Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хальхи сăмах пирĕн базăра пур.
хальхи (тĕпĕ: хальхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сирӗн тус-юлташӑрсем, пӗлнӗ ҫыннӑрсем, Тӑван ҫӗршывмӑр Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи тапхӑрти пекех тӑшмана парӑнтарас тесе хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех пурнӑҫласа пыраҫҫӗ», – тенӗ Олег Николаев, хальхи пурнӑҫ таппинчи паттӑрсен ячӗсене уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ, Раҫҫей халӑхне тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелессишӗн вӑй хунине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Эпӗ хаҫат тусӗсене хальхи пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен ҫырса пӗлтересшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Мӗн ачаран хастар, ҫивӗч пулни хальхи ҫар ӗҫӗнче те пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Хальхи вӑхӑтра проектпа смета докуменчӗсем тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Хальхи вӑхӑтра вӑл хӗрӗ патӗнче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Ун чухне хальхи пек телефонсем, интернет пулман, йӑлтах почта урлӑ саламлӑ ҫырупа вӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра 14 наци проекчӗ пурнӑҫа кӗрет, Чӑваш Республикинче - 12.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Хальхи йывӑр вӑхӑтра пирӗн нихҫанхинчен те ҫирӗп, пӗр-пӗринпе ҫывӑх та туслӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Сӗнтӗкҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Шупашкарта пурӑнакан Валерий Леонидович Павлов та уйрӑм чат уҫнӑ – https://chat.whatsapp.com/DCE08V12gH3wadGwZBxmu.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Паянхи шкул инфратытӑмӗ - вӗренӳ программисене хальхи йышши условисемпе йӗркелени, санитари пра-вилисемпе ҫуртсемпе сооруженисен проектировани нормисене ҫӗнетни.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Хальхи вӑхӑтра ҫак специальноҫе 16 шкул ачи илнӗ: Ҫӗн Атикасси шкулӗнчен - 9, Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчен - 5, Атнар шкулӗнчен - 2.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

«Руно-Спец» ТЯО шкулта хальхи йышши пилӗк ҫӗвӗ машини вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Апла пулмасан, хӗре кам вӑйпа илсе кайтӑр хальхи саманара!

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Хальхи хореографи кружокӗсем, ҫамрӑксен вокал ансамблӗ, фитнес-клуб тата ытти тӗрлӗ енпе ҫынсен ӑсталӑхне аталантарса пыма условисем хатӗрленӗ.

Подготовлены условия для кружков современной хореографии, молодежного вокального ансамбля, фитнес-клуба и по другим направлениям развития исскуств.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Патшана кӑҫал февраль уйӑхӗнче вӑркӑтнӑ, хальхи революцире кама вӑркӑтнӑ? — ыйтать аппа.

Куҫарса пулӑш

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сталин вӑхӑтӗнче, хальхи пек, пӗр ал лаппи лаптӑкӑш ҫӗр те юхӑнса, усӑсӑр, ҫум курӑкпа хупланса выртман…

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

3. Пирӗн пурнӑҫри позици (хальхи публицистика материалӗсем тӑрӑх).

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хальхи вӑхӑтра килтен ниҫта та тухас килмӗ.

На этой неделе им вряд ли захочется куда-либо уезжать из дома.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Нумай ҫул районти ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен канашне ертсе пынӑ хастара хальхи вӑхӑтра вырӑнти канаша ертсе пыракан Людмила Зайцева та саламларӗ, Чӑваш Республикинчи Ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен канашӗн Хисеп хучӗпе тата парнепе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Хальхи вӑхӑтра республикӑри округсенчи больницӑсенче тухтӑрсем ҫитменни ура хуни вӑрттӑнлӑх мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех