Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхнӑ (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татьян аппа та тутӑрне хӗр пекех хитрелетсе ҫыхнӑ, — кӑмӑллӑн кулаҫҫӗ теприсем.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Пурте хура кӗрӗк, шур кӑҫатӑ тӑхӑннӑ, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Вут-ҫулӑм айӗнче аманнисен суранӗсене ҫыхнӑ, ҫав хушӑрах тӑшмансене пӑшалпа пеме те ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра вара Коля тетепе Марье аппа аллине йӗппе ҫип, шурӑ пӳспе канва тытса тӗрӗ тӗрлеме ларнӑ, е пӗрле алса-чӑлха ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Аслисемпе пӗрле вӗсем те пур ӗҫе те хутшӑннӑ, ҫурлапа тырӑ вырнӑ, кӗлте ҫыхнӑ, ҫум ҫумланӑ…

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑмсемпе аллисене хуткупӑс тытнӑ арҫынсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх класӗ иртрӗ // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d3%91%d1%8 ... %80%d3%97/

Тутрине вӑл янах айӗнчен ҫавӑрса хыҫалалла ҫыхнӑ, икӗ питҫӑмарти тӗлӗнчен икӗ хутлам тунӑ, ҫамка тӗлӗнчен — кӗтес.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Типӗ ҫил вӗрсе килет те, ҫӗмӗрт-пилеш йывӑҫҫисем хӑйсен вӗт тураттисене алса ҫыхнӑ майлах хускаткалаҫҫӗ, хӗвел шевлинчен чӗнтӗр ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗтӗ пӗрмечеллӗ саппун ҫакнӑ, калакӗ ҫине чечек тирнӗ; вӑрӑм ҫӳҫеллӗ ҫӗрҫӗн тутӑр хыҫалалла ҫавӑрса ҫыхнӑ, ун ҫинчи тӗррисем тӑкӑнас пек.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Каччи ҫӗнӗ хура костюм тӑхӑннӑ, чӑлт шурӑ кӗпе ҫинчен мӑйне галстук ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӑрчӑкан хӳрине вылятнӑ пек, хыҫалалла пуҫтарса ҫыхнӑ ҫӳҫ «хӳрине» силлентерсе, чупкалать кӑна хӗр.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ун ҫинчен манса каяс тесе вӑл кунсерен ӗҫленӗ: карҫинкка ҫыхнӑ, кӑҫатӑ йӑваланӑ…

А чтобы забыть об этом, она целыми днями трудится – плетет корзины и валенки валяет…

Канӑҫ ҫухатрӑм // Александра Сергеевна. https://author.today/reader/191157/1617412

Чӗкеҫ икӗ аркӑллӑ сенкер пурҫӑн кӗпепе, кӗрен саппунпа, мӑйне шӑрҫа ҫакнӑ, пуҫне саппунӗ пекех кӗрен тутӑр ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хальхинче вӑл ҫӳхе пальто тӑхӑннӑ, шарф ҫыхнӑ, пуҫӗнче — кӑвак берет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вавил тӗрӗллӗ кӑвак кӗпе, хӑмӑр шӑлавар, шурӑ пушмак тӑхӑннӑ, пилӗкне шерепеллӗ пиҫиххи ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫыхнӑ кӗлтӗр пур-и, хӗрсем-пикесем?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пилӗкне хӑй йӑлтӑр-ялтӑр пиҫиххи ҫыхнӑ та вӗҫӗсене хӑрах пӗҫҫи тӑрӑх ура пакӑлчакӗ патне ҫитиех усса янӑ; шарфе те пиҫиххи вӗҫӗсенчен кӗске мар — ҫӗре кӑшт ҫеҫ лекмест.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл кӗске плащ тӑхӑннӑ та тӳмисене ҫат тӳмелесе лартнӑ, ҫухине тӑратнӑ, пиҫиххине хытӑ туртса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Диспетчер ҫурчӗн алӑкӗсемпе чӳречисен умӗнчи карлӑклӑ ҫӳлӗк хӗррине стройтрестпа завод пуҫлӑхӗсем, СУ начальникӗсем, комсомол путевкипе килсе ҫитнӗ отряд командирӗпе комиссарӗ, чи паллӑ строительсем — спецовка тӑхӑннӑ, сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ бригадирсем, монтажниксем, бетонщиксем, штукатурсем — хӑпарса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл замша куртка, джинсы брюки тӑхӑннӑ, пилӗкне сарлака чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех