Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑк сăмах пирĕн базăра пур.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Елюкпа калаҫма хатӗрленсе, вӑл кӑмӑлне ҫемҫетрӗ — алӑк еннелле ӑшшӑн пӑхать, чӗнмест, ӳсӗркелесе илет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку сӑмахсене Ҫтаппан те тӑнлайрӗ, те тӑнлаймарӗ те — вӑл алӑк еннелле пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ, ҫакна курман-илтмен пек пулса, алӑк умӗнчен пӑрӑнтӑм та хам вырӑна лартӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Кӑмӑл… пур-ха, епле ан пултӑр, — тетӗп те алӑк ҫывӑхӗнчи хыҫсӑр пукан ҫине вырнаҫатӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сылтӑмра — икӗ алӑк, малта — тата иккӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Фуфайка кӗсйинчен уҫӑ кӑларчӗ те алӑк ӑшӗнчи ҫӑрана чӗриклеттерсе уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хуҫӑр килчӗ! — алӑк ҫинче кулкаласа выртать Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унтан алӑк ҫӗре хаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫакӑн пек алӑк та ытлашши мар иккен ку этемсемшӗн, темӗҫ-им?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Урӑх ӳкӗтлесе тӑмасӑр, вӑл мана сумкӑпа пӑрӑх тыттарчӗ те, хӑй алӑк тӗлне лӑпчӑнчӗ, ӑна ҫурӑмӗ ҫиме тайӑлтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан эпӗ алӑк ҫине пӑхса илнине асӑрхарӗ те сӑмах май пек хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурӑна-киле пурте улшӑнса пыратпӑр-ха та эпир, ялан ҫамрӑк чухнехи сӑн-питпе те пӳ-сипе тӑраймастпӑр, ҫапах аллӑ ҫула ҫитичченех кунашкал улшӑнмалла мар-ҫке чипер сывӑ ҫыннӑн, ҫакӑн пысӑкӑш алӑк йӑтма пултаракан ҫыннӑн?..

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тутӑхнӑ пӑрӑхпа вараланчӑк алӑк йӑтса таврӑнма, тепӗр тесен, ырӑ тум-тир кирлӗ мар-ха.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Палланӑ ҫын курӑнмарӗ, ун вырӑнне куҫӑм чылаях пысӑк алӑк йӑтнӑ темле арҫынна уйӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Алӑк ҫинче ҫӑра ҫакӑнса тӑмасть-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Шухӑша путнӑ Таранов, алӑк еннелле ҫурӑмпа выртнӑскер, кравать патне Сулагаев пырса тӑнине те сисмерӗ, лешӗ кӑх-кӑх ӳсӗркелесен тин пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ:

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Салтаванов хваттер хуҫи аллинчен вӑйпах вӗҫерӗнсе алӑк патнелле вирхӗнчӗ, тухса тарма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку писателе алӑк уҫса кӗртмеллех, мӗншӗн тесен вӑл ахаль йышши писатель мар, пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов ручкине сӗтел ҫине кӑмӑлсӑррӑн хучӗ те: «Инесса пулсан — кӗртместӗп!» — тесе алӑк патне чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫывхарчӗ, пӗчӗк шӑтӑк витӗр тулалла пӑхрӗ: хура сӑран пальто, хура калпак тӑхӑннӑ хӗрарӑм, анчах Инесса мар — унран лутрарах пӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Электрошӑнкӑрав чӑнкӑртатсанах Таранов алӑк уҫма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех