Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытарайми сăмах пирĕн базăра пур.
ытарайми (тĕпĕ: ытарайми) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑ ҫепӗҫ ҫил вӗрнипе кӑшт ҫеҫ палӑрмалла хумханса илекен ыраш уйӗ ҫине ытарайми куҫсемпе пӑхса илчӗ те, ачаранпах паллӑ, шерпетлӗ сывлӑша кӑкӑр туллин сывласа, малтанхинчен те хытӑрах утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӳлӗм мар, ытарайми вӑрман кӗтесӗ пек туйӑнчӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Тен, ҫак ытарайми куҫсемшӗнех юратса пӑрахнӑ Балаково каччине Шупашкар хӗрӗ, Александр Самакин вара Шупашкара ҫав тери хавасланса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Мӗнле скульптор пулатӑн-ха эсӗ ытарайми илемлӗ, сывӑ та тӗреклӗ ача кӗлеткине те тума пӗлмесен!

— Что же ты за скульптор, если не можешь сделать прелестного, здорового ребенка!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пазухин ҫак илӗртӳллӗ, асамлӑ, ытарайми сасса итленӗҫемӗн хӑйне хӑй ҫунат хушнӑ пек туйрӗ, самантрах салхуллӑ шухӑшӗсене манчӗ, сӑнӗпе ҫуталса, хавасланса, чунӗпе тасалса, илемленсе кайрӗ; унӑн чун хаваслӑхӗ ҫав тери ӳссе ҫӗкленчӗ, куҫӗсенче ырӑ киленӗҫпе юрату куҫҫулӗ йӑлтӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чунӗ кӳтсе ҫитнӗ Лавр Кузьмич хӑйӗн ытарайми сачӗ ҫине тек пӑхма пултараймарӗ, пӳрте кӗчӗ те икӗ курка хаяр кӑрчама ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пуринчен малтан ӑна, йӑрӑс пӳллӗ, маттур хура кӑтра качча, Нина, ытарайми Нина Сарилова тиркерӗ…

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗрсемӗрччӗ, Лавр, — терӗ Поля, Мухаров ҫине ытарайми пӑхса.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр Кузьмич хӑйӗн ытарайми сачӗ ҫине пӑхса тӑма тек хал ҫитереймерӗ, «хӳшше» кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫак самантра вӑл, чӑнах та, ытарайми чиперччӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ну, хӗрсем, хӑшӗ сирӗнтен асли? — кӑшкӑрса ячӗ Мефоди-ҫурӑ тутине хӑлха таран сарса, ытарайми савӑнӑҫлӑ кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Вӑт, Борис Баймашкина ҫак хӗрпе паллаштарасчӗ, «чарусӑр пилот» вара хӑйӗн Пӑрчканне часах маннӑ пулӗччӗ», — шухӑшларӑм эпӗ час-часах, ҫак ытарайми хӗре итлесе ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Коля ӑна юлашки хут, тек нихҫан курмасла, ытарайми чуп турӗ те хӑй ҫумӗнчен уйӑрчӗ, виҫҫӗ-тӑваттӑ сиксех халӑх хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл хӑйӗн пысӑк кӑвак куҫӗпе пӗрре тӗпсӗр тарӑн тӳпенелле, тепре савнийӗ ҫине ытарайми пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня халех тӑрса кайӗ те урӑх килмӗ, тенӗ пек, ун ҫине ытарайми юратса-савса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫӗр ывӑлӗ Ҫтаппан хӑй ҫуралса ӳснӗ ҫӗрне-шывне, ҫутҫанталӑкне ытарайми юратать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кӗҫӗр манӑн ытарайми арӑм хӗрача ҫуратса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем унчченех хатӗрленнӗ пулмалла — ял тӑрӑх ҫав сасӑ янӑраса кайсанах, пӳрчӗсенчен васкамасӑр тухса, мечӗт еннелле сулланчӗҫ, чылайӑшӗ ӑмсанчӑк куҫпа Петӗрӗн ытарайми ӑйӑрӗ ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑмӑртарах сӑмсин кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан ҫуначӗсемпе сӑмса шӑтӑкӗсем тӗлӗнчен чылай хулӑн тути патне анакан хырмасӑр хӑварнӑ ҫинҫе хура йӗрсем хуҫана уйрӑмах ытарайми илем кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех