Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микула яла таврӑннӑ хыҫҫӑн Михха кӗртне хирӗҫ амаланма тытӑннӑ кӗрешӳ вӑй илет, хӗрнӗҫем хӗрсе пыма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хӑйне парӑннӑ огуречниковсемпе мошковсен саламачӗсемпе хурӑн хуллисен хӳттинче вӑл хӑйӗн пуянлӑхне ӳстерсех пырать: вӑрман кастарать, сулӑ юхтарать, хресченсенчен парӑмсемшӗн туртса илнӗ ана-ҫаран ҫинче, ултавла ҫавӑрса илнӗ утрав ҫинче тара тытнӑ ҫынсен вӑйӗпе хисепсӗр тыра-пулӑ, утӑ-улӑм туса илет, вӗсене сутса тупӑш тӑвать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Унтан земски начальник патне чӗнтерсе, хӑйне сӑтӑр кӳнишӗн тесе, Ҫтаппанӑн икӗ ят ҫӗрне туртса илет, хуралтисене сӳттерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Укҫа-тенкӗ тӗнчи вӑй илет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Михха илет пулӗ!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӑвӑрах ӑнланмалла, Михаил Петрович, ку укҫаран ҫуррине ытла пачӑшкӑ илет, юрлакансене тӳлемелле тата чиркӳ тӳпине уйӑрса хывмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сивӗ сывлӑша пӳлсе илет те калаҫма чӑрмантарать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли мари хӗрне качча илет! — кула-кула калаҫса илчӗҫ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл куҫсӑр ашшӗпе амӑшӗ авланма сӗннине аса илет те вӗсен кӑмӑлӗсене тивӗҫтересси ҫинчен шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫисене вӑл ялан ҫакнашкал кӗтсе илет.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр ҫапӑҫура Сорокинӑн ушкӑнӗ душмансене ҫавӑрса илет те тыткӑна ҫаклатать.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

1984 ҫулта Ашхабадри прапорщиксем хатӗрлекен институтра пӗлӳ илет.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Вӑл ҫуртсемпе хуралтӑсем ҫывӑхӗнче, автотранспорт стоянкисенче, кил картисемпе тротуарсем ҫинче пухӑнать, ҫӑмӑллӑн хыпса илет те пысӑк лаптӑк ҫинче хӑвӑрт сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Яланах ыр кӑмӑлпа кӗтсе илет.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche

Хӗрес пӗр пӗлӗт ӑшӗнчен тухса кӑшт ҫуталса илет те, тепӗр пӗлӗте хирӗҫ ишсе пырса, унӑн авӑрне чӑмнӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сутӑ та хӑех тӑвать, таварсене те Пӑваран хӑех кайса илет.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑм урине хуҫлатнӑ вӑл, сулахаййи ҫӗрелле усӑннӑ, сӑмси шӑхличӗ каланӑ майлӑрах шӑхӑркаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑмӑл хыҫлӑ ҫуна сывлӑшра вӗҫнӗ пек пырать, тӗллӗн-тӗллӗн кӑна ҫул хӗрринчи кӗртсене перӗнсе илет.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Калаҫнӑ чухне унӑн кӗреҫе пек сар сухалӗ янахӗ сиккеленӗ май чӗтрене-чӗтрене илет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урхамах кӑшт пуҫне сӗлтсе илсенех, шӑнкӑравӗ хитре сасӑллӑн чӗнкӗлтетсе илет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех