Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑ сăмах пирĕн базăра пур.
каччӑ (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул хыҫҫӑн каччӑ аслӑ шкула вӗренме кӗрет, тухтӑр пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Каччӑ ӑна курсан калаҫма чарӑнчӗ те пуҫӗнчи картузне васкамасӑр хывса тытрӗ.

Приглядевшись к ней, юноша замолчал и медленно стянул с головы фуражку.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӑх хушшинчен сасартӑках вӑрӑм пӳллӗ каччӑ сиксе тухрӗ.

Из толпы неожиданно вынырнул парень огромного роста.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шкула тимӗрҫӗ лаҫҫинче тумалли пысӑк заказ пани тата ҫамрӑк каччӑ ҫав тери тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ пулни кӑна директор кӑмӑлне ҫавӑрнӑ; вӑл вара юлашкинчен ҫапах та Колесникова шкула илме килӗшнӗ.

Только полученный кузницей крупный заказ и богатырское сложение молодого парня подействовали на директора, и он в конце концов согласился принять Колесникова в школу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чипер каччӑ.

Красивый парень.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ятлаҫмарӑм, юнамарӑм — чиперех ӑсатса ятӑм, ҫак арӑмран тасалтӑм, каччӑ пулса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Тытрӑм та каллех каччӑ пулса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ҫирӗм тӑхӑр ҫул каччӑ пулса ҫӳрерӗм.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Илюхин питӗ сӑпайлӑ, пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ, йӑваш каччӑ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах савнисем пӗрлешеймерӗҫ — чухӑн каччӑ ҫураҫма ӗлкӗриччен чипер Анюка вӑйпах пӗр пупа сутса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин Левашовсем патне час-часах пианина калама ҫӳретчӗ, икӗ каччӑ вара чиркӳ юррисем, гимнсем калас вырӑнне, ытларах «светски» музыкӑпа вӑхӑта ирттеретчӗҫ, хальхи политика ҫинчен нумай калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Левашовӑн ывӑлӗ Пазухинпа паллашрӗ те, икӗ каччӑ, вырӑспа чӑваш, хӑвӑрт туслашса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Наҫтук хытӑ пулӑшрӗ пулин те, каччӑ пӗтӗмпех вӑйран кайрӗ, унӑн темиҫе хут куҫӗ хуралса килчӗ, пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, ури-алли чӗтрене ерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗрре те ларса канман каччӑ, ӳсӗр ҫын пек сулкаланса, малаллах васкарӗ: Шумилов ҫывӑрса тӑрӗ те хӑйӗн сӑмахне улӑштарӗ тесе шикленчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл хыт кукар ватӑ каччӑ умӗнче хӑйӗн уҫӑ кӑмӑлӗпе мухтанасшӑн пулчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак ватӑ каччӑ пуян лесник хӗрне куҫ хывни ҫинчен халӑхра сӑмах сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви вӑй питти каччӑ пулса ҫитсен, хивре евчӗ карчӑксем ӑна «тына пӑру» тупса парас тесе анӑрата пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сарӑ вӑрӑм каччӑ ҫинче Кӗпен умне тӗрленӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эсӗ кунашкал кӗрнеклӗ каччӑ иккенне халиччен асӑрхаман эпӗ!

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫапах та каччӑ чӗри темшӗн хытӑ пӑшӑрханчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех