Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юн сăмах пирĕн базăра пур.
юн (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑлӑхах тӑкӑнать, юлташсем, хаклӑ юн

Напрасно, товарищи, льется дорогая кровь…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пролетариллӗ революцие вӗсем юн ӑшне таптаса путарасшӑн…

Им нужно залить кровью пролетарскую революцию…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Союзниксене панӑ сӑмаха йывӑр вӑхӑтра тӗрӗс тытса тӑрас вырӑнне (Брест хыҫҫӑн, ку сӑмаха тӗрӗс тытнине каллех юн юхтарса кӑтартмалла пулнӑ) Краснов, йытӑ, хальхи вӑхӑт уйрӑмлӑхне шута илсе, кирек мӗн пулсан та нимӗҫ штыкӗсем ҫине утланса, Дон атаманӗ пулса тӑрать тӑратех-ха, — тесе шухӑшлать вӑл.

Вместо громоздкой верности союзникам (а после Бреста эту верность снова нужно было доказывать кровью) Краснов, учитывая текущую обстановку, несомненно, сукин сын, на немецких штыках пройдет в донские атаманы.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Каҫпала тухакан контрреволюциллӗ хаҫатсем ҫынсене пӑлхатакан тӗрлӗрен хыпарсене сарса тӑраҫҫӗ, вӗсем: нимӗҫсен ультиматумӗ ҫинчен, выҫлӑх пуҫланни ҫинчен, Украинӑра хӗрлисем Тӗп радӑн гайдамак полкисемпе юн юхтарса ҫапӑҫни ҫинчен, генерал Каледин Мускав патнелле ҫӗнтерсе пыни ҫинчен, уйрӑмӑнах тата ҫынсене ҫаратнипе «тискер вӗлерӳсем» ҫинчен пӗтӗм тути-масипе, тӗпӗ-йӗрӗпе ҫутатса парса ҫыраҫҫӗ.

Вечерние контрреволюционные газетки разносили возбуждающие слухи о немецком ультиматуме, о голоде, о кровавых боях на Украине между красными и гайдамацкими полками Центральной рады, о победоносном шествии генерала Каледина на Москву, и с особенным вкусом и подробностями описывали грабежи и «кошмарные убийства».

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вакра шыва кӗни юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатма, иммунитета ҫирӗплетме пулӑшать.

Купание в проруби способствует улучшению кровообращения, укреплению иммунитета.

«Моржсем» сезон уҫнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30554.html

Кӗпи ҫумӑрпа йӗпеннӗ, ун ҫинче юн йӗрӗсем курӑнаҫҫӗ.

Она была мокрая от дождя, и на ней виднелись пятна крови.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васькӑн сӑмсинчен юн юхса анчӗ.

У Васьки из носа брызнула кровь.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Асӑрхаттаратӑп: ытлашши юн тӑкӑнмалла ан пултӑр тесе, ҫавӑн пек ӗҫсем тума тӗппипех чаратӑп.

Предупреждаю: во избежание пролития лишней крови категорически запрещаю подобные действия.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӗр аллипе пуҫӗнчен ҫавӑрса тытрӗ, унӑн пӳрнисем хушшипе юн юхса анчӗ, вара вӑл пукансем ҫине ӳкрӗ.

Девушка схватилась рукой за голову, между ее пальцами текла кровь, она упала на стулья.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— «…2) Пур Советсемпе революцилле оргнаизацисен те кашни позицие юлашки юн тумламӗ юлмиччен хӳтӗлемелле.

— «…2) Всем Советам и революционным организациям вменяется в обязанность защищать каждую позицию до последней капли крови.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Урам тӑрӑх юланутсем ҫӳреҫҫӗ; ҫӗр ҫинче унта та кунта юн йӗрӗсем курӑнаҫҫӗ.

Вдоль улицы курсировали верховые, то там, то здесь на земле виднелись следы крови.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Юн алӑ тарӑх юхса анчӗ, пӳрне вӗҫӗсенчен тумларӗ.

Кровь текла по руке, капала с кончиков пальцев.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Курӑк ӑшне пытанас тесе, эпӗ пӗшкӗнтӗм, анчах ҫав вӑхатрах хамӑн пӗтӗм кӗпе чӗп-чӗр юн пулнине куртӑм.

Я нагнулся, чтобы спрятаться в траве, и тут увидел, что рукав моей рубашки в крови.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ унӑн ҫамкинчен пичӗ тӑрӑх юн юхса аннине куртӑм.

Я видел, как струйка крови потекла по его виску.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Казаксем, юн тӑкмасӑр таврӑнса кайӑр!

— Казаки, уйдите без крови!

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Гражданин Устинов, эпир хирӗҫлетпӗр, юн тӑкмалла тума юрамасть!

— Гражданин Устинов, мы протестуем, нельзя допускать кровопролития!

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тепӗр самант иртет-и те, каллех юлашки кунсенчи канӑҫсӑр шухӑшсемпе хумханусем (Надежда Константиновнӑшӑн, аппӑшӗпе йӑмӑкӗшӗн, партири юлташӗсемшӗн уҫӑмсӑррӑн пӑлханни, вӗсене, хӑй партийӗн ҫыннисене — хавас кӑмӑллисемпе аскетлӑраххисене, хӗрӳллисемпе сивлекрех чунлисене, пӗрлехи ӗҫе юлашки сывлӑш тухиччен парӑннисене — виҫеллӗн, анчах пурпӗрех ҫав тери ачашшӑн юратни) юн ҫаврӑнӑшӗпе чӗрене пырса ҫапӗҫ; каллех акӑ, халех, хӑйӗн асӗнче тепӗр хут мӗлтлетсе иртме пуҫлакан сӑн-питсен — рабочисен, матроссен, салтаксен пурнӑҫӗпе чунӗшӗн ответлӑ пулнине туйни ӑна бритвӑпа каснӑ пек ҫивӗччӗн амантса кайӗ.

Еще мгновение — и снова с неотвратимостью кровообращения прихлынут к сердцу переживания и тревоги последних дней, глухое беспокойство за Надежду Константиновну, сестер, партийных товарищей, сдержанная, но тем более сильная нежность к ним — людям его партии, жизнерадостным и аскетическим, пылким и суровым, преданным общему делу до последнего дыхания; снова ранит его острое как бритва чувство ответственности за жизнь и душу рабочих, матросов, солдат, чьи лица сейчас опять замелькают перед его умственным взором.

1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Тен, чӑнласах та юн пӑсӑлать?..

А вдруг опять зараженьем?

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Савӑннипе вӑл юн пӑсӑлсан пулакан чир ҫинчен чарӑнмасӑр такӑлтатать.

На радостях она не закрывала рта и тараторила о заражении крови.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катухльт хуторӗнчи Эмиле курсан лешӗ тӗлӗнсе хытса кайрӗ, арҫын ача йӑлт юрланса пӗтнӗ, сӑмсинчен юн юхать, пичӗ тӑрӑх — куҫҫуль.

Он просто обомлел, увидев Эмиля с хутора Катхульт, — мальчик был весь в снегу, из носа у него текла кровь, а по лицу градом катились слёзы.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех