Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпах сăмах пирĕн базăра пур.
шӑпах (тĕпĕ: шӑпах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынсем шӑпах ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмре пурнӑҫран уйрӑлни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Тен, ҫав мӑшӑр ҫутӑ шӑпах Анатолий Тарасович Ильин килӗнче ҫунать…

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Шӑпах ыраш пуҫ сӑхнӑ вӑхӑтра таврӑнчӗ те ик-виҫ кунтан Микка патне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Йытӑ ҫури туянасшӑн пулчӗ вӑл унта, шӑпах Бианка пек шуррине, ҫавнашкалах пӗчӗкскерне шырарӗ, ҫӗнӗ йытӑ ҫурипе пӗрле хваттере каллех унчченхи савӑнӑҫ ҫутатса ярасса, пурин хуйхи те ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек сирӗлессе шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫапла, Бианка, шӑпах Бианка кисретсе вӑркатнӑ ҫавӑн чухне Аннушкин ӑш-чиккине.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Манӑн ӑна шӑпах ҫапла, йытӑ ҫухалнӑшӑн ытлашши хуҫӑлманнине пӗлтерсе, калаҫтарас килнӗччӗ, ҫак сӑмахсене кӗтнӗччӗ эпӗ унран, анчах илтрӗм те — тӗлӗнерех пӑхрӑм ун ҫине: хамӑрӑн пӗчӗк тусӑмӑр ҫӗтни нивушлӗ темех мар уншӑн?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унтан Анатолий Семенович виҫӗ кун каялла шӑпах ҫак енче пӑшал сасси илтӗнсе кайнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑратайманран пӑрӑнса иртеҫҫӗ машинсем шӑпах ҫул варрипе пыракан лавран.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ма шӑпах ман крыльца умне пырса тӑмалла пулчӗ-ха вӗсен, урӑх ҫӗрте вырӑн пулмарӗ-им ӗнтӗ вӗсемшӗн? — кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Е шӑпах ҫавӑн пек этем килӗшет-и сана, ухмантее?»

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ валли шӑпах ҫакӑн пек ҫын тупӑнасса шаннӑччӗ, Укаҫ ҫавӑн пек ҫын ҫумӗнче телей курасса пӗлсех тӑратчӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ачасем шӑпах пулчӗҫ те алӑк еннелле ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӑмӑртса ӗҫлекенсем хушшинче шӑпах ҫапла пулмалла.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗн шӑпах ларатӑн, Думитру Георгиевич?

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шӑпах пӗр-пӗр ӗҫе пикеннӗ вӑхӑтчӗ-и?

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл, Думитру умӗнчен тухса, ман еннелле пӗр-ик утӑм тӑвать те кула-кула, вут пек ҫиҫсе, куҫӗсене шӑпах Думитру пекех ялкӑштарса, ҫапла калать:

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ывӑсӗ» — сарӑхнӑ ҫерем, «аври» — леш енче, шӑпах пирӗн тӗлте, пуҫланса аяккалла кайса ҫухалакан урам.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ахӑртнех, вӑл кунта шӑпах мана, корреспондента, кирлӗ калаҫу пулса иртет тесе шутларӗ те вӑхӑтлӑха татӑлнӑ сӑмах ҫыхӑнасса кӗтрӗ, итлесе ларас терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каласса ҫапла каларӗ партком секретарӗ, анчах хӑй бригадир куҫӗнчен шӑпах ун шухӑшне мала хунӑн кӗтсе, тӗмсӗлсе тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кам пӗлет, тен, ку ҫурта шӑпах Серебряков бригади тӑвать-и, шӑпах ҫакӑнта ертсе килчӗ-и, тен, мана Григориу, тесе те шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех