Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачасене вӑййа, мастерскойсенче е пахчара туслӑн, пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлеме хӑнӑхтарасси — пӗр ӗҫ, уроксенче тимлӗн итлесе ларакан, тӑрӑшса вӗренекен тӑвасси вара — пачах урӑхла ӗҫ.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Кунтан иртсе кайма ҫук, — терӗ Павлушка мӑнаҫлӑн, пиччӗшӗ пек калаҫма тӑрӑшса: — кунта чӑрӑшлӑх ҫав тери ҫӑра, тирӗнсе пӗтме пулать.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Спорт вӑййине пур отрядсенче те ҫав тери хӗрӳллӗн, тӑрӑшса хатӗрленчӗҫ.Во всех отрядах в подготовку к игре вкладывалось столько страсти.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Коробочкин сӑпайлӑ пулма тӑрӑшса пӗрмай куҫхаршисене хускатса пӗтӗҫтерчӗ.
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Панин пуринчен ытларах ҫав чертеж ҫине мар, Владимир Михайлович питӗнчен пӑхрӗ, тем ҫинчен питӗ тӑрӑшса шухӑшланӑ пек, куҫхаршисене хускаткаласа тӑчӗ.
36 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Малашне мӗн пуласси паллӑ мар-ха уншӑн, хӑратать вӑл ӑна, ҫавӑнпа ӗнтӗ Кэмби, хӑранине ирттерсе яма тӑрӑшса, мӗнле пулсан та ӗҫ ӑнӑҫлах пулӗ-ха тесе хӑйне хӑй ӗнентерет.
Тинӗс пырӗнчи тӗлпулу // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кил, пулӑш, — мӗн май килнӗ таран кӑмӑллӑрах пулма тӑрӑшса каларӗ Экэчо, хӑй вара, ҫын-мӗн ан куртӑр тесе, ҫавӑнтах ярангана кӗнӗ ҫӗре карса хунӑ тире кайса тӳрлетрӗ.
Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Итле-ха, Эттай, урусем шӑнман-и сан? — ыйтрӗ Петя, мӗн май килнӗ таран хаваслӑрах курӑнма тӑрӑшса.
Пӗчӗк сунарҫӑсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кашни сыпӑка тӑрӑшса вулать, хӑй пӗлекен чукча сӑмахӗсене, уйрӑм предложенисене вула-вула тухать, анчах хӑй палламан саспаллисем сиксе тухсан вара куҫхаршийӗсене пӗрет.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой сӑмах сыпӑкӗсене питӗ тӑрӑшса вула-вула, унтан вара вӗсене пӗтӗҫтере-пӗтӗҫтере хӑй куҫӗ умӗнчи букварӗн икӗ страницине йӑлтах вуласа тухрӗ.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Переменӑра Чочой ҫав тери алхасма юратать пулсан та, урокра вара питӗ лӑпкӑ ларать, тӑрӑшса вӗренет.Насколько шаловлив был Чочой на перемене, настолько серьезным он становился на уроке.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Нимех те мар! — терӗ Чочой, хӑйне хӑй ҫирӗпрех тытма тӑрӑшса.
Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой Эттайпа Петя мӗн ҫинчен калаҫнине ӑнланса илме тӑрӑшса пӗтӗм вӑйне хурса итлет.Чочой изо всех сил старался понять суть разговора между Эттаем и Петей.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Мӗн чухлӗ пӳрт кунта! Ярангӑсем ҫукпа пӗрех!» — тӗлӗнет вӑл, Кэукайпа юнашар пулма тӑрӑшса.«Сколько домов здесь! А яранг почти нету!» — изумлялся он, стараясь держаться поближе к Кэукаю.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Итле-ха, эсӗ Аляскӑран тарнӑ вӗт-ха, халӗ эсӗ Чукоткӑра! — мӗнле те пулин ӗнентерме тӑрӑшса каларӗ Эттай.— Послушай, ты же убежал с Аляски, ты же на Чукотке! — как можно убедительнее сказал Эттай.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кэукай карабинне пӗҫҫи ҫумне пӑчӑртаса, ашшӗ пек утма тӑрӑшса, ун хыҫҫӑн пырать.Кэукай, прижимая ложе карабина к бедру и подражая походке отца, шел сзади него.
Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Кухлянкӑпа та шӑрӑхах мар, — терӗ вӑл, кӑмӑлне ҫӗклеме тӑрӑшса, — кухлянкӑн шӑтӑк нумай…— А в кухлянке ничего,— как можно бодрее добавил он, — в ней дыр много…
Тӗлӗнмелле американец // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Будка патне ҫитесси пӗр ҫӗр утӑм кӑна юлсан, Костик мана питҫӑмартисенчен ик аллипе тытать те, хӑй патнелле ҫавӑрма тӑрӑшса, хӑраса кайнӑ сасӑпа калать:
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Педагогика институчӗсенчен вӗренсе тухнисене тытма тӑрӑшса, ҫутӗҫ пайӗнче нумай лараттӑм.Подолгу просиживал в гороно, ловя окончивших педагогические институты.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ачасем задачӑсене хӗрсе кайсах, чунтан тӑрӑшса, юратса шутларӗҫ, мӗншӗн тесен арифметикӑна Екатерина Ивановна хӑй те питӗ юратнӑ.
26 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.