Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусма сăмах пирĕн базăра пур.
пусма (тĕпĕ: пусма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пусма патне пырса тӑчӗ те — шӑлне йӗрсе пӑрахса, мӑйӑхне чӗвен тӑратса кӑшкӑрчӗ:

Подходя к лестнице, ощеривался, — усы вставали дыбом:

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось пусма ҫине чупса улӑхрӗ.

Лось взбежал на лестницу.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ахрат ҫыр варринче пусма чакӑл ту тарӑнӑшнелле, ансӑр туннелелле тӑсӑлать.

На середине пропасти лестница ушла в глубь скалы, в узкий туннель.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем Ҫывӑракан Негр Пуҫӗпе капӑрлатнӑ карапсем ҫине техӗмлӗ ӗҫме-ҫиме, пусма тавар, слон шӑммипе ылтӑн тиеҫҫӗ.

Они снаряжали корабли, украшенные головой спящего негра, нагружали их пряностями, тканями, золотом и слоновой костью.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Кунта ҫӗрлесерен килетӗп те ҫак пусма ҫинче тӑратӑп, ҫӑлтӑрсене сӑнатӑп.

— По ночам, я прихожу на эту лестницу, гляжу на звёзды.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара тинех статуйӑран хӑпрӗ те ҫав самантрах аялта, пусма ҫинче, Аэлитӑна асӑрхарӗ.

Тогда он отошёл от статуи, и сейчас же увидел внизу, на лестнице, Аэлиту.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось пусма патне пырса тӑчӗ.

Лось подошёл к лестнице.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӳлӗ кукринче пусма тӗлӗнче, чул икӗ улӑп — пин-пин ҫуллӑх хуралҫисем — хура сӗмпе ӗлкеленсе ҫӗкленнӗ, — вӗсем ушкӑн-ушкӑн ҫӑлтӑр енне пичӗпе лараҫҫӗ.

В излучине озера, у лестницы, возвышались чёрными очертаниями два каменные гиганта, сторожа тысячелетий, — сидели, обращённые лицами к созвездиям.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ Исаакий соборӗн колоннадипе сивлек куполӗ тухса тӑчӗҫ, кӗҫех ун вырӑнне шыв хӗрринчи гранит пусма йышӑнчӗ, акӑ — тенкелӗн ҫур унки, сунчӑклӑ, хурлӑхлӑн ларакан темӗнле хӗрарӑм, ун ҫийӗн вара — тиараллӑ икӗ сфинкс.

Выдвинулась колонада и тусклый купол Исаакиевского собора, и уже на месте его поступала гранитная лестница у воды, полукруг скамьи, печально сидящая какая-то барышня с зонтиком, а над нею — два сфинкса в тиарах.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пусма картлашки ҫинче шывран тухнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм курӑнса кайрӗ.

На ступенях лестницы появилась молодая женщина, выходившая из воды.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫыран кукӑрӑлчӑкӗнче, кӳлле анакан мӑклӑ пусма айккисенче, ҫынсен капмар икӗ статуйи ларать, — ҫыран ӳсен-тӑранпа хупланнӑ, унта та кунта арканнӑ-катӑлнӑ.

В излучине берега, с боков мшистой лестницы, спускающейся в озеро, сидели две огромные, человеческие статуи, потрескавшиеся, поросшие ползучей растительностью.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл пусма ҫинче тӑракансем енне ҫаврӑнчӗ, темиҫе сӑмах каласан туйине ҫӗклерӗ те унпа карап ҫинелле тӗллерӗ.

Он обернулся к стоявшим на лестнице, сказал несколько слов и, подняв трость, указал ею на корабль.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пусма варрине анса тӑрсан туйинчен тӗревленчӗ те — Ҫӗр ҫинчен килнӗ чӗрӗ чунсене путса кӗнӗ тӗксӗм куҫӗсемпе чылайччен тӗпчерӗ.

Сойдя до середины лестницы, опираясь на трость, он долго смотрел запавшими, тёмными глазами на пришельцев с земли.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пусма ҫинчи хура халатлӑ марсиансем айккинелле пӑрӑнчӗҫ.

На лестнице марсиане в чёрных халатах раздвинулись.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Бортсенчен темиҫе пусма ӳкрӗ те — карап халӗ вӗсенчен тӗревленчӗ.

С бортов откинулись лесенки, и корабль сел на них.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав хушӑра Гусев стенара курӑни-курӑнми алӑк шыраса тупрӗ, — вӑл шалти пусманалла уҫӑлать, пусма вара тусанлӑ ҫутӑпа тулса ларнӑ ҫавра тӳпеллӗ, сарлака коридора тухать.

Гусев, тем временем, отыскал в стене едва приметную дверь, — она открывалась на внутреннюю лестницу, ведущую в широкий, сводчатый коридор, залитый пыльным светом.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Козьмодемьянскран кӳрсе килнӗ пусма тавар сутать вӑл, — виҫӗ вакун.

— Тряпьё он продаёт из Козьмодемьянска, три вагона, — накладную.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Йывӑҫ пусма хыҫӗнчен вӑтам пӳллӗ, кӗрнеклӗ ҫын курӑнса кайрӗ.

Из-за лесов появился среднего роста, крепко сложённый человек.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пусма каштисен витӗр нумай-нумай клепкӑллӑ металл сфера сийӗ йӑлтӑртатать.

Сквозь балки лесов поблёскивала металлическая, с частой клёпкой, поверхность сферического тела.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хуралтӑ вӗҫӗнче мачча таранах йывӑҫ темиҫе пусма ҫӗкленнӗ.

В глубине сарая возвышались до потолка леса.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех