Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр хыҫҫӑн тӳрленнӗ калча кавир пек сарӑлса выртни такам кӑмӑлне те хускатмалла…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхине ҫумӑр пӗрӗхсех тӑчӗ, апла пулин те халӑх «Август» парка йышлӑн туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Унтан вӑл ҫумӑр тивесрен аслӑк ҫумне икӗ вӑрӑм пӑта ҫине ҫакнӑ чикмеке антарчӗ, ҫурӑмӗ ҫине хурса, пахчари ватӑ хурама еннелле сӗнкӗлтетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрне каялла кӑна-ха виҫӗ талӑк пӗр чарӑнмасӑр сивӗ ҫумӑр чашлаттарса тӑчӗ, пӗтӗм ҫӗр пичӗ нимӗр пек ҫӑрӑлма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑхӑтра ҫумӑр ҫӑвать, хӗвелӗ те вӑхӑтра ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шалкӑм ҫумӑр ҫуни тырра вырӑнӑн-вырӑнӑн тайӑлтарчӗ-ха, анчах та специалистсен шухӑшӗпе хӑватлӑ техника пӗр пучаха та уйсенче пӑрахса хӑвармӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Июльти тулӑх ҫумӑр та тухӑҫа ырӑ витӗм кӳчӗ, начар тӗшӗсем те вӑй илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Халӗ вара халӑх та савӑнать: ҫӗр ҫине ҫумӑр «пӗлӗчӗсем» пуринчен малтан ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Ҫав турӑ пире пурсӑмӑра та ҫумӑр парса тӑтӑр, ырлӑх парса тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫумӑр вӑхӑтра ҫурӗ, тӑпрана сивӗ ҫил типӗтмерӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрле ҫумӑр пӗрӗхсе иртнӗ, утма ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урамра, ҫумӑр чукӗ чухнехи евӗр, пур ҫӗрте те халӑх кӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫумӑр пулмаллах пек ӗнтӗ — те хӑйне, те ыттисене лӑплантарасшӑн Пикментей старик.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ара, сӑлтавӗ те пур-ҫке ун пек калаҫма: тыр-пула акса хӑварни ик эрне ҫитет — пӗрре те ҫумӑр ҫуса кӑтартмарӗ; тӑпра типет те типет.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумай ҫул каялла юмӑҫӑн мунча пек пӳрчӗ аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче аҫа ҫапнӑран ҫунса каннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах уншӑн эрни-эрнипе выҫлӑ-тутлӑ пурӑннӑ-ҫке Иливан, ҫумӑр айӗнче исленнӗ, сивӗре шӑннӑ, ҫывӑрас ыйхине татнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт чипер кунсем тӑнӑ хыҫҫӑн каллех кӗрхи шалкам ҫумӑр пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан енчен ҫурхи ҫумӑр пӗлӗчӗсем каплана-каплана хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫитменнине тата, иртен пуҫласа каҫчен ҫумӑр лӳшкет, ниҫта типӗнсе пӗтмелле мар.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тимӗрҫӗсем ӳркенмерӗҫ, лаҫран тухма та пӗлмерӗҫ темелле, анчах темиҫе эрне ҫумӑр айӗнче терт курнӑскерсем, килти ӗҫе те манмарӗҫ — мӗн тӗттӗм пуличчен хӑйсем валли ҫӗр пӳртсем чаврӗҫ, хӑма ҫапса е пура пураса ҫуртсем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех