Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫара (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӑхран мар, ҫара ҫерҫирен ҫав, — пӑшӑлтатрӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юмӑҫ чӑхран килет тенине илтмен эп, ҫара ҫерҫирен тенине илтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрхи ҫилсем ҫара хурӑнлӑха лӑскаҫҫӗ, йывӑр хуйхӑ сывӑ юлнисен чӗрисене касать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тепӗр тесен, ҫара аллӑн эсӗ ӑна тытаяс та ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗн пӗр тӗллев — мӗнпур вӑя хурса фронта пулӑшасси, Хӗрлӗ Ҫара часрах курайман тӑшмана ҫапса аркатма пулӑшасси!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫара каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Туй хыҫҫӑн тепӗр ҫултанах Микулай Хӗрлӗ Ҫара кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хутран-ситрен унӑн ҫара ҫурӑмӗ ҫине ҫӑткӑн вӑрӑмтуна килсе ларать, анчах, тайгари ӳпресемпе танлаштарсан, кунтисем ҫыртни сисӗнмест те.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанах ӗненмерӗ-ха вӑл, хӗр выляса хӑтланать пулӗ терӗ, анчах, Улькан ҫара хулпуҫҫийӗсем чӗтренине курсан, хӑва хыҫӗнчен сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун патнех чупса ҫитес терӗ, анчах, хӑй ҫурма ҫара иккенне курсан, именсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл Кӗтерук ҫине пӑхрӗ те ҫара пуҫӑн иккенне, ҫӳҫӗсем сапаланнине, пит-куҫӗ кӑн-кӑваккине курчӗ, хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗм халӑх умӗнче кӗпине ҫӗклерӗҫ те ҫара ӳтрен ҫапма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем те шакла пуҫлине тата ҫара янахлине курсан, хӑйне хӑй те ӗненмесӗр, ыттисене те тӗрӗслеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир пурте ҫак ҫара хул-ҫурӑмлӑ, илемлӗ, спортсмен кӗлеткиллӗ ҫын ҫине пӑхса малалла утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Мана, ҫара кабельпе ӗҫлекенскере, электричество чукмарпа ҫапнӑ пек шаплаттарнӑ!

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ҫара каякан ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ ман пекех шухӑшлать пуль.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Джинспа футболкӑна вӑр-вар тӑхӑнтӑм та кроссовкине ҫара ура ҫинех тӑхӑнса, каҫхине хатӗрлесе хунӑ ҫӗнӗ сумкӑна хул хушшине хӗстерсе пӳлӗмрен тухса вирхӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ҫара уран ачан асӑрханса утмалла.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫитменнине тата хӗвелӗ васкасах ҫӳлелле хӑпарать, йӑранӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ, ҫара тяппасене вӗри ҫӗр ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Каччӑ хӑй ҫара кайнӑ чухне 5-мӗш класра вӗреннӗ, халӗ тӑххӑрмӗшне куҫнӑ Улькана куҫ хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех