Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнтерсе (тĕпĕ: ҫӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн Хусантах тӑшмансем питӗ нумайччӗ, чи малтан вӗсене ҫӗнтерсе престола ҫӑлса хӑвармаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумаях пулмасть вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Сорокин еткерҫисем» фестиваль-конкурсра ҫӗнтерсе таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Унтан пирӗн ҫӗр ҫине хӗвеланӑҫ енчен юлашки ҫулсенче пур ҫӗрте те ҫӗнтерсе ҫӳрекен Франци ҫарӗ килсе тапӑннӑ.

Потом с запада на нас напала завоевавшая уже нею Европу французская армия.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй умне тухса тӑнӑ пӗтӗм кӑткӑслӑха ҫӗнтерсе пырса вӑл 85 ҫула ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ // Л.Тихонова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8b%d1%8 ... %d0%b0cce/

Ҫапах та А.Яковлев директор коллективпа пӗр чӗлхе тупса йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Якур мучи хӗлхемленсе Ял-йыш хутне кӗме шутларӗ; Чун чаракне халь ҫӗнтерсе Мала тухса сӑмах пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл хӗр ӑсне, чунне амантрӗ Ӗненнине пач сӳнтерсе; Тен, ҫавӑнпа вилме вӑл антрӗ, Хӑравҫӑлӑхне ҫӗнтерсе.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫӗленӗнне-мӗн, ҫӗнтерсе, Пуҫне ват чӗрӗп шатӑрт! татрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Нимӗҫ ӑнсӑртран, ултавлӑн тапӑнса кӗчӗ, ҫавӑнпа малтанлӑха ҫӗнтерсе пырать, эпир вӑйсене пуҫтарса ҫитермен-ха, пуҫтарса ҫитерсен, кам ҫӗнтернине курӑпӑр, терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Час-часах пирӗн пӗр летчик фашистсен виҫӗ самолетне хирӗҫ тухать, вӗсене парӑнмасть, ҫӗнтерсе, тӑшманӑн тепӗр ушкӑнӗ ҫине ыткӑнать…

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене ҫӗнтерсе, ума лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлас тесе ҫирӗппӗн малалла каякансем кӑна ӗҫлесе тупӑш илме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

«Пирӗн пурнӑҫра пурте пулнӑ - савӑнӑҫӗ те, хурлӑхӗ те, анчах пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерсе пырса малалла пурӑнатпӑр», - хӑйӗн сӑмахне пуҫларӗ Зоя Федоровна.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Карӑклӑ футболисчӗсене ҫӗнтерсе финала энтрияльсем тухнӑ, унта ҫавӑн пекех асхвасене парӑнтарса Шуркасси команди те лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ спорт комплексӗ футболистсене пуҫтарнӑ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2022/10/10/ce%d0%bde- ... %82%d0%b0/

Республикӑри чылай командӑна ҫӗнтерсе республика шайне те ҫитнӗ эпир.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ спорт комплексӗ футболистсене пуҫтарнӑ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2022/10/10/ce%d0%bde- ... %82%d0%b0/

Пичет кӑларӑмӗ ҫак конкурсӑн тӗрлӗ номинацийӗнче ҫӗнтерсе ятарлӑ страница урлӑ сире ҫулталӑк ҫаврӑмӗпех интереслӗ те кӑсӑклӑ материалсемпе паллаштарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ҫамрӑкӗсем, регионсем хушшинчи, округри, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссене хастар хутшӑнса, вӗсенче ҫӗнтерсе, республикӑна мухтава кӑлараҫҫӗ.

Талантливая молодёжь Чувашии прославляет республику, ежегодно представляя ее и побеждая на межрегиональных, окружных, всероссийских и международных конкурсах.

Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/27/gla ... aet-s-dnem

Пирӗн Российӑра халӗ пур ҫӗрте те рабочисемпе хресченсем ҫӗнтерсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сарайпа лаша витине уйӑракан пӗчӗк тӑкӑрлӑк чиккинче вӑл аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытрӗ те — акӑ мӗнлерех ӳкерчӗк курать: лаша пӑхакан Билль пиншаксӑр, кӗпи ҫаннисене тавӑрнӑ — чакакан, анчах ҫав-ҫавах парӑнман Саватьене ҫӗнтерсе пырать.

Когда, заложив руки за спину, она остановилась на границе закоулка, отделяющего сарай от конюшни, картина представилась ей такая: конюх Билль, без пиджака, засучив рукава рубашки, одолевал отступающего, но все еще стойкого Саватье.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Фарид Мухаметшин иртнӗ ҫул, тӗнчери финанс кризисӗн начар витӗмне шута илсен, ҫӑмӑлах иртменни ҫинчен каларӗ, анчах пурте пӗрле тӑрӑшнӑран унпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерсе пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш власть — халӑх шухӑшӗ // Константин Малышев. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.

Гент Угого облаҫӗн чиккинче тӑна кӗчӗ, хевтесӗрлӗхне ҫӗнтерсе ашак ҫине куҫса ларчӗ.

Гент очнулся на границе области Угого и, поборов слабость, сел на осла.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех