Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳт сăмах пирĕн базăра пур.
ӳт (тĕпĕ: ӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрӗ ӳт ҫинче тӑрса юлнӑ ҫӗвӗ пекех илемсӗр вӗсем — вӑрҫӑ суранӗсем.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Мӗнле ачаш ӳт, шурӑ та яка.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюнан варӗнче ача пулнине аса илсен, ҫӳҫӗ вирелле тӑрать Узинӑн, хӑйне вӗрилентерсе ярать, пӗтӗм ӳт ҫине сивӗ тар тапса тухать, ҫамкаран шӑпӑртатсах юхать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Таса сывӑ вӗсем, ӳт пӗвӗсенчен ӑшӑ ҫапать, илем сӑрхӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл ҫара ӳт ҫине халат уртса ячӗ те тепӗр пӳлӗме кайрӗ, унта хыттӑнах калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Элиме хӑйӗн ҫинчи ҫи-пуҫне хыврӗ, ӳт тӗслӗ колготки тӑхӑнчӗ, кӗске кунчаллӑ атӑ суйласа илчӗ, унӑн ури валлиех ҫӗленӗ тейӗн, питӗ килӗшет ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Юн вӗресе кайрӗ унӑн, пӗтӗм ӳт тӑрӑх чупа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пыршӑ ӳт ҫумне ҫыпӑҫса та ларчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл ӑна вӗри шывпа тултарчӗ, ӳт чӑттӑр тесе, пӗрмай аллине чике-чике тӗрӗслерӗ, вара ӑна Элиме ури патне йӑтса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Манӑн ачамсем-ҫке, манӑн ӳт пайӗсем-ҫке, мӗнле вӗсемшӗн тунсӑхламӑн, курас килет-ҫке пурне те.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илмелли сӑлтавсен йышӗнче ытларах юн пусӑмӗ хӑпарса кайни, ачасен ӳт температури ӳсни, вар-хырӑм ыратни, эрех ӗҫекенсем аптӑрани.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Сурансем ӳт илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Э-э, Иван, санӑн лайӑхрах апатланса ӳт илмелле-ха, тӑванӑм, шӑммусем курӑнкалаҫҫӗ-ха, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тарлӑ ӳт шӑршине сиснӗ вӑрӑмтунасем кӗтӳпе сырӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакӑн чӳхнех ҫӳлти Турӑран ҫемьене тулӑх пурнӑҫ, сывлӑх, тухӑҫлӑ тыр-пул, выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк ӗрчеччӗр, ӳт хушса пыччӑр, чир-чӗрпе инкек-синкексем ҫурта, картишне кӗмесӗр иртсе кайччӑр тесе ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепре туртӑнса илчӗ те — ыратни кӑштах чакрӗ, ӳт тӑрӑх анаталла анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӳт чылӑшпе пӗр чарӑнми ыратӑвӑн ҫӑмхи пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата тепӗр хут Павлик мӑйӗ ҫинчи хӗвелпе пиҫсе кӗрен тӗсленнӗ ӳт йӗрӗ ҫине пӑхрӗ те сасартӑк пӗлӗте пӗрремӗш хут вӗҫсе хӑпарма хатӗрленекен ҫак йӗкӗт уншӑн мӗн тери хаклӑ пулнине пӗтӗм кӗлеткипе, пӗтӗм ӑш-чиккипе туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫамрӑклӑху иртсе каять, аллусем хытса лараҫҫӗ, питӳ ҫинчи ӳт тӗссӗрленет; эп ӗмӗр пурӑнмастӑп, эс пӗчченех юлатӑн, анчах, ҫавӑн пекскер, эсӗ кама кирлӗ пулатӑн?

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ме, ҫи, Хаврунь аппа, ӳт хуш!

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех