Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫут сăмах пирĕн базăра пур.
ҫут (тĕпĕ: ҫут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫичӗ ҫул хушшинче ҫут тӗнче ҫаврӑнса ӳкмерӗ-и вара?

За семь лет свет разве не перевернулся?

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗрӗс мар пӗтӗмпех ҫут тӗнчере.

Неправильно всё на свете.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫут тӗнчене ҫуралма-и?

Родиться на свет!

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗлсем: хӗвел сӳннӗ кӑмрӑка куҫать, ҫӑлтӑрсем тӳперен куҫа-куҫа анаҫҫӗ, Усал Талцетл ҫут тӗнче ҫийӗн сӳнет.

Знай, — потухшим углём станет солнце, укатятся Звёзды с неба, погаснет злой Талцетл над миром.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось туять: ӳчӗ — авалхи-авалхиех, — ӗлӗкрен-ӗлӗкренех пушӑ мӗлке евӗр ҫӗкленекенскер, мӗн пур ҫут тӗнче сассисемпе ҫухӑраканскер — пурӑнмалла, пурӑнмалла, пурӑнмалла.

Лось чувствует, — оно древнее, издревле поднявшееся пустым призраком, вопящее голосами всей вселенной: — жить, жить, жить.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн чунӗн ҫут тӗнчи кисренет те аслати умӗнхилле тамалать: Аэлита кӗрет, — хӗрарӑм, пурнӑҫ…

Вселенная его души дрогнет и замрёт, как перед грозой: она входит, — женщина, жизнь.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ камсенчен хӑрать вӑл ҫут тӗнчере пуринчен те ытларах.

Вот кого он боится больше всего на свете.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Чун лӑпкӑлӑхӗ, пурнӑҫа ҫут ҫанталӑк ыйтнипе юратасси, туйӑмсен вӑйӗ — кунта иккӗленӳллӗ киленӗҫшӗн тата сиенлӗ-усал йӑпанушӑн сая каяҫҫӗ.

Спокойствие души, природная воля к жизни, силы чувств — растрачиваются здесь на сомнительные развлечения и болезненные удовольствия.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑна Тускуб хӗрӗн кӗпе арки ҫут тӗнчерен уйӑрнӑ.

Весь свет ему закрыло подолом тускубовой дочки.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вилӗм курӑнӑвӗпе туллин киленес йӳтӗмпе вӗсем пӗтӗм Ҫӗр ҫинче уяв-вӑйӑ-савӑклӑх йӗркелеҫҫӗ, патшалӑх управлӑхӗсене, лавккасене яриех уҫаҫҫӗ, ҫурҫӗртен шурӑ хӗрсене илсе килеҫҫӗ те вӗсене халӑха йӑпанма параҫҫӗ, ҫут ҫанталӑка хирӗҫле киленӳшӗн ҫунса минрекен пур ҫын валли те храмсене уҫаҫҫӗ, фонтансене эрехпе тултараҫҫӗ, лапам-тӳремре какай ӑшалаҫҫӗ.

Чтобы во всей полноте насладиться зрелищем смерти, они объявили по всей земле праздники и игрища, раскрыли государственные сокровищницы и магазины, привезли с севера белых девушек и отдали их народу, распахнули двери храмов для всех, жаждущих противоестественных наслаждений, наполнили фонтаны вином и на площадях жарили мясо.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсене валли ҫӳллӗ тусен хушшинче выльӑх ҫӳретмелли улӑх-ҫаран уйӑраҫҫӗ, унта куҫса килнисем тахҫан авалхилле, ҫут ҫанталӑкпа куҫа-куҫӑн пурӑнччӑр теҫҫӗ.

Они отводили им высокие, горные пастбища, где переселенцы могли жить первобытно и созерцательно.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Этем ҫут тӗнчере пурри, тӗнче — унӑн ӑс-хакӑлӗн, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗн, тӗлӗк куравӗсен е аташу ҫимӗҫӗ.

Человек был сущностью, мир — плодом его разума, его воли, его сновидения, или бреда.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑна ҫут ҫанталӑкри тӗрлӗ хӑват, арӑш-пирӗшлӗх, куҫӑм пӑхӑнаҫҫӗ.

Ему подчинены стихии и движение.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Япаласен ҫут ҫанталӑкне туймалли вӑрттӑн пултарулӑх ӑруран ӑрӑва куҫса пырать.

Таинственная способность чувствовать природу вещей — передалась поколениям.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах вӗсем ҫут ҫанталӑк вӑйӗсене хӑйсене пулӑшма явӑҫтараҫҫӗ.

Но они призвали на помощь стихии природы.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах Лося вӑл ытарайми ҫак ҫут ҫанталӑка халӗ тин курнӑн туйӑнать, — куҫӗсемпе хӑлхисем уҫӑлчӗҫ, вӑл япаласен ячӗсене пӗлет.

Но Лосю казалось, что только сейчас он увидел эту чудесную природу, — раскрылись глаза и уши, он узнал имена вещей.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось ҫак курӑнуран — ҫут тӗнчен чӗрӗлӗх кӳрекен вутӗнчен — аран-аран уйрӑлчӗ.

Лось с трудом оторвался от этого зрелища, — живоносного огня вселенной.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫеккунтсерен хӑвӑртлӑхне вӑйлатса аппарат ҫут тӗнчен пӑр пек сивӗ уҫлӑхнелле икӗ ҫынна ухмаха ертесле вирхӗнет, вирхӗнет…

Аппарат, с каждой секундой наддавая скорость, с сумасшедшей быстротой вносился в мировое, ледяное пространство.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вырӑн ҫинче — ҫут тӗнчерен те хаклӑраххи: Катя, арӑмӗ, хӑвӑрт, хӑвӑрт, шӑппӑн сывлать.

В постели то, что дороже света, — Катя, жена, — часто, часто, тихо дышит.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пур ҫӗрте те пурнӑҫ пулса каять, пурнӑҫ ҫийӗн вара пур ҫӗрте те этем евӗрлӗскер патшаланать: ҫынран чаплӑрах выльӑх тӑваймастӑн, вӑл — Ҫут Тӗнче евӗрлӗхӗ те унашкаллӑхӗ.

Повсюду возникает жизнь, и над жизнью всюду царствует человекоподобный: нельзя создать животное, более совершенное, чем человек, — образ и подобие Хозяина Вселенной.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех