Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсен (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку эрнере килте ӗҫсен ӑшне путатӑр.

Домашние заботы полностью поглотят на наступившей неделе.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫсен, унӑн ыйхи питӗ йывӑр, хӑлхи тӗлӗнче пӑшал персен те сисмест…

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— О-о, ҫук-ҫук, Энтрее юрамасть, юрамасть, чирлӗ вӑл, тухтӑрсем те хушман, ӗҫсен вилсе кайӗ тата, мур! — ик аллипе харӑс сула-сула илнӗ Энтрей арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ҫакна ӗҫсен, ывӑнни тӳрех иртсе каять санӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Виталий Романов халӑхпа калаҫма пӗччен тухман, профилактика мероприятине ирттерме унпа пӗрле Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗле тӗрӗслекен тата профилактикӑллӑ ӗҫсен пай пуҫлӑхӗ Павел Купранов та пынӑ.

Виталий Романов на профилактическую беседу с населением отправился не один, вместе с ним на мероприятие выехал и начальник отдела надзорной деятельности и профилактической работы Ибресинского муниципального округа Павел Купранов.

Пысӑк Упакассинчи халӑха пушар хӑрушлӑхӗ пирки ӑнлантарса панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35264.html

Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленӗ ветерансен организацийӗн округри совечӗн председателӗ Петр Лапшин та пуҫтарӑннисем умӗнче сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %97%d2%ab/

«Пӗрлехи ӗҫсен кӑтартӑвӗ – юлашки ҫулсенче промышленноҫ тытӑмӗ палӑрмаллах вӑй илсе пыни.

Куҫарса пулӑш

Денис Мантуровпа Олег Николаев Чӑваш Енӗн малашлӑх аталанӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/deni ... nn-malashl

Пӗрлехи ӗҫсен тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри – регион территорийӗнче инвестици климатне лайӑхлатса тата вӑй илтерсе пырасси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, ЧР Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Навальный майлисен митингне 300 ҫын тухнӑ — тинӗсри тумлампа та танлаштараймӑн.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

РФ Шалти ӗҫсен министерстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчи акци вӑхӑтӗнче ҫӗршывӗпе — 125 хулара — 4 пин ытла ҫынна тытса чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Асӑну хӑмине уҫма Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков, округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов тата ветерансен тӑванӗсем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b0%d1% ... 80%d0%bda/

Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канашри муниципаллӑ округӑн шалти ӗҫсен пайӗн ҫурчӗн стени ҫинче асӑну хӑми уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b0%d1% ... 80%d0%bda/

Республикӑн кӑнтӑр енчи хӑш-пӗр округра ҫурхи ӗҫсен планне туллин пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ, ҫак йыша канашсем те кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

— Тунӑ ӗҫсен пысӑк пайне пурнӑҫлассинче, паллах, ман умӗнхи ертӳҫӗн Василиса Сапожникован тӳпи пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Граждански урамӗнче ӗҫсен пысӑк пайне туса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Журналистика тытӑмӗнче ҫитӗнӳсемпе палӑракан спикерсем вара кӑсӑклӑ статьясем ҫырас, сӑн ӳкерчӗксем тӑвас, социаллӑ тетелсемпе сайтсене йӗркелес ӗҫсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Эрех ӗҫсен кашниннех чӗлхи салтӑнать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакна асӑрханӑ вӑл: тӗлӗкре эрех ӗҫсен нумаях та вӑхӑт иртмест — ӑна мӗнле те пулин инкек такӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Сулагаев хӑйӗн ҫинче темле йывӑр ҫӗклем пур пек пуҫне лӗнчӗр усӑнтарса пӗр хушӑ сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ, сӗтел ҫинчи ҫурри таран пушаннӑ графинтан пӗр черкке сӑмакун ярса ӗҫсен тин ҫӑварне уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӗҫессе вӑл манран та ытларах ӗҫет вӗт, ӗҫсен шавламасть кӑна — шӑши пекех йӑпшӑнса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех