Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗттӗм сăмах пирĕн базăра пур.
тӗттӗм (тĕпĕ: тӗттӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗттӗм пуҫ мими сахӑра, ята, пӑшаллӑ ҫынна тата уҫӑмсӑр, янкӑр ҫутӑ пӑнчӑ евӗр куҫакан хӗрарӑм сӑнарне пӗр туллилӗхе ҫыхассишӗн тертленет.

Темный мозг силился связать в одно целое сахар, имя, человека с ружьем и женский образ, плававший неопределенным, ярким пятном.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ланфиера ӗненмеҫҫӗ, анчах кашниех пуҫ мимин тӗттӗм кӗтесӗнчи пӗр тӗле чиксе хучӗ:

Ланфиеру не верили, но каждый сложил где-то в темном кусочке мозга

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Эпӗ? — вӑл хӑйӗн сунарне, тискер кайӑксен чӗтренӗвне, хӑрушлӑхра хӑйне ҫирӗп тытнине, каҫӑн-ҫӗрӗн тӗттӗм вӗҫевне, ирхи шуҫӑмӑн ыйхӑллӑ куҫӗсене, вӑрманӑн салху киленӗҫне аса илчӗ те — хӑпартланса ҫӗкленчӗ.

— Я? — Он вспомнил свои охоты и трепет звериных тел, самообладание в опасности, темный полет ночи, заспанные глаза зари, угрюмую негу леса — и торжествующе выпрямился.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫак пӗтӗм кӳлеперен шанчӑксӑр иртнӗлӗх, чӗрен тӗттӗм кӗтесӗсен, притонсен, ҫӗҫӗ йӑлтӑртатӑвӗн, хӑрӑлти ҫилӗлӗхпе этем ҫӑмӗн, тепӗр чухне тигр ҫӑмӗнчен те тискертерех ҫӑмӑн, шӑрши сӑрхӑнать-ҫапать.

От всей этой фигуры веяло подозрительным прошлым, темными закоулками сердца, притонами, блеском ножей, хриплой злобой и человеческой шерстью, иногда более жуткой, чем мех тигра.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тӗттӗм, ҫапах та ют ҫын сарлака хул пуҫҫиллӗ, вӑтам пӳллӗ тата сухаллӑ пулни курӑнать.

В темноте можно было заметить, что неизвестный плечист, среднего роста и с бородой.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл ҫыр хӗрринчех тӑпӑртатса тӑрать, анчах мӗн те-тӗр курма тӑрӑшни кӑлӑхах — тӗттӗм.

Он топтался на самом обрыве и тщетно силился рассмотреть что-либо.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Электричество хунарӗн ҫути йӑлтӑртатрӗ те — унӑн ҫутинче Бен сӗм тӗттӗм ҫӗртен малалла вирхӗнчӗ.

Блеснул свет электрического фонаря, и Бен при его свете храбро двинулся черным проходом.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Никам та тӗпчемен чи тӗттӗм ҫӗр-шывсенче пурӑнма ҫӳллӗ те капмар ҫуртсем ҫӗклемелле, унта ҫутӑ, ирӗк, уҫӑ сывлӑш, тасалӑх, хӑтлӑх, мӗн кирли пурте пулччӑр, тата — савӑнса киленмелли вырӑнсем; паллах, ҫак тӗллеве чӑна кӑлармашкӑн наукӑпа техникӑн чи юлашки сӑмахӗ пулӑшмалла.

Последнее слово науки и техники должно быть приложено к оборудованию в самых глухих, неисследованных странах огромных жилых зданий, полных света, простора, воздуха, гигиеничности, удобств, комфорта и развлечений.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ытарайми ҫӗре сӗм тӗттӗм тӳлеклентернӗ.

Глубокая ночь покоила очарованную землю.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл, ахӑртнех, темӗнле тӗттӗм ӗҫе хутшӑннӑ, мӗншӗн тесен суйма пуҫларӗ.

По-видимому, он участвовал в какой-то Темной афере, так как начал лгать.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫав тери тӗттӗм, темӗнле ҫивӗч куҫ та ӗмӗлкесене аран-аран уйӑраять.

