Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлса (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн тесен пурте кураҫҫӗ-ҫке-ха, сисеҫҫӗ: СУ прорывра, юлса пынине пӗтерес тесе, пуҫлӑхсем склада та пулин хӑвӑртрах туса ҫитересшӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав ҫӗрҫӑтман трофея пула кашни кун шкула кая юлса ҫитетчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хальхи вӑхӑтра Шпаков хресчен-фермер хуҫалӑхӗ купӑстан кая юлса ҫитӗнекен «Муксума» сортне лартассипе тимлет.

Куҫарса пулӑш

Шпаковсем купӑста лартма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... 85%d0%bda/

Ман шухӑшпа, вӑл вӑрҫӑ, вилӗм, юлташсене ҫухатни мӗнне пӗлнӗ, чӗрӗ юлса Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ.

Но я думаю, дело в том, что он знал, что такое война, смерть, что такое терять друзей, остался жив, пережил великую радость Победы.

Орест Филиппова халалланӑ курав уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34968.html

Ун чухне, май варринчи ӑмӑртарах кун, Таранов киоск умне кӑшт каярах юлса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Настьӑпа Надя пӗр пилӗк метр хыҫран юлса вӗсем хыҫҫӑн васкарӗҫ.

Настя с Надей поспешили за ними, отставая метров на пять.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Ҫамрӑклах мӑшӑрӗнчен юлса амӑшне те, йӑмӑкне те пӑхса чун-чӗри хытнӑ пулсан та, малаллах талпӑнать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Пӗрремӗш сӑлтавӗ Радик ҫур сехет кая юлса килни пулчӗ, иккӗмӗшӗ — ӑнсӑртран персе янӑ сӑмах: ашшӗне вӑл механик пулас килет, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Борис менелникне Янаслов кая юлса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӗҫӗ — мала, пуҫламӑшӗ — хыҫала куҫса ларсан, ҫапла тухать: Григорий (кино редакцинче ӗҫлекенскер) хӑйӗн ҫамрӑк арӑмӗ патне ӗҫ хыҫҫӑн кая юлса таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чӑваш чӗлхине тӗпчес ӗҫ вара халлӗхе теори енӗпе те юлса пырать, практика ыйтнине те тивӗҫтереймест.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Улмуҫҫисемпе йӑмрасем каярах юлса саралаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ял симӗс тӗспе илӗртет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Каярах юлса пулса ҫитекен китайка панулмисене татса пуҫтарман та вӗсене тулли уйӑх электричество лампочки пекех хӗмлентерет.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Клуба каярах юлса ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Халь манӑн мӗн тумалла ӗнтӗ, пуринпе те пӗрле Атӑл урлӑ каҫмалла-и, е кунта юлса ҫармӑс ҫарӗсене пӗр ҫӗре пуҫтармалла-и?

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуллине эп яшкалӑх тытатӑпах, — терӗ Кирук, амӑшӗ сӑрт ҫине улӑхнине пӑхса юлса.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ те, ҫӗнӗ хваттере куҫас ӗмӗтпе, колхоз председателӗ Арҫутов патне виҫӗ хутчен хутларӑм, анчах нимпе тӗл пулма ҫук ӑна, нихҫан та ерҫмест вӑл: е пуху, е районтисемпе ларать, е эпӗ кая юлса пынӑ…

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

— Тепӗр вырсарникун каллех ҫапла кая юлса килӗн-и? — тет асли.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ма ытла кая юлса килтӗн?

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак ӗнтӗ эпир, килте тӗртнӗ пиртен ҫӗленӗ трусиксемпе кӑна юлса, ҫаппа-ҫарамаслантӑмӑр та, еккине ярса, тӗлсӗр-йӗрсӗр шапӑлтаткаласа, хӗвелпе ӗнӗхсе пӑт-пат сарӑхнӑ вӗлтӗртӗк чӗкеҫ, шӑпӑр курӑкӗсемпе хупланнӑ ҫерем ҫине хӑпӑл-хапӑл е вӑрах «йӑшса» тӗшӗрӗлтӗмӗр — хӑшӗ месерле, хӑшӗ ӳпне «шапалантӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех