Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралать (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юрату туйӑмӗнчен туслӑх ҫуралать, теҫҫӗ — суя вӑл! — тет Эдмунд (Максимов-Кошкинский).

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать», — ҫапла мар-и, юлташсем?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паянтан чӑваш театрӗ ҫуралать!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ тухнӑ вӑхӑтра пирӗн турӑ Иисус Христос ҫуралать иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня хӑйӗн ҫемҫе пӳрнисемпе ачашшӑн клавишсене пуснипех тӗлӗнмелле таса туйӑм ҫуралать чӗрере.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ман ача тӗне кӗмен чӑвашсен йӑхӗнчен пулнине пӗлсен, — асанне ун валли нимӗн те пиллесе хӑварас ҫук: чӑвашран чӑваш ҫеҫ ҫуралать, дворян мар.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах ҫак лару-тӑрӑва татса парассинче психологи сӗмӗ пур; Моргиана шухӑшӗпе — чи япӑххи те: Джессире шанманлӑх ҫуралать, анчах вӑл шарламасть.

Но разрешение этого обстоятельства имело характер психологический; по ее мнению, в худшем случае, Джесси могла лишь подозревать и молчать.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Ачапа пӗрле анне ҫуралать», — тенӗ пӗр ӑсчах.

Куҫарса пулӑш

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Чӑннипех те: тӗлӗнмелле кафе, тӗлӗнтермӗш килен-каян, — тӗлӗнтермӗш ҫумне тӗлӗнтермӗш хушсан пуриншӗн те ӑнланмалли, чӑн-чӑнни ҫуралать тепӗр чух.

В самом деле: странное кафе, странные посетители, — странность на странность дает иногда нечто естественное.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Уй варринче ӳсекен пӗр пӗччен ҫӑкана е юмана курсассӑн аса илӳ, ӗмӗт ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Хӑшпӗр чухне, вӑхӑтран вӑхӑта, сайра хутра пулсан та, лаггнеггсен ҫамки ҫинче, сулахай куҫхарши тӗлӗнче пулакан хӗрлӗ тӗслӗ ҫаврашка паллӑллӑ ача ҫуралать.

Время от времени, правда очень редко, у кого-нибудь из лаггнежцев рождается ребенок с круглым красным пятнышком на лбу, как раз над левой бровью.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӑшмана сутӑнас шухӑш ӗҫре палӑриччен малтантарах чӗрере ҫуралать, ҫавӑнпа вӑл сире тӑшмана сутӑннӑ, тесе айӑпласа вӗлерттересшӗн хытӑ тӑчӗ.

А так как измена зарождается в сердце прежде, чем проявляет себя в действии, то Болголам обвинял вас в измене и настаивал, чтобы вы были казнены.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

«Мӗн-ха вара, чечек ҫуралать пулсан?

«Так что же что цветы цветут?

VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ҫакнашкал чиновниксемпе калаҫнӑ-хутшӑннӑ хыҫҫӑн ман яланах ыйту ҫуралать: нивушлӗ чӑваш чӗлхине аталантарас тесен ман вырӑс чӗлхине манса каймалла?

Куҫарса пулӑш

Суйлав вӑхӑтӗнчи патшалӑх чӗлхисем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5738.html

Музей экспоначӗсем хушшинче авалхи шурӑ кӗпесен хӑш-пӗр пайӗсене тӗс кайман ҫипсенчен тӗртнӗ улачасемпе илемлетнине курсан чӑвашсем улачана ӗлӗкех, XVIII ӗмӗртех, пӗлнӗ текен шухӑш ҫуралать.

Когда среди музейных экспонатов встречаешь ранние (XVIII — начало XIX вв) белые рубахи с деталями, отделанными пестрядями из нелинючих ниток, невольно закрадывается мысль, что чуваши узнали пестрядь не в конце XIX в., а гораздо раньше…

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫакӑн пек шухӑш, ахӑртнех, Виктор пуҫӗнче анчах мар ҫуралать.

Такая мысль приходит в голову, очевидно, не одному Виктору.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Антонов пуҫӗнче ҫакӑ шухӑш уҫӑмсӑр, кӑшт ҫеҫ палӑрса ҫуралать.

Мысль эта не приходит к Антонову в таком вполне определенном виде.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Туйне мӗн чухлӗ хӑвӑртрах пӗтеретӗп, ывӑлӗ ҫавӑн чухлӗ маларах ҫуралать!

Чем раньше управимся со свадьбой, тем скорее сын родится!

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Нивушлӗ этем ӗҫлессишӗн, укҫа ҫапассишӗн, ҫурт лартассишӗн, ача-пӑча туса тултарассишӗн, унтан — вилсе выртассишӗн анчах ҫуралать?

— Неужто затем человек рождается, чтобы поработать, денег зашибить, дом выстроить, детей народить и — умереть?

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗр пӗрчӗрен пӗр пучах ҫуралать, этем вара пӗр усӑсӑр ҫухални — ӗҫ мар вӑл!..

От зерна одного колос целый родится, а чтобы человек без пользы пропадал — нельзя этого допускать!..

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех