Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫак самантра амӑшӗ чӑннипех пурӑнать, унчченхинчен вӑйлӑрах та лайӑхрах пурӑнать.

Но в эту минуту она жила сильнее и лучше, чем за всю жизнь.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Карапа вӑл тинӗс хумӗн тӑррине ҫӗкленнӗ юлашки самантра сӑнарланӑ.

Он был изображен в последнем моменте взлета.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӗсменне илменччӗ; кӗтмен ҫӗртен сулӑнса кайрӗ те тепӗр сӑвайран тытса ӗлкӗреймерӗ, ҫав самантра вӑйлӑ ҫил кимӗ сӑмсине пусма айӗнчен океаналла сирсе ывӑтрӗ.

Весла он не взял, и в тот момент, когда, пошатнувшись, упустил схватиться за очередную сваю, сильный удар ветра швырнул нос лодки от мостков в сторону океана.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Телее, ҫав самантра нимӗнле машина та пулман.

К счастью, в этот момент там никакого транспорта не было.

Ӳсӗр водитель автобуспа пырса ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31074.html

Ҫак самантра унӑн ашшӗ тарласа кӑпӑкланнӑ лашипе ҫитсе тӑнӑ.

В эту минуту подъехал его отец на взмыленной лошади.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫак самантра кӗтӳ вӑрӑм чӑсӑлса пыракан колонна ҫуммипе иртнӗ те урасен сассисем аяккалла кайса ҫухалнӑ.

Между тем стадо уже промчалось мимо колонны всадников, и вскоре топот копыт замер вдали.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Амӑшӗ Синопӑна йӗнер ҫинчен ывтӑнса юлнӑ самантра хуса ҫитнӗ.

Мать догнала Синопу как раз в ту минуту, когда он был выброшен из седла.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Вӑл самантра ҫивӗч позицисем пулнӑ, вӗсене валли ятарлӑ ҫынсене хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/01/13/chav ... forumne-hu

Ҫемье пурнӑҫа ырӑ тӗллевлӗ тӑвать, йывӑр самантра вӑй парать, общество ырлӑхӗшӗн пултаруллӑн ӗҫлеме хавхалантарать.

Семья привносит в жизнь смысл, придает силы в трудные минуты, вдохновляет на созидательную деятельность на благо общества.

Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/07/07/news-3890083

Нина ҫав самантра хӑй кӗлетки чӗтренине, куҫӗ хуралса килнине, пуҫӗ ҫаврӑннине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Каларӑм вӗт сана икӗ сехет валли хатӗрлен тесе! — шартах сиктерчӗ ҫав самантра Нинӑна упӑшкин сасси.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Тамарӑн ҫак самантра никампа та калаҫас килместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Шӑп ҫак самантра пырса кӗчӗ те ун патне Гриша.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Эпӗ айӑплӑ мар пулин те мана тарӑхса пурӑнчӗ вӑл, кашни меллӗ самантра мана ура хума тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Халӗ акӑ ӗмӗр тӑршшипех пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ пурнӑҫ самантра саланать.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫав самантра ӑна темӗнле вӑй вырӑна пӑраласа лартрӗ тейӗн: арҫын ача малалла та, каялла та утас тӑваймарӗ.

В этот момент, казалось, некая сила удержала его на месте: мальчик не мог идти ни вперед, ни назад.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫак самантра вӑл амӑшне аса илнине, уншӑн тунсӑхланине чӗрипе туйрӗ Аня.

Аня душой почувствовала, как она вспоминает свою мать, как тоскует по ней.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫак самантра вӗсем ҫӗр ҫинче иккӗшӗ ҫеҫ пулчӗҫ.

В этот момент они были одни на земле.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫав самантра иккӗшӗ те шкулта пулнӑ.

В этот момент оба находились в школе.

Арӑмне вӗлернӗ те пуҫне вакка пенӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30620.html

Мамонтов пехоти, ку самантра чӗрӗ вӑйсем пырса ҫапасса кӗтменскер, шартах сиксе, тарма тытӑнать.

Мамонтовская пехота, не ожидавшая удара свежих частей, дрогнула и побежала.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех