Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлти сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӳлти (тĕпĕ: ҫӳлти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара каснӑ йывӑҫсене ҫаклатрӗ те, МАЗсем тӑракан вырӑна, ҫӳлти склада сӗтӗрсе кайса майласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫул ҫук чухне йывӑҫ касса хатӗрлеҫҫӗ, ҫӳлти склада купаласа хураҫҫӗ ӑна, ҫул уҫӑлсан — турттарса кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арсентьев пырса ҫитрӗ те, вӗсем ҫӳлти склада ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӳлти складра хӑй мӗн пӗлни-курнине юлташӗсене каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавӑнпа Ҫинахванӑн кӗрешсене ҫырма хӗрринчи ҫӳлти склада сӗтӗрме тивет.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗрӗкне хывса пӑтаран ҫакрӗ те кӗпин ҫӳлти тӳмине хыттӑн туртса вӗҫертрӗ: тӑвӑннӑ пулас, хаш та хаш сывлать.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӳлти турра ӳпкеле.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эй, Ҫӳлти Турӑ, каҫар пире, ҫылӑхлӑскерсене.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуппине сӳсе, тикӗс чутласа палӑксен ҫӳлти енӗсене куҫсем сӑмса, ҫӑвар касса паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳлти Турра уйрӑмах хисепленӗ, унӑн ячӗ ҫумне «эй!» сӑмах хушса пуҫ тайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Православи йышӑнсан, XVI1 ӗмӗртен пуҫласа авалхи чӑвашсем Христоса та Ҫӳлти Турӑ теме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑн чӳхнех ҫӳлти Турӑран ҫемьене тулӑх пурнӑҫ, сывлӑх, тухӑҫлӑ тыр-пул, выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк ӗрчеччӗр, ӳт хушса пыччӑр, чир-чӗрпе инкек-синкексем ҫурта, картишне кӗмесӗр иртсе кайччӑр тесе ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳлти кӗтесӗсенче — Ленинпа Сталинӑн тӗссӗрленнӗ сӑнӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ну, эсӗ те, Ҫӳлти патша тӑмсайне тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи юлашки самантра — ялтӑркка куҫлӑ, юхакан сӗлекеллӗ ҫӑткӑнсем ун ҫине тапӑнас самантра Ваҫиле Пихампар пирки — Ҫӳлти Туррӑн пулӑшаканӗ, ырӑ сывлӑш, килти выльӑх-чӗрлӗхе хӳтӗлекен тата кашкӑрсене итлеттерекен ҫинчен аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗ ун кӗпин ҫӳлти тӳмине салтса хӗресӗ пуррине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна Ҫӳлти Аттемӗр тесе хисеплеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем чи ҫӳлти хута улӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳлти Атте, пулӑш, ҫырлах! — савнӑ ывӑлӗпе арӑмне ыталанӑ май пӑшӑлтатрӗ Ӑраман шӑркалчӑ сӑмахӗсене вырӑна хурса.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Таҫта ҫӳлти ирхи шуҫӑм ҫапнӑ уҫлӑхра тинкерсе пӑхсан та куҫа курӑнман тӑрисем каҫса кайса савӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех