагивало в ожогах боли, отяжелело и качалось, бессильное.

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Тепри ӑна тепӗр аллинчен тытрӗ те, вӗсем, вӑрӑм утӑмсемпе утса, амӑшне илсе кайрӗҫ.

Другой схватил другую руку, и, крупно шагая, они повели мать.

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӗсем пурте амӑшне ӑнланма, ӗненме хатӗр пулнӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл ҫынсене хӑй пӗлнине пӗтӗмпех, вӑйӗ палӑракан шухӑша йӑлтах каласа пама васкарӗ.

Ей казалось, что все готовы понять ее, поверить ей, и она хотела, торопилась сказать людям все, что знала, все мысли, силу которых чувствовала.

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Амӑшне унӑн сӑмахӗсем питрен пӗрре тата тепре ҫутӑлтарса янӑ пек туйӑнчӗ, хаяррӑн хӑрӑлтатса, вӗсем питҫӑмартине ҫурнӑ пек, куҫа чавса кӑларнӑ пек ыраттарчӗҫ…

Ей показалось, что его слова ударили ее по лицу, раз и два; злые, хриплые, они делали больно, как будто рвали щеки, выхлестывали глаза….

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ват ҫын васкамасӑр, хаяр куҫӗпе амӑшне питӗнчен шӑтарас пек пӑхса, ун патне утса пычӗ.

Старик шагал не торопясь, внимательно щупая сердитыми глазами лицо ее.

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Шӑтарас пек пӑхакан куҫ амӑшне йӗппе чикнӗ пекех туйӑнчӗ, унӑн чӑматан ҫӗкленӗ алли чӗтресе илчӗ, сасартӑк вӑл йывӑрланса кайнӑн туйӑнчӗ.

Этот внимательный глаз уколол ее, рука, в которой она держала чемодан, вздрогнула, и ноша вдруг отяжелела.

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех