Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗренӳ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӗренӳ (тĕпĕ: вӗренӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ярмӑрккана ӗҫсӗр юлнисемпе пӗрлех пурнӑҫа улӑштарас текенсем, шкул е аслӑ вӗренӳ заведени пӗтернисем те килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60746

Унта вӗренӳ музей комплексӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачисем - Мускавра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61001

Ачасен вӗренӳ ҫулӗ пуҫланичченех тырӑ вырма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

«Футбол в школе» фестиваль вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗчченех тӑсӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул проекта хутшӑнать // Оксана КОШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d1%88%d0%b ... %82%d1%8c/

Шкул ҫулӗсенчех пӗлӳ, ырӑ ӗҫсем патне ӑнтӑлнӑскер, ӑс-хакӑлне малалла ӳстерме пӗр-пӗр аслӑ вӗренӳ заведенине кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Вӑл пирӗн халӑха ҫырулӑх парнелесе вӗренӳ ӗҫне йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet

Амӑшӗ ҫеҫ вара кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ вӑхӑтра йӑлтах халтан кайнӑ ачине вӗренӳ пӳлӗмӗнчен хӑй пӳлӗмне ҫавӑтса кайнӑ, — амӑшӗн чӗри амӑшӗнех ҫав, яланах ҫемҫерех пулать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем кайран тата, Георгий вӗренӳ ҫулне вӗҫлесе килсен, чи телейлӗ кунсем ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленсен, вӑл пӑрахутпа ашшӗсем патне килме тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

«Пиллӗк» илекенсене Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн сайтӗнче кӑларма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Вӗренӳ институчӗн 180 ҫын вырнаҫтарма пултаракан аудитори пӗр самантрах тулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Ҫавӑн пекех вӗсем вӗренӳ учрежденийӗсенче те ҫырма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Кӑҫал хӑйсене тӗрӗслес шухӑшлисем Шупашкарти 4 лапама ҫитме пултарчӗҫ: Чӑваш патшалӑх университетне, Чӑваш патшалӑх педагогика университетне, Чӑваш наци вулавӑшне тата Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Вӗренӳ пособийӗсенчен чи лайӑххине палӑртман.

Лучшее учебное издание выявить не удалось.

Халӑх юратакан кӗнекесене палӑртнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34861.html

Пӗлнӗ вӑл: вӗренӳ — хӗвел ҫути, вӗренменни — тӗп ҫакнӑ шӑтӑкӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ йӑмӑкӗсене те ҫав тери вӗрентесшӗн ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ.

Он создал собственную педагогическую систему, открыл учебные заведения, учил любить людей и уважать родной язык.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Халӑхӑн хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсене – инвалидсене, ватӑ ҫынсене, пӗчӗк ачисене пӑхса ҫитӗнтерекен хӗрарӑмсене, вӗренӳ организацийӗсенчен вӗренсе тухакансене ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси те пӗлтерӗшлӗ тӗллевсен шутӗнче, вӗсене те эсирех ӗҫ рынокӗнче хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшатӑр.

Не менее ответственной задачей является содействие занятости социально уязвимых категорий населения – инвалиды, пожилые люди, женщины, воспитывающие малолетних детей, выпускники образовательных организаций, которые также должны найти свое место на рынке труда, и вы – их главные помощники в этом.

Олег Николаев Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/19/poz ... i-s-dnem-s

Лариса Куславккари бухгалтерсен шкулне вӗренме кӗнӗ-мӗн, ӑна унтан: «Кӑҫал вӗренӳ занятийӗсем пирӗн патра октябрӗн 1-мӗшӗнче мар, ноябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ те, вӑл инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ: уйӑх ҫурӑ пек ӗҫлесен те алла пӑртак укҫа лекет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Педагогика ӗҫӗн ветеранне хӑйӗн вӑрах та тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн шкул администрацийӗн, районти вӗренӳ пайӗн, РФ вӗренӳ министерствин тимлӗхне чылай паллӑсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

Ҫак тата ытти ыйтусен хуравӗсене пӗлме пултарчӗҫ кӑҫал 9-мӗш класран вӗренсе тухакан ачасем Вӗренӳ институчӗ паян ирттернӗ вебинарта.

Куҫарса пулӑш

Шкул ачисем валли «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/25/s ... zamenne-mn

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех