Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел тухнӑ вӑхӑтра тӗтре ҫӗр ҫумне анать те, курӑк ҫине пӑрҫа пек шултра йӑлтӑркка тумламсем хӑварса, сирӗлет.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шурӑ кантӑк витӗр курӑннӑ пек, ҫав тӗтре витӗр сип-симӗс калча курӑнать, улӑхсенче кӗрлесех каю ҫӗкленет, утӑ ҫулакан машинӑсене тепӗр хут ӗҫлеттерме те юрать!
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Трансильвани тӑвӗсем ҫийӗн вичкӗн ҫилсем шӑхӑрса явӑнаҫҫӗ, ту ҫурӑкӗсенче сивӗ тӗтре мӑкӑрланать; тӑм ӳксе ӗнтсе янӑ хыр вӑрманӗсенче сухӑрлӑ йывӑҫсен хӑватлӑ шӑрши сарӑлнӑ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳллӗ тӳпере ҫӑлтӑрсем янкӑртараххӑн йӑлтӑртатса ҫунма пуҫланӑ, вӑрманти сӗмлӗх пушшех ҫӑралса килнӗ, ҫӗр варринчи тӗтре те ӗнтӗ хӑйӗн кӑвак курпунӗпе шурлӑх ҫийӗн мӑкӑрӑлса тухма ӗлкӗрнӗ.В зените пламенней горели звезды, плотнела темь, и уже горбатился над болотом полуночный туман.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫил хӑваланипе куҫакан мамӑк пек сайра тӗтре, хыр-чӑрӑш тӑррисенчен чӑлханса, шурӑ уҫланкӑсем тӑрӑх йӑпшӑнса юхать, виле тӗлӗнчи хӑлат пек явӑнса, пӑсланса выртакан симӗс шурлӑхсенчи ҫирӗк йывӑҫҫисем хушшинче ҫаврӑнать.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
йӗпенсе лӑймакаланнӑ бруствер хыҫӗнчи лачакаллӑ шурлӑх тӗлӗнче тӗтре йӑсӑрланать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сывлӑм шывӗ ҫул ҫинчи тусана пусарнӑ, тӗтре сирӗлнӗ ҫӗрте пур ҫӗрте те — типӗ курӑк ҫинче, ҫӗмелсем ҫинче, — кӗленчерен арланӑ ҫип пек, йӗпе эрешмен карти йӑлтӑртатнӑ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Усть-Невински станици тахҫанах ирхи тӗтре айне пулчӗ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шыв хӗрринчи садсем, пӳртсем, тӑкӑрлӑксем сасартӑк ҫухалчӗҫ, малта, лутра сӑртсем ҫинче, сурӑх картисем хуралса тӑни курӑнчӗ, сӑрт хӗррипе, кӑвак тӗтре пек, сурӑх кӗтӗвӗ анать, шыв ӑшӑх ҫӗрте ӗнесем хырӑмӗ таранах шыва кӗнӗ те йӗпе ҫулӑк пек хӳрисемпе ҫыпҫӑнакан пӑвансене хӑваласа тӑраҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шыв ҫинчен тӗтре сирӗлсен, йывӑҫ юхтаракансенчен тӑваттӑшӗ кимӗ ҫине ларса лагерьтен тухса кайрӗҫ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сӑрт айӗнче кӑпӑш мамӑк пек шурӑ тӗтре выртнӑ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нумай пӑхса ларчӗ вӑл, вӗри тӗтре хупланӑ хула халӗ хула пек те мар, кӑвак инҫетре вӗҫсе пыракан кайӑк пек туйӑнса кайрӗ ӑна…
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӗнерхи калаҫу хыҫҫӑн ман пуҫра темле тӗтре…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӗтре сирӗлме пуҫланӑ, айлӑмалла ирӗксӗррӗн кайнӑ.
«Штурмлама! Аркатма!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Каҫхине Берды ҫийӗн тӗтре ҫӗкленме тытӑннӑ.
«Штурмлама! Аркатма!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Айлӑма пӗтӗмпех усламҫу пек сарӑ тӗтре сырса илнӗ.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Листницкий хӑйӗн сотнинчен пӗр ҫухрӑмра пӑрахса хӑварнӑ окопсен хура шӑтӑкӗсем курӑннине асӑрхарӗ; окопсем хыҫӗнче ыраш уйӗ пуҫланать тата ҫилпе хускалса кайнӑ ирхи тӗтре кӑвакӑн-симӗсӗн чӗтренсе тӑрать.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Маньково-Калитвенски слободипе Радзивиллово хушшинчи вӑрӑм ҫул таҫта хыҫала, тӗтре ӑшне тӑрса юлчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Дон ҫийӗнче — тӗтре, ҫӳл тӳпере ҫӑлтӑрсем вир пӗрчи пек сапаланса выртаҫҫӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Дон тӑрӑх чӗвен утнӑ евӗр тӗтре шӑвӑнать, вӑл, шур чуллӑ сӑртӑн тайлӑмӗ ҫийӗн сарӑлса, пуҫсӑр кӑвак ҫӗлен пек, авӑрсене шуса анать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.