Было темно в такой степени, когда острое зрение едва способно различать силуэты.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эсир, Африкӑн тӗттӗм хутлӑхӗнче нумай ҫул пурӑннӑскер, пӗтӗмпех пӗлетӗр.

Вы, несколько лет проживший в африканской глуши, знаете все.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ту хушӑкӗн айккисенчен ҫапӑна-ҫапӑна чул тӗттӗм тӗпсӗрлӗхре ҫухалчӗ, унта шыв ҫинче юлашки хут хыттӑн шаплатрӗ; Гент халӗ вӑрттӑн вырӑн шӑтӑкӗ умӗнче, сӑваплӑ вырӑн, мул пухмачӗ е вил тӑпри шӑтӑкӗ тӗлӗнче тӑрать.

Камень, с грохотом ударяясь о стены ущелья, исчез во тьме, раздался последний глухой шум воды, и Гент очутился перед отверстием тайника, пред входом святилища, сокровищницы или могилы.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Унта, пӳлӗмре, тӗттӗм!

Там не освещенная комната.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Халӗ эпӗ тӗттӗм кӗтесрен хӑраса ӳкнӗ, анчах ун хыҫӗнче — тепӗр пӳлӗмре — ҫутӑ пулнине пӗлекен ача пек курӑнатӑп, ҫутӑ ҫӗрте сасӑсем, кулӑ, кану.

Сейчас я был как ребенок, испугавшийся темного угла, но знающий, что сзади него в другой комнате — светло, там голоса, смех и отдых.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Сулахайран малахит эрешӗллӗ шӑратнӑ, кӗмӗлтен тунӑ камин йӑлкӑшса ларать, стенасене вара, карнизран пуҫласа урай таран, сыран хӑва хупланӑ, тӗттӗм симӗс ҫулҫӑсен кавирӗ витӗр тӑрӑхла куҫ кӗскисен йӑлтӑркки сӑрхӑнать; аялта, виҫӗ стена анлӑшӗпех тӑсӑлнӑ ылтӑнланӑ решетке тӑрӑх, кӗл чечексен сарӑ эрешӗ явкаланать.

Слева сверкал камин литого серебра с узором из малахита, а стены, от карниза до пола, скрывал плющ, пропуская блеск овальных зеркал ковром темно-зеленых листьев; внизу, на золоченой решетке, обходящей три стены, вился желтый узор роз.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ун ҫинче — витӗр курӑнакан тӗттӗм тӗслӗ пурҫӑн.

На ней был прозрачный дымчатый шелк.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакӑн вырӑнне эпӗ каллех питӗрӗнчӗк алӑк тӗлне пырса тӑтӑм; халӗ манӑн каялла каймалла е ҫурт еннелле иртмелле, — унта вара сӗм тӗттӗм.

Вместо этого я снова пришел к запертой двери и должен повернуть вспять или рискнуть погрузиться во внутренние проходы, где совершенно темно.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Енчен те шанманлӑх ҫирӗпленсен, — эпӗ вара виҫӗ ҫак ҫын тӗттӗм тӗнчен чи пысӑк шайӗнче тесе шухӑшлатӑп, — ҫавӑн чухне пирӗн план — кунашкал план пур — шӑп та лӑп ҫӗрле вун икӗ сехетре ӗҫлеме пуҫлать.

Если подозрение подтвердится, — а я думаю, что эти три человека принадлежат к высшему разряду темного мира, — то наш план — такой план есть — развернется ровно в двенадцать часов ночи.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпир юлашки картлашкасемпе ансан Поп Дюрока вӑрӑм уҫӑ пачӗ те Дюрок ӑна эрешлӗ тимӗр алӑк ҫӑрине чикрӗ; вӑл чул маччаллӑ ҫурма тӗттӗм канал еннелле уҫӑлчӗ.

Когда мы спустились по последним ступеням, Дюрок взял от Попа длинный ключ и вставил его в замок узорной железной двери; она открылась на полутемный канал с каменным сводом.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех