Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлнине (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑл ял халӑхӗн тӑхӑрвун пилӗк-тӑхӑрвун ултӑ проценчӗ ҫурма выҫӑ е хӑр выҫах юлнине пӗлтернӗ.

и процентов девяносто пять, а то и больше населения влачили полуголодное, а порой и вовсе голодное существование.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑв ухмаха юлнине ма ҫынсене кӑтартас?

Зачем показывать людям, что ты остался в дураках?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни тухса калаҫакан Александр Кошкин ячӗ ӗмӗрлӗхех историе ҫырӑнса юлнине, унӑн ятне асра тытнине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Александр Кошкин ячӗпе палӑк уҫнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/06/%d0%b0%d0%b ... 3c%d0%bda/

Савтепипе курса калаҫсан, ялта шанчӑк юлнине пӗлсен вара таҫта кайма та юрать.

Только бы вот поскорее увидеть Савдеби, поговорить с ней, оставить хоть маленькую надежду в деревне, тогда можно и в путь…

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паян — вырӑс эрни кунӗ, ӗҫлеме юрамасть, чӑвашсем ҫапах та ӗҫе тухнӑ, мӗншӗн тесен вӑхӑчӗ ҫавнашкал: халӗ пӗр кун юлнине кайран ҫӗр кун хӑваласа ҫитеймест.

Сегодня суббота, работать грех, но люди все равно вышли в поле: время страдное, пропустишь теперь день — потом месяцы его не нагонишь.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ан алла Асра ҫех капӑр юлнине, Тен, нехекрен ҫеҫ пулнине.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗр ӗмӗт, эсӗ хускататӑн Асра суран пек юлнине, Чуна, юна эс васкататӑн Тӑкма вӑраххӑн тулнине…

Куҫарса пулӑш

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Эх, ниҫта тараймӑн, Ҫук, тасатаймӑн пулнине, Усравӑн хырӑм юлнине, Халь ниепле те пытараймӑн».

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кил ҫынсӑр юлнине кура, Кӗтерне инке эп пымастӑп тесе турткалашса та пӑхрӗ, анчах ыттисем яхӑнне те ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кил хуҫи пулса юлнине туйса, вӑл таврӑннӑ-таврӑнманах пӗчӗк кӑмакине хутса ярать, апат пӗҫерет, килти выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗкне апат тухса парать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупай ӑҫта юлнине ху пӗлетӗн… — мӑкӑртатрӗ Иштерек.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кам пӗтнипе кам чӗррӗн юлнине тӗрӗслесе тӑма вӑхӑт пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сарыев тинкеререх пӑхрӗ те урам ик айккипе юрпа витӗннӗ ҫурт тӑррисем кӑштах курӑна-курӑна юлнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп хам та пуҫласа куратӑп кун пеккине, — стакан тӗпне юлнине тусӗпе шаккаса ӗҫрӗ Ковязин…

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫимелли пурин те тенӗ пекех вӗҫне тухнӑччӗ ӗнтӗ, камӑн мӗн юлнине ушкӑнпа ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инкӗшӗ ҫинчен ҫырнӑ тӗле вуланӑ чух Павӑл каллех Соня пит хуйхӑрса юлнине аса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ӑнсӑртран сӗтел ҫинче Мишӑн ҫырӑвӗ выртса юлнине асӑрхарӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ну, пуҫларӗ ӗнтӗ хӑйӗнне, — текелерӗ Вандюков, Мӗкӗте мӗншӗн катӑк туталлӑ пулса юлнине сасартӑк аса Илсе.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш та ачаллах ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кашни кун ирхине вырӑн ҫинчен тӑрсанах, вӑл ӗнерхи листока чӗрсе илет те каникулччен миҫе кун юлнине паллӑ туса пырать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех