Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗм (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫирӗм ҫула ҫитсен Егора салтака илнӗ, вӑл Варшавӑра кавалерист пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ҫинкка, ҫирӗм пиллӗксене ҫитнӗ салтак арӑмӗ, хӑй те иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ упӑшкасӑр пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫирӗм тӑватӑ ҫул коммунизм ҫулӗпе утатпӑр, Совет влаҫӗ тӑватпӑр, — илтӗнсе кайрӗ унӑн сасси хыҫалтан.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Хӗре сая ятӑм. Пуҫне ҫирӗм, ухмаха качча парса!» — ӳкӗнчӗ Петрукӑн хуньӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна ҫирӗм ҫултан ытла пама ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакӑнти пӗр ушкӑна Тӑмпай ялне тиесе кайрӗ те ӗнтӗ ҫирӗм лавпа килнӗ Хумкка мучи.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укҫалла ҫирӗм стаканран та ытла сутаймарӑм, пуйӑсӗ тапранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫирӗм лавпа.

Ҫирӗм ҫемье илсе килетӗн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫирӗм пӗрре ҫитсенех авланас, авланас терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Фома Фомич, — терӗ председатель, тӑрантас ҫинчен анмасӑрах, — ҫирӗм лашапа ыран станцине каятӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнле ҫирӗм пилӗк пин ҫинчен калаҫатӑн эсӗ?!.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ сирӗнпе пӗр тан хуҫине имение илнӗ ҫӗре ҫирӗм пилӗк пин тенкӗ пани пӗлтерет!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян ҫӗр ҫирӗм пилӗк пин тенкӗ килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр ҫирӗм пилӗк пин тенкӗ…»

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пин те тӑхӑрҫӗрмӗш ҫулхи июнӗн ҫирӗм иккӗмӗш кунӗ…

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑлкассине ҫитсен, барон пуҫтарӑннӑ хушӑра, маларах калаҫса татӑлнӑ пек, Юхин Миххана ҫирӗм пилӗк пин тенкӗ укҫине кӑларса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем пырса ҫитнӗ ҫӗре барон самаях сыпса лартнипе ӑна именине ҫӗр ҫирӗм пилӗк пин тенкех сутма килӗштерттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑр шухӑшлӑр, ку енче чи лайӑх ҫӗре те теҫеттинне ҫирӗм пилӗк тенкӗрен мала памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, Ваҫлие Хусанти полици участокне илсе кайнӑ ир, Атӑлкассине ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ, хӑва хулли пек ҫинҫе те сакайӗнче шӑтса ӳснӗ ҫӗрулми калчи пек шуранка сӑн-питлӗ Жемени ҫамрӑк барон персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех