Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑннӑ (тĕпĕ: ывӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑртан лӑпка ҫил кассӑн-кассӑн вӗркелет, хӑйпе пӗрле кункаҫа тем тӗрлӗ тӑрмашса, тем тӗрлӗ ӗҫлесе ывӑннӑ ҫан-ҫурӑма кантарма сулхӑн илсе килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑшт ларсан-ларсан, ывӑннӑ куҫӗпе кашнине тинкерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне такам питӗнчен ҫав тери хытӑ ҫапнӑ пек Укаслу шарт сикрӗ, унтан вара сасартӑках ҫав тери ывӑннӑ пек пулчӗ те, енчен енне тайкаланса, уҫӑ алӑкран алкумнелле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арӑм кӗтсе ывӑннӑ, мӑкӑртатать: «Сансӑр та, мансӑр та ӗҫкӗ пуҫламаҫҫӗ ӗнтӗ, намӑс куратпӑр».

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Анчах эпир ҫуран килсе ывӑннӑ, ҫавӑнпа ҫӗр вырттармасӑр ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Кӳр чечекӳсене хам йӑтса пырам, — тет Шурик, эп ывӑннӑ та, хӗвел ури те пуснӑ мана.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗррехинче ҫапла выляса ывӑннӑ хыҫҫӑн шыв ӗҫес килнипе ҫӑл патне антӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн студент-йӑтмарҫӑсем: Ула Тимӗр, хӑйӗн ҫавапа ҫулнӑ пекех йӑванса ӳкмелле ывӑннӑ йӑтмарҫӑ рольне сирсе ывӑтса, шалтан ирӗлсе, йӗлпӗркелесе, йӑпӑр-япӑр хӑйӗн «хура ӗҫ» брюки кӗсйинчен лешне, ҫӑмӑл апатран пушаннӑ пӗчӗк миххе, туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк арӑм сулахай аллипе чӗре тӗлӗнче сӑтӑркаларӗ, ывӑннӑ пек пулса диван ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ку сӑмахсене тахҫанах итлесе ывӑннӑ эпӗ, — тенкел ҫинчен ҫӗкленчӗ мастер.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мучин ывӑннӑ шӑмшакӗ лӑштӑрах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ташласа ывӑннӑ ҫамрӑксем купӑсҫа тав турӗҫ те килӗсене саланма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем кун каҫипе ҫӗр питне ӑшӑтса тӑрса ывӑнмаллипех ывӑннӑ, ҫавӑнпа та, ҫитес кун пуҫланиччен ытларах вӑй илсе, ырана валли тата та вӗрирех хӗрӳлӗх парнелеме ӗмӗтленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрӳ ӗҫре чун килениччен ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн канмалли кун пӗр-пӗр уяв пекех, ҫав тери савӑнӑҫлӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кун каҫипе ӗҫлесе ывӑннӑ ӗҫчен кайӑксем, канма лариччен савӑнса юлас тенӗ пек, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмаллах юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марине кӑшкара аран-аран ҫавӑркалать, ывӑннӑ пек туса, аллипе сӑтӑрать, пӳрнисене вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Хирте суха туса ывӑннӑ сухаҫа аса илтерет Иван Селифанович.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Ан тив, кӑштах тӑна кӗрсе вырттӑр — вӑл питех те ывӑннӑ.

— Пусть придет немного в себя — он сильно устал.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Куратӑп, эсир ывӑннӑ иккен, — терӗ вӑл шелленӗ пек сасӑпа — канмаллаччӗ.

— Я вижу, вы устали, — сказал он с состраданием. — Вам надо бы отдохнуть.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виктор ывӑннӑ пек сак ҫине ларчӗ.

Виктор устало опустился на скамью.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех