Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Яла сăмах пирĕн базăра пур.
Яла (тĕпĕ: яла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван яла, тӑван халӑха пулӑшасах килет.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Халӗ те вӑл, темле пулсан та, ҫывӑх ҫынни патне кунсеренех яла кайса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Анчах ҫамрӑк ҫемьене пысӑк хуйхӑ кӗрсен Елена пӗчӗк ывӑлӗпе тӑван яла таврӑнма шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

1956 ҫулта Калинино районне пӗтерсе унти чылай яла Вӑрнар районӗн йышне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Ула Тимӗр ҫырӑва Ч. ялне янӑ пулнӑ, анчах ҫав тӗле Полина ӗнтӗ ку ялта мар, А. ялӗнче пурӑннӑ, мӗншӗн тесен ашшӗне каллех шкул директорӗ пулса ӗҫлеме урӑх яла — А. ялне — куҫарнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полинӑпа курса калаҫма вӑл пурӑнакан яла пуҫтарӑннӑччӗ ҫеҫ (хальхинче ҫуран), сасартӑк пульница каллех хӑйне аса илтерчӗ — ку хутӗнче ҫамрӑк качча вар аннинчен операци турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, яла таврӑнсан Ула Тимӗр юлташӗпе хулара тӳссе ирттернӗ тамашаллӑ пӑтӑрмахсем ҫинчен шӑла ҫыртсах ҫӳрерӗ — ниҫта та никама та шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Яла таврӑниччен Ула Тимӗр пӑртак хула иленкипе киленсе ҫӳрес терӗ, ҫав тӗллевпе чи малтанах Н.К.Крупская ячӗллӗ ача-пӑча паркнелле сӗнкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Э, ҫу-у-ук, — хӑйӗн шалти «гайкине» шӑтӑр-шӑтӑр хытарчӗ Кӗҫтук, — хулара ӗҫе вырнаҫмасӑр яла таврӑнмастӑпах.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫырӑва ҫав кунах Полина адресӗпе яла ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сирӗн яла ҫулла ҫитсе ҫаврӑнайманшӑн, санпа тӗл пулса калаҫайманшӑн питӗ, питӗ, питӗ кулянатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Пыр пирӗн яла, курса калаҫӑпӑр унта» — час-часах аса килчӗҫ Ула Тимӗре Полинан уйрӑлас умӗн каланӑ юлашки сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче, уҫӑ вӑхӑтра, Ула Тимӗр, юлташӗнчен велосипед илсе, Полина пурӑнакан яла ҫитсе ҫаврӑнма та шутланӑччӗ, анчах, каптӑркка, начар-нӗчӗр ҫи-пуҫлӑскер, пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн утма картса хунӑ савнийӗ умӗнче сайра, ҫемҫешке тӗклӗ ҫамрӑк автан пек курӑнма вӑтанчӗ, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ те ӑна ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрекен тӗккеленчӗк вырӑнне йышӑнасран шикленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах Полина пурӑнакан яла пырасси, савнийӗпе курса калаҫасси ниепле те пулаймарӗ: вӑхӑта тин ҫеҫ урине мӑн ҫул ҫине пуснӑ ҫамрӑк каччӑ ҫине йӑтӑннӑ пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тумалли, пурнӑҫламалли ӗҫсем-хӗлсем сӑптӑрса-сӑхса илчӗҫ (ҫӑкӑрӗ те, укҫи-тенки те ҫӳлтен тӑкӑнса тӑмасть, ҫи-пуҫӗ те ҫын ҫине тухмалли кирлӗ, килти хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пурӑнасси те тӑкаксӑр пулмасть).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑхӑт явӑтнӑ чух, ерҫӳ пулсан пыр пирӗн яла, курса калаҫӑпӑр унта…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полинӑна, урнӑ вӑкӑр сӗчӗпе уриччен хӑйӗн ӗҫне пысӑк тивӗҫлӗхпе, хавхаланупа, пикенчӗклӗ туса пынӑскере, сӑнӗ-пуҫӗпе те, ӑсӗ-тӑнӗпе те, ҫемҫе те ырӑ кӑмӑлӗпе те юмахри пирӗштие аса илтерекенскере, автансӑр, тӗтӗмсӗр лутра яла пӗтӗм ял халӑхӗ ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тухтӑрсен яла ҫитнӗ те чирлӗ ҫын патне машинӑпа ҫитме май ҫуккине ӑнланнӑ.

Врачи приехали в деревню и поняли, что до больного нельзя добраться на машине.

Тухтӑрсем Мӑн Вылӑ арҫыннине 2 ҫухрӑм ваннӑпа сӗтӗрнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34454.html

— Акӑ, пирӗн пӗчӗк паттӑр та вӑранчӗ, ну, яла кайӑпӑр-и? — ачана ҫӗклеме тӑчӗ Борис.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Анне, — амӑшне пӗчӗк аллисемпе ыталаса илчӗ ывӑлӗ, — кӳршӗри Марук аппа сана качча каять, тет, мана вара иккӗмӗш атте яла кайса ярать, тет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ыран вӗсен Борисӑн ашшӗ-амӑшӗ патне яла каймалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех