Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыва (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак ӗнтӗ Ахтупай хире тухнӑ та ялтан инҫе мар ларакан пӗччен йывӑҫсем патне ҫывхарать, Эрнепи юпленсе ӳсекен хурӑнран уртӑнса хӑй тупнӑ питех те хаклӑ япалана ӑнсӑртран шыва янӑ чухнехи туйӑмпа шиклӗн малалла пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ сан патна ӗҫпе килнӗччӗ, — сӳнме пуҫланӑ хӑйӑ вӗҫне хуҫса илсе тирӗкип шыва пӑрахрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах Ар-Сӗнтӗр ҫывӑхӗнче кӳлӗре шыва кӗнӗ чух Тукай амӑшӗ путса вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑма ҫине сарнӑ кавир тӑрӑх элчӗсем утса кӗнӗ-кӗменех ҫӗлен пуҫлӑ кимӗ ҫунат хушнӑ пек пулать — ун ҫийӗн шап-шурӑ ҫилкӗҫ ҫӗкленет, кимӗ икӗ айккипе вӑрӑм кӗсменсем шыва шӑмпӑртаттарма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах эсӗ ҫакна пӗлетӗн-и, Ахтупай: алла илмен юпах тиха та малтан нихҫан тата никама тыттармасла ӗрӗхсе ҫӳрет; лаша тытса курман ҫын вара унпа иртен пуҫласа каҫчен айкашать; Урасмет пек улшуҫ вӑл юпах тихана пӗрре куҫ хупса иличчен йӑлмак тӑхӑнтартать, сан пек каччӑ ура сырнӑ тӗле ял тӑрӑх пӗр-иккӗ чуптарса тухса чӑм шыва ӳкерет.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл юлташӗсем шыва кӗнӗ вырӑна аннӑ та, пӗр ҫӳллӗ тӗмеске ҫине хӑпарса тӑрса, Президент рольне декламацилеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн ытти каччӑсем те, нумай шухӑшласа тӑмасӑрах, пӗрин хыҫҫӑн тепри шыва чӑмрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах вӗсен юрри янрасах каймасть: чугун плитасем ҫинче таканлатнӑ лашасем час-часах тӗпӗртетни тата пӑрахут шыва шӑпӑртаттарни пусарать юрӑ илемне.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Светить тунӑ» шыва часавай умӗнчи шӑтӑкран ӑсса илмелле.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Упӑшка турра ӗненекен ҫын марччӗ те, пупсем шыва «светить тунине» пӑхса тӑма ҫеҫ юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Праҫникӗ ыран-ха вӑл — турра шыва кӗртнӗ кун, — сапӑрланчӗ Зинаида Степановна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шыва кӗрет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ах, ҫав тӗттӗм чӑрӑшлӑхра ҫухалса ҫӳремен пулсан, лачакари шыва та ӗҫмен пулӗччӗ Аленушкӑн тӑван шӑллӗ. Иванушка та качака путекки пулса тӑмастчӗ, тӑлӑха та тӑрса юлмастчӗ», — ирӗксӗрех аса илчӗ Эльгеев вырӑссен халапне: Ҫунать кӑвайчӗ вылянса, Вӗрет хуранӗ пӑсланса, Ҫиҫет ҫӗҫҫи, вут-хӗм тӑкать Мана пусасшӑн, ӑш вӑркать… — юмахри хӑш-хӑш сӑмахсене хӑй тӗллӗн каласа выртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун ҫинче пӗр ҫын кӑна, вӑл пӗтӗм вӑйпа кӗсменсемпе шыва авӑсса, малалла ишет.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шыва кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ кипкепе чӗркерӗҫ те хӗрарӑмсем ачана амӑшӗ патне ҫӗклесе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Турра шыва кӗртнӗ кун ячӗпе ирттерекен праҫникре Хусанта вӗренекен чӑвашсем чиркӗве каяс вырӑнне купсасен клубне пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ахӑртнех, Энӗшре шыва кӗрет пулмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хулари чи паллӑ вырӑн —Балатонфред тӗп тӳремлӗхӗнчи (Дьодь тӳремлӗхӗ ятлӑскер; Сывлӑх тӳремлӗхӗ) минераллӑ шывӗн сиплӗ ҫӑлкуҫӗсем, 1800 ҫулта кунта Лайош Кошут ячӗллӗ ӗҫмелли зал туса лартнӑ; курортниксем унти шыва халӗ те ӗҫеҫҫӗ.

Главная достопримечательность города — целебные источники минеральной воды, на центральной площади Балатонфюреда, которая называется площадь Дьодь (площадь здоровья) в 1800 году был построен питьевой зал имени Лайоша Кошута, в котором до сих пор пьют воду курортники.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Ячӗ, пӗр версипе, fürdo (шыва кӗмелли) сӑмахран, тепӗр версипе, fürj (путене) сӑмахран пулса кайнӑ.

Название происходит, по одной версии, от слова fürdo (купальня), по другой, от слова fürj (перепел).

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Малтанах канакансене минерал шывӗллӗ сиплӗ ҫӑлкуҫсем илӗртнӗ, унтан кӳлӗре шыва кӗресси модӑна кӗнӗ.

Сначала отдыхающих привлекали целебные источники минеральной воды, затем в моду вошло купание на озере.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех