Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ачасем ҫакна ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри 3-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3779680

Ҫынсем область Раҫҫее кӗнӗшӗн питӗ савӑнаҫҫӗ, ҫакна вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ, — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Полици ӗҫӗ йывӑр, пурин те ҫакна валли чӑтӑмлӑх ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Ҫакна астӑвӑр: эсир иксӗр те хамӑрӑн аслӑ ҫӗршывӑмӑрти пӗр тан праваллӑ ҫынсем, эсир иксӗр те малашне пӗр-пӗрне пулӑшса пыма, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса вӗренме тивӗҫ…»

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Эпӗ, темиҫе ҫул вӑрҫса, ҫакна ӑнлантӑм: тӑшмана ӑна вӑйпа кӑна мар, тӑшмана ҫивӗч ӑспа та, культурӑпа та каялла чакармалла.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

«Ашшӗ, ак ҫакна та, кӗҫӗннине те, мӗн ту-ха…

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Округ администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн специалисчӗсем ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче калчасем мӗнле шӑтса тухнине тӗрӗслеме иртнӗ ҫул ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ пулсан, кӑҫал ҫакна калаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Ҫакна палӑртар: йыша хӑй вӑхӑтӗнче Чехословаки территорийӗнче службӑра тӑнӑ, халӗ округ администрацийӗнче водительте ӗҫлекен Андрей Смирнов пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Ҫулталӑкри пӗтӗмлетӗвӗсенче вӗсем ҫакна палӑртса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Пӗтӗмлетӳсем тунӑ май ҫакна палӑртса хӑварас килет: Шуршӑл, Хуракасси тата Карапаш тӑрӑхӗсенче пурӑнакан уйрӑм техника хуҫисем тӗрӗслеве тӗплӗн хатӗрленнипе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника хатӗрлӗхӗн тӗрӗслевӗ вӗҫленнӗ // Ю. ГРИГОРЬЕВ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/te ... slev-vlenn

Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Зианчура районӗнчи боец СВОн малти лининчен сӑвӑсем ярса парать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3763323

Ҫакна республикӑра «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне пурнӑҫланине пула тума май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртри Верхний Гулюм ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3763306

Ҫакна валли республика бюджетӗнчен 41,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ пулсан, 5,9 миллион тенкине район парать.

Куҫарса пулӑш

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Ҫакна та палӑртса хӑвармалла, техника культурисем тупӑш кӳнӗрен вӗсене ытларах акса туса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Мускаври хӑйне евӗр вӑйӑ-конкурс шӑпах ҫакна ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Ҫакна уголовлӑ кодекспа та палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Лешӗ ҫакна кӑна кӗтнӗ иккен: яшт сиксе тӑрать, алӑк патне пырса чалт та чалт сикме, алӑка шал енчен туртнӑ сӑрана ҫивӗч чӗрнипе сикмессерен чартлаттарса ҫурма тапратать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ак, — Левен телеграммӑна силлесе кӑтартать, — ҫакна илтӗм те, ирӗксӗр васкас пать.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен хут татки тупать, ун ҫине питӗ тӗплӗн шутласа темиҫе сӑмах ҫырать, вара медсестрана: «Ҫакна Тамарӑна пар-ха», — тет.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн Маруҫ, кастрюле илсе, хӑпӑл-хапӑл тӑрать те вӑрманҫӑ хыҫҫӑн уттарать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех