Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗршер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал вӑл, Элнет юхан-шывӗпе пиншер тӑваткӑл чалӑш йывӑҫ юхтарса, Царицынпа Аҫтӑрхан хулисене ҫӗршер челена ӑсатма шутлать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вилме выртнӑ ҫӗршер этемӗн чӗрчӗлӗхӗ пулса курнӑ пуп вӗсем миҫе ҫултине, сыва чухне мӗн ӗҫлесе пураннине пӑхса, вилес умӗн хӑйсене мӗнле тыткалама пултарасса та малтанах чухлать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман укҫа ҫӗршер пин тенкӗн шутланать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн хӑва ҫулҫисен мӗлки ӳкнипе ешӗл-симӗссӗн йӑлкӑшакан шывӗнче ҫӗршер те пиншер пулӑ хӗвӗшет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шурӑмпуҫ килнӗ чух ашшӗпе ывӑлӗ пахчана тухрӗҫ те — тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ: аслӑк хыҫӗнче, улма ани тӑрӑх, ҫӗршер йӗкехӳре кӗтӗвӗ, мӑкӑльтетсе, йӗтем еннелле васкать.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вуншар, ҫӗршер, пиншер ҫынна вилӗм аллинчен туртса илнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫулсеренех ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ҫӗршер те пиншер ҫынсен пурнӑҫне татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халӗ, юлташсем, — терӗ вӑл, — Ленин вилнӗ хыҫҫӑн, большевиксен партийӗ чӗнсе каланипе, халӑх ӗҫне чун-чӗререн парӑннӑ ҫӗршер те пиншер рабочипе хресчен хӑйсене партие илме ыйтса заявлени параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Манӑн пилӗк-ултӑ ҫулхи ачасем те Паласран пахчана кашни кун ҫӗршер витре шыв ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл, ҫулне улӑштарса, тӗтӗмпе мӑкӑрланакан ҫурт патне ывтӑнса ҫитрӗ, ун ҫине талпӑнса кӗрсе, ӑна тустарма тытӑнчӗ, ҫунакан ҫурт ҫинчен ҫӗршер вутпуҫҫи ытамласа илсе, ял тӑрӑх сапаласа тӑкма тапратрӗ, тӑкса пӗтерчӗ те, каллех асар-писеррӗн ахӑрашса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗршер фермӑсенче ҫӗнӗ тытӑм хуҫаланни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Шӑп ҫав самантра, кайӑк хурсене хӑратма ҫӗршер тупӑран пӗр харӑс персе янӑ пек, таврара ҫӗр кисренчӗ, ҫӳлелле тем ҫӳллӗш тӗтӗмпе ҫулӑм явкаланса хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс ҫарӗсем юхан шывсем тӑрӑх ҫӗршер ҫухрӑма тӑсӑлакан сӗм вӑрмансене пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аван ку! — хӑватлӑн кӗрлесе кайрӗ ҫӗршер ҫын сасси.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лапка-лапка ҫунӑ юр хайхи «улӑпсен» кукӑр-макӑр турачӗсем ҫинче шап-шуррӑн курӑнса канлӗн кӑна выртать; ҫӗршер ҫул ӳснӗ юман вӑрманӗ мар, мамӑк йывӑҫ пахчи ку тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Кантӑр акнӑ уя пӗрре тӗллесен, ҫак виҫӗ пуслӑх ҫерҫисем ҫӗршер тенкӗлӗх сиен кӳреҫҫӗ: кантӑр вӑррине ним юлмиччен ҫисе пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

— Йӑлӑм вӑрманӗнчех ҫӗршер пин кубометр?!.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Эпир ак ҫак Йӑлӑм вӑрманӗнчех кашни ҫул ҫӗршер пин кубометр йывӑҫ касса хатӗрлетпӗр, — терӗ Степан Лукич.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Ҫӗршер ҫухрӑм утса пуянлат.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Анчах мӗн чухлӗ вӗренетӗп, ҫавӑн чухлӗ тавра курӑм сарӑлать, пуҫа ҫӗршер ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